Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче юханшывра 10 ҫулти хӗрачан виллине тупнӑ.
Ача путнӑ вырӑнта шыв тарӑн та мар. «Ахӑртнех, хӗрача аттине ҫума тӑнӑ. Халӗ инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ», - тенӗ ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал кунашкал инкек унччен те пулнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 3 ҫулти ача тарӑнах мар юханшыва кӗрсе ӳксе шӑнса вилнӗ. Вӗсем унта пиччӗшӗпе ҫунашкапа ярӑннӑ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ.
Асӑннӑ фестивале районти шкул ачисем, 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Фестиваль номинацийӗсем ҫаксем пулчӗҫ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши», «Чӑваш апачӗ». Ҫӗрпӳ районӗнче пултаруллӑ ача-пӑча нумай пулнине фестиваль аван кӑтартса пачӗ.
Иртнӗ эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку кӑтарту чи пысӑкки пулнӑ.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫуркуннехи каникула тӑсма пултарасси пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн эпидемтӗрӗслев тата санитари сыхлавӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов халӗ чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленме тытӑннине палӑртнӑ. Эппин, каникула тӑсмӗҫ, ачасем вӗренме кайӗҫ.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти шкулсенче вӗренекен 2349 ача чирлет. 39-мӗш тата 42-мӗш шкулсенчи икӗ класа ҫеҫ карантина янӑ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.
Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Шупашкарта «Ҫулталӑк воспитателӗ» тата «Профессионал педагог» конкурссене пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав конкурссене кӑҫал 115 ҫын хутшӑннӑ. Ку йыш иртнӗ ҫулхинчен самай пысӑкрах иккен.
Виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ конкурсра воспитательсемпе педагогсем шкул ҫулне ҫитменнисемпе занятисем ирттерсе кӑтартнӑ, ӗҫри ҫӗнӗ мелсемпе паллаштарнӑ, вӗренӳ тытӑмӗнчи пӗр-пӗр ҫивӗч ыйтӑва суйласа илсе пултарулӑх презентацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫапла майпа «Шупашкар хулин ҫулталӑкри чи лайӑх воспитателӗ» ята 158-мӗш ача пахчин воспитателӗ Анастасия Гайнутдинова тивӗҫнӗ, «Профессионал педагог – 2018» конкурсра вара 174-мӗш ача пахчин физкультура инструкторӗ Надежда Кальметова ҫӗнтернӗ.
Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари культура ҫуртӗнче «Канаш ен мерченӗсем» ача-пӑча пултарулӑхӗн XXVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейре кӑҫал туса хунӑ Нимеҫӗсен ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртасси теҫҫӗ.
Фестивале 16 вӗренӳ учрежденийӗнчи 100-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасем пулнӑ унта. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнреххисем те сцена ҫине тухнӑ.
Суйлав турӗнче ачасен 85-е яхӑн номерне хакланӑ. Унта суйласа илнӗ 26 номере гала-концертра кӑтартнӑ. Концерта вокал-ансамблӗсем, триосем, дуэтсем, солистсем, хитре вулакансем; ҫавӑн пекех ташӑ, инструмент, фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Шкул ачисем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те гала-концертра чӑннипех те савӑнтарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм каҫхине яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ. Хайхискер уринчен темӗн ҫыртнипе вӑранса кайнӑ. Йӗкехӳре иккен!
Нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртра камӑн кушак пур – ҫавсем ҫеҫ лӑпкӑ ҫывараҫҫӗ-мӗн. Унта йӗкехӳре нумай иккен. Хӗрарӑм хваттере нумай пулмасть туяннӑ. Вӑл тӳрех йӗкехӳре шӑтӑкне хупланӑ. Анчах кӑшлакан чӗрчунсем урай айӗнче шатӑртаттарнӑ, хваттере тухма хӑтланнӑ.
Йӗкехӳресем хваттере тухсан ачасен кравачӗ ҫине хӑпарса ҫывӑрнӑ. Нумаях пулмасть вӗсем хӗрарӑма ҫывӑрнӑ чухне уринчен ҫыртса илнӗ. Халӗ унӑн темиҫе кун пульницӑра выртма тивет, унта ӑна вакцинаци тӑваҫҫӗ тата суранне сиплеҫҫӗ.
Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче апат-ҫимӗҫ лавкки вырнаҫнӑ. Йӗкехӳресем ҫавӑнтан килеҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем лавкка тӗлӗшпе ҫӑхав темиҫе хутчен те ҫырнӑ. Анчах хальлӗхе нимӗнле улшӑну та ҫук. Лавкка лицензи мӗнле илнинчен тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать.
«Шупашкарта халӑхӑн пурнӑҫӗн хӑрушсӑрлӑхне пысӑклатасси» программӑпа килӗшӳллӗн тӗп хулари шкулсенче «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отрядсем йӗркелӗҫ. Вӗсене ҫамрӑксен хушшинче преступленисем чакчӑр тесе те тӑваҫҫӗ.
Отряда кӗнӗ шкул ачисем правӑна, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тарӑнрах вӗренӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасенче патриотлӑх туйӑмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне шкулсенче вӗренекенсемпе практика ӗҫӗ йӗркелӗҫ. «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отряда 10 ҫултан аслӑрах ачасем кӗме пултараҫҫӗ. Унта ирӗксӗрлесе кӗртмеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫулти каччӑна 5 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак ҫын ӳсӗр пулнӑ, ентешӗ патӗнче хӑналаннӑ. Хайхискер кил хуҫи пӳртрен тухнипе усӑ курнӑ: 5 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ.
Ҫак хӗрача кӳршӗре пурӑнать, шӑп та лӑп ун чухне вӑл хӑнана каҫнӑ. Каччӑ пӗчӗкскере пусмӑрланине кил хуҫи хӗрарӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |