Чӑваш Енри ача, 12 ҫулти Степан Скипин, каникула ту ҫинче ирттернӗ. Вӑл Казбек тата Эльбрус тӑвӗсене парӑнтарма шутланӑ. Казбек ҫине 4 пин метра хӑпарнӑ, Эльбрус ҫине – 4300 метра. Малалла каяйман – вӑйлӑ ҫил, япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ.
Пӗлтӗр Степан ашшӗпе Эльбрусӑн хӗвеланӑҫ енне парӑнтарнӑ. Ун чухне 5642 метра хӑпарнӑ вӗсем. Степан – Раҫҫейре ҫакнашкал маршрута парӑнтарнӑ пӗрремӗш ача.