ШӖМ пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен полицейскине хӗрарӑмпа ачана пушарта ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. Йӗрке хуралҫи хӑй те ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Ку пушар кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере пулнӑ. Амӑшӗ тӗпелте чухне 4-ри ачи залра шӑрпӑкпа вылянӑ. Кӗҫех икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ҫулӑм ярса илнӗ.
Хӗрарӑм малтан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах май килмен – ывӑлӗпе подъезда чупса тухнӑ. Унта вара – тӗтӗм.
Дмитрий Антропов чӳречерен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Подъездра пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтсен унталла вирхӗннӗ, тӗттӗмре хӗрарӑма тупнӑ та ӑна урама илсе тухнӑ. Шалта ача юлнине пӗлсен каялла кӗнӗ. Вӑл ӑна урама илсе тухса хӑйӗн бушлачӗпе чӗркенӗ.
Ачапа амӑшне Шупашкара пульницӑна ӑсатнӑ. Полицейски те пӗр каҫ пульницӑра выртса тухнӑ. Ҫак кунсенче ӑна ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев «Ҫӑлнӑ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ.