Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 46 ҫулти арҫын тупнӑ телефона пӗлӗшне парнеленӗ. Халӗ унӑн куншӑн явап тытмалла.
Ҫак арҫын кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче лавккана кӗнӗ те 10 ҫулти ача манса хӑварнӑ телефона йӑтса тухнӑ.
Кайран 46-ри арҫын ҫак телефона пӗлӗшне парнеленӗ. Ӑна вӑл эрех ӗҫтернӗшӗн ҫапла тав тунӑ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ, телефона тавӑрса панӑ. Анчах унӑн пурпӗрех явап тытма тивӗ.
Атӑл леш енчи Сосновкӑри ача пахчине Ҫурҫӗр, Первомайски тата Октябрьски поселокӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем те ҫӳреҫҫӗ. Ҫулӗ ҫывӑхах мар, ҫавӑнпа Шупашкар хула администрацийӗн ачасене автобуспа илсе ҫӳремелле.
Автобусӗ 2022 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӳренӗ-ха, анчах кайран рейс ҫула тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. 2023 ҫулхи ҫӗртмере суд йышӑннӑ тӑрӑх, 3 уйӑх хушшинче ачасене автобуспа илсе ҫӳреме тытӑнмалла пулнӑ. Чӳк уйӑхӗнче автобус рейса тухнӑ. Анчах ҫак кунсенче транспорт ҫӗмӗрӗлнӗ, хальлӗхе вӑхӑтлӑх автобус ачасене илсе ҫӳрет.
Шупашкарти Л. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Лидия Саринепе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑпа шӑпӑрлансем – хулари 162-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем – курнӑҫнӑ.
Лидия Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарнӑ май пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем Лидия Саринен сӑввисемпе калавӗсене кӑсӑкланса итленӗ.
«Эпӗ – амӑшӗ, кукамай (тен, асанне те-тӑр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ. – Т.Т.) тата ҫыравҫӑ. Манӑн пурнӑҫри тӗллев — пултарулӑх!» – тенӗ Лидия Михайловна.
Лидия Сарине ҫырма 33 ҫулта ҫеҫ пуҫӑннӑ. Ун чухне ӑна кӗҫӗн хӗрӗ юмах вуласа пама ыйтнӑ. Тӗрлӗ юмаха темиҫе хут та каласа панӑран сюжетсем шухӑшласа кӑларма тытӑннӑ. Каярах ҫав хайлавсем тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Лидия Саринен пӗрремӗш калавӗ «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» ятлӑ пулнӑ.
Паян, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 35 минутра Шупашкарти Эгер бульварӗнче «Лада Гранта» 10 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫакӑ видеокамера ҫине лекнӗ.
Ача ҫул урлӑ каҫма васканӑ. 34 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Арҫын ача аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнчи Г.Н. Волков академикӑн музей кӗтесӗнче 10-мӗш А класра вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.
Музейри тӗлпулӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Игнатьева йӗркеленӗ.
Николай Ишентей – ачасемпе аслисем валли ҫырнӑ 20 ытла кӗнеке авторӗ. Анисия Игнатьева ҫыравҫӑна хӑйӗн «Формирование этнопедагогической компетенции учителя» монографине парнеленӗ. Николай Ишентей та пушӑ алӑпа килмен – шкулти вулавӑша хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Аякра пурӑнакан ентешӗмӗрсем хамӑр халӑхӑмӑрӑн культурине, чӗлхине упраса хӑварма тӑрӑшни питех те хавхалантарать. Вӗсем ҫак пуянлӑха хӑйсен ачисене парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Красноярск хулинче пурӑнакан Ксения Сапожникова тата Таисия Бродовская, ав, чӑваш ҫӗрӗнчен аяка пурӑнсан та чӑвашла юрлаҫҫӗ, чӑваш культурипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене амӑшӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.
Ксения тата Таисия шкулта иртекен мероприятисене хасар хутшӑнса тантӑшӗсене те чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ.
Ача-пӑча валли тӗрлӗ халӑх чӗлхипе юрӑ ҫыракансен конкурсӗ иртет.
«Новые детские песни» (чӑв. Ача-пӑча валли ҫырнӑ ҫӗнӗ юрӑсем) проекта ача-пӑча музыка контентне йӗркелес тӗллевпе пуҫарса янӑ. Унта тутар, вырӑс, чӑваш, ҫармӑс, удмурт, мӑкшӑсемпе ҫармӑссен чӗлхисемпе ҫырнӑ юрӑсене йышӑнаҫҫӗ.
Чи лайӑх ӗҫен гала-концерчӗ Хусанта иртӗ.
Суйлмалли тура заявкӑсене пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен talant16ru@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округне кӗрекен Атайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Раиса Сарпи сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ.
Раиса Сарпи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ.
Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑх кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, университетра вӗреннӗ ҫулӗсене, ҫамрӑклӑха аса илнӗ. Чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсене вуласа панӑ. Ачасем вара композиторсем Раиса Сарпи сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.
Тӗлпулӑва Людмила Кинер сӑвӑҫ тата композитор та хутшӑннӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкарта «Растем вместе» (чӑв. Пӗрле ӳсетпӗр) социаллӑ прокат пункчӗ уҫӑлнӑ.
Унта пӗчӗк ача кровачӗсем, кӳмисем, апатлантармалли пӗчӗк пукансем, манежсем, автокреслосем, автолюлькӑсем тата ытти те пур. Вӗсене ҫул ҫитмен ҫамрӑк амӑшӗсене ҫеҫ мар, йывӑр лару-тӑрури ҫемьсене те вӑхӑтлӑх (виҫӗ уйӑхлӑха) усӑ курма параҫҫӗ.
Япаласене вӑхӑтлӑх усӑ курма илмелли пункт Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Пункт адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 29 а ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 53-42-94.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти Максим Горький палӑкӗ ҫине такамсем ӳкернине асӑрханӑ. Ҫакна полицие те пӗлтернӗ, ҫынсем сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне те вырнаҫтарнӑ.
Вырӑнти влаҫ палӑка икӗ хутчен тасатнӑ, анчах ун ҫине каллех такамсем ҫырса хунӑ.
Ҫак ӗҫе 9-ти тата 10 ҫулти хӗрачасем тунине палӑртнӑ. Вӗсем «шӗвӗ юр» спрейпа усӑ курса палӑк ҫине салам сӑмахӗ тата ятсем ҫырнӑ. Куншӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |