Республикӑра акан 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ Екатерина Кораблевӑна халӗ те шыраҫҫӗ. 15-ри хӗрача ют чӗлхе шкулӗнчен 20 сехетре тухнӑ та киле таврӑнман.
Кун пирки тӗнче тетелӗнче, халӑх тетелӗнче темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ. Тӗрӗс мар информаци те нумай. Пӗрисем хӗрачан виллине тупнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. Теприсем видеокамера скриншотне сӳтсе яваҫҫӗ: Катя хыҫҫӑн темӗнле арҫын йӗрленӗ имӗш. Анчах ку хыпарсем тӗрӗс мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, камера ҫине лекнӗ арҫын нимӗнпе те айӑплӑ мар. Хӗрача тепӗр видеокамера ҫине те лекнӗ. Унта ӑна никам та йӗрлемест.
Катьӑна хулара темиҫе кун шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑрман, ҫырма-ҫатрасене тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Шырава нимеҫӗсем (волонтерсем), кинологсем йыттисемпе хутшӑнаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗнчи ытти орган та айккинче юлман.
Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ.
«Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ.
Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ.
Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗ пирки калаҫма чарӑнмаҫҫӗ-ха. Наци лицейӗ тек уҫӑлмассине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унта кӗҫӗн классем вӗренме тытӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш лицейра 4 1-мӗш класс пулмалла. Вӗсене Лебедев лицейӗнче вӗрентесшӗн.
Апла авӑн уйӑхӗн 1-мешӗнче лицей алӑкне татах уҫӗ. Шел те, наци лицейӗ пек мар… Авариллӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 61-мӗш тата 50-мӗш шкулсем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Ачасен йышӗ кашни ҫул ӳсет унта. Ытти ҫуртсене хута ярса ачасене пӗр сменӑпа вӗрентме тытӑнасшӑн.
Наци лицейӗн ҫуртӗнче 6 класс вӗренӗ. Унта пӗтӗмпе 400 вырӑн хатӗрлеме май пур. 3 ҫулта пур вырӑнпа та усӑ курма тытӑнасшӑн.
Лицей ҫуртне юсамашкӑн 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе юсав ӗҫӗсене 5 миллион тенкӗлӗх тунӑ. Объекта ҫурлан 15-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳри тӗп пульница тамбурӗнче тин ҫуралнӑ ача выртнине асӑрханӑ. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Урамра ун чухне 3 градус сивӗ пулнӑ.
Телее, хӗрачана часах асӑрханӑ, сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман. Анчах ҫав вырӑнта видеокамера пулманни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ.
Темӗнле пулсан та йӗрке хуралҫисем ача пӑрахса хӑварнӑ амӑшне тупнӑ. Вал — 39 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗрпӳрех пурӑнаканскер. Ача кӗтнӗ чухне вӑл шута тӑман. Ача унӑн пулнине экспертиза палӑртнӑ. Хӗрарӑм хӑй те йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Ҫав хӗрпӗрчи халӗ ҫемьере ӗнтӗ. Ӑна ырӑ ҫынсем усрава илнӗ.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Элӗк районӗнче кӑҫалхи ку пулӑма тӗлӗнтермӗшпех танлаштарма пулать-тӗр. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта нумаях пулмасть виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Ангелинӑпа Виктория Алексеевӑсене ЗАГСра ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ. Хӗрачасем Янӑш ялӗнче пурӑнакан ҫемьере кун ҫути курнӑ.
Алексеевсен унччен икӗ ача пулнӑ. Халӗ тӳрех икӗ хӗр пӗрчи ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем маттур ашшӗ-амӑшне чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл суннӑ. Ачасене вара сывлӑх суннӑ — ан чирлеччӗр.
Элӗк районӗнче кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — нарӑсӑн 20-мӗшӗнче.
Шупашкарта 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачана шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Екатерина Кораблева ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл ют чӗлхе шкулӗнчен тухнӑ. 20 сехет те 18 минутра вӑл картишри пӗр ҫурт камери ҫине лекнӗ. 21 сехетре вара иртен-ҫӳрен унӑн сумкине тупнӑ. Хӗрача килне таврӑнман.
Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шыраҫҫӗ. Катя 169 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Сӑрӑ польтопа, хура атӑпа, капрон колготкӑпа, шурӑ блузкӑпа, хура юбкӑпа пулнӑ вӑл.
Катя пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 02, 102, 020 (кӗсье телефонӗнчен) е (8352) 62-46-58 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса вӑхӑтра килнӗ ӗҫсене «Шкул ТВ» канала кӗртсе пӗтерни пирки хыпарлатпӑр. Видеосӑвӑсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Владимир Андреев пире хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарас терӗ.
Видеоконкурса хутшӑнма пӗтӗмпе 814 ӗҫ йышӑннӑ. Вӗсене ҫак кунсенче жюри членӗсем хаклама пуҫлаҫҫӗ.
Йышӑнман ӗҫсем те, шел пулин те, сахал мар пулни пирки пӗлтерет Владимир Юрьевич. Чи паллӑ сӑлтавсенчен пӗри — ашшӗ-амӑшӗнчен илнӗ заявлени пулманни. Унсӑрӑн ачасене ӳкернӗ видеона интернета кӑларса хума пултарайман. Унсӑр пуҫне заявкӑсене тӗрӗс мар тултарни те тӗл пулнӑ. Чӑвашла ҫырма ыйтни куҫкӗрет пулин те заявкӑсен пӗр пайӗ вырӑсла килнӗ, тепӗр пайӗ ни вырӑсла, ни чӑвашла, виҫҫӗмӗш пайне «чӑвашла шрифтсемпе» ҫырнӑран вулама май килмен.
Ярса панӑ хӑш-пӗр ӗҫсенче ачасене видео ӳкерме васкавлӑн хатӗрлени те сисӗннӗ. Ачасем сӑввисене лайӑх вӗренсе ҫитеймен пулин те ӳкерме васканӑ. «Конкурс положенийӗнче сӑвӑсене калама кӑна мар, вулама та юрать тенине темиҫе ҫын кӑна асӑрханӑ пулмалла. Сӑвӑсене питӗ япӑх е сасӑсене тӗрӗс мар каланӑ, е пусӑма пачах тӗрӗс мар лартса каланӑ сӑвӑсене конкурса кӗртмерӗмӗр.
Космонавтика кунне халалласа Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта сахал мар мероприяти иртнӗ. 5-мӗш класра чӑваш чӗлхи урокне те Светлана Никитина вӗрентекен ытти чухнехинчен урӑхларах йӗркеленӗ. «Ҫӗнӗ сӑмахсем (неологизмсем)» темӑна урокра космоспа та ҫыхӑнтарнӑ.
Ю.А.Гагарина аса илсе ачасем илемлӗ предложенисем йӗркеленӗ, чи ӑнӑҫлисене суйласа тетрадь ҫине куҫарнӑ. Екатерина Матвеева вара вӗсене пӗр йӑнӑшсӑр доска умӗнче ҫырса пынӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ А. Николаев, М. Манаров, Н. Бударин ячӗсемпе мӑнаҫланнӑ пиллӗкмӗшсем, космос паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, презентаци те пӑхнӑ, вӗрентекен ыйтӑвӗсене хуравланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.
«А.Г. Николаев та, Ю.А. Гагарин та пирӗн пекех ял ачи пулни савӑнтарчӗ. Тен, пиртен хӑшӗ те пулсан космонавт пулӗ, хальлӗхе лайӑх вӗренмелле, сывлӑха ҫирӗплетмелле…», - пӗтӗмлетнӗ ачасем.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче чӑвашла вуламалли пӗрлехи кун ирттернӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) конкурс пынӑ май йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева акци тӗллевне тӑван литературӑна, наци культурине юратма хӑнӑхтарассипе ӑнлантарать.
Салапайкассинче, тӗслӗхрен, унти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем Питрав Ибасовӑн «Ылтãн пӗркенчӗк» кӗнекинчи калавсене вуланӑ. Чӑрӑшкассинчи вулавӑшра «Асанне юмахӗсем» кӗнекепе паллашнӑ.
Ҫак кунсенче районти вулавӑш ӗҫченӗсем вулакансен хаклавӗсем хушшинче иртекен «Хамӑрӑнне вула» конкурс материалӗсене малалла пухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |