РФ Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗмӗрлере пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшне Мария Кудрявцевӑна «Амӑшӗ героиня» ята пама йышӑннӑ.
Марийӑпа Иван Кудрявцевсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 4 хӗр. Аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсене 1 миллион тенкӗ, грамота тата ылтӑнран тунӑ медаль параҫҫӗ.
Канашри «Сушистик» кафере апатланнӑ хыҫҫӑн 4 аслӑ ӳсӗмри ҫын тата 6 ача пульницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем пурин те пыршӑлӑх инфекцийӗ пулнине палӑртнӑ.
Мӗн ҫинӗ вӗсем? Роспотребнадзор пӗлтермен. Ведомство кафене вӑхӑтлӑха хупнӑ. Халӗ эпидтӗрӗслев пырать.
Палӑртмалла: Канашра «Сушистик» кафе икӗ ҫӗрте пур. Республикипе вара - пӗтӗмпе 11.
Паян кӑнтӑрла Канашри Ленин урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра 3 ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Телее, пурте чӗрӗ.
Ачасем - 5-ре,7-ре тата тата 13 ҫулти. Кӑнтӑрла ашшӗ киле килнӗ те газ шӑрши кӗнине туйнӑ. Кӑштахран ачасем пуҫ ыратма пуҫлани пирки каланӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хваттерте газ колонки ӗҫлет, пластик чӳречесем ҫинче сывлӑш кӗмелли клапан ҫук, вентиляци лайӑх ӗҫлемен.
Инкек хыҫҫӑн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан арҫын хӑй кайса ҫӳрекен хӗрарӑмӑн ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ.
46 ҫулти арҫынна халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Хӑй кайса ҫӳрекен хӗрарӑмӑн 16 ҫулти ывӑлне ҫав арҫын юратман. Ҫавна май вӑл ӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен пӗрре ҫеҫ мар хӗненӗ.
Суд арҫынна 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма, сӑнаса тӑмалли вӑхӑта ҫулталӑк тесе йышӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври ача-пӑча уйлӑхӗсене путёвкӑсем пӗлтӗрхинчен самай сахалрах сутнӑ. Цифра чӗлхипе каласан, 30-40 процент сахалрах.
Туроператорсем ҫакна ача-пӑча путёвкисен хакӗ 15-20 процент хакланнипе тата ҫӗршывра пурӑнакансем путёвка туянайманнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Туриндустрин Раҫҫейри союзӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан арҫын ултӑ уйӑхри ачана хӗненӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗньял ялӗнче пулса иртнӗ.
62 ҫулти арҫын ҫав кун ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӑйсем патӗнче хӑнара пулнӑ хурӑнташӗпе хирӗҫме тытӑннӑ. Хӗрарӑм 6 уйӑхри ачипе пулнӑ. Тарӑхса кайнӑ арҫын ачана пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапса пӗтернӗ. Амӑшӗ пӗчӗк ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ та арҫын ӑна та хӗненӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.Халӗ ӗҫе суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен ывӑл-хӗрне вырӑссен авалхи ячӗсене хума юратаҫҫӗ. 8 уйӑхри статистикӑна тишкерсен пирӗн республикӑра Сухвисемпе Тарисем, Кириласемпе Макҫӑмсем йышлӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ тапхӑрта 6 491 пепке ҫут тӗнчене килнӗ, вӗсенчен 3 333-шӗ — арҫын ачасем, 3198-шӗ — хӗрачасем.
Арҫын ачасене Артём, Матвей, Роман, Михаил, Александр, Максим, Иван, Кирилл, Егор, Лев, Даниил, Тимур, Дмитрий, Илья, Арсений, Тимофей, Марк, Давид, Никита, Павел ят хуракансем йышлӑ. Хӗрачасене — Ева, Анна, София, Виктория, Ксения, Дарья, Варвара, Мария, Милана, Анастасия, Полина, Валерия, Арина, Василиса, Елизавета, Мирослава, Кира, Екатерина, Алиса, Александра.
Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ.
Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур.
Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.
16-ри ҫамрӑк ача Лысково округӗнче шурлӑхра лакса ларнӑ. Раҫҫей ШӖМӗн регионти тӗн управленийӗн пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӑна ҫӑлма май килнӗ.
Шкул ачи ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ, ӑна шыраса амӑшӗ полицие ҫитнӗ. Тӗпчесе палӑртнӑ тӑрӑх, унччен икӗ кун маларах арҫын ача юлташӗсемпе пӗрле юханшыв ҫывӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тусӗсем пурте киле таврӑннӑ, вӑл вара — ҫук, вӗсенчен уйрӑлас умӗн «пӗччен пулас килет» тесе каланӑ пулать.
Шырав мероприятийӗсем йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫе кинологсене те явӑҫтарнӑ. Пӗр Урма ятлӑ йытӑ йӗрлесе кайса йӗрке хуралҫисене шурлӑх патне илсе ҫитернӗ — ҫул ҫитмен ача унта тупӑннӑ та. Вӑл пӗр талӑк ытла лачакара пӗр хускалмасӑр тӑнӑ.
Шкул ачине шурлӑхран туртса кӑларнӑ, малтанхи медицина пулӑшӑвне панӑ хыҫҫӑн пульницӑна ӑсатнӑ.
Ӗнертенпе, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, Чӑваш Енре энергетиксем сутма чарнӑ.
Вӑхӑтлӑха мар. Республикӑра ятарласа йышӑну кӑларнӑ.
Ачасене энергетик сутакан сутуҫӑсене штраф хурса пама йышӑннӑ. Уйрӑм ҫынсен 3,5 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран кӑларса хума тивӗ, должноҫри ҫынсен — 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |