Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари культура ҫуртӗнче «Канаш ен мерченӗсем» ача-пӑча пултарулӑхӗн XXVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейре кӑҫал туса хунӑ Нимеҫӗсен ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртасси теҫҫӗ.
Фестивале 16 вӗренӳ учрежденийӗнчи 100-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасем пулнӑ унта. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнреххисем те сцена ҫине тухнӑ.
Суйлав турӗнче ачасен 85-е яхӑн номерне хакланӑ. Унта суйласа илнӗ 26 номере гала-концертра кӑтартнӑ. Концерта вокал-ансамблӗсем, триосем, дуэтсем, солистсем, хитре вулакансем; ҫавӑн пекех ташӑ, инструмент, фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Шкул ачисем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те гала-концертра чӑннипех те савӑнтарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм каҫхине яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ. Хайхискер уринчен темӗн ҫыртнипе вӑранса кайнӑ. Йӗкехӳре иккен!
Нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртра камӑн кушак пур – ҫавсем ҫеҫ лӑпкӑ ҫывараҫҫӗ-мӗн. Унта йӗкехӳре нумай иккен. Хӗрарӑм хваттере нумай пулмасть туяннӑ. Вӑл тӳрех йӗкехӳре шӑтӑкне хупланӑ. Анчах кӑшлакан чӗрчунсем урай айӗнче шатӑртаттарнӑ, хваттере тухма хӑтланнӑ.
Йӗкехӳресем хваттере тухсан ачасен кравачӗ ҫине хӑпарса ҫывӑрнӑ. Нумаях пулмасть вӗсем хӗрарӑма ҫывӑрнӑ чухне уринчен ҫыртса илнӗ. Халӗ унӑн темиҫе кун пульницӑра выртма тивет, унта ӑна вакцинаци тӑваҫҫӗ тата суранне сиплеҫҫӗ.
Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче апат-ҫимӗҫ лавкки вырнаҫнӑ. Йӗкехӳресем ҫавӑнтан килеҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем лавкка тӗлӗшпе ҫӑхав темиҫе хутчен те ҫырнӑ. Анчах хальлӗхе нимӗнле улшӑну та ҫук. Лавкка лицензи мӗнле илнинчен тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать.
«Шупашкарта халӑхӑн пурнӑҫӗн хӑрушсӑрлӑхне пысӑклатасси» программӑпа килӗшӳллӗн тӗп хулари шкулсенче «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отрядсем йӗркелӗҫ. Вӗсене ҫамрӑксен хушшинче преступленисем чакчӑр тесе те тӑваҫҫӗ.
Отряда кӗнӗ шкул ачисем правӑна, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тарӑнрах вӗренӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасенче патриотлӑх туйӑмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне шкулсенче вӗренекенсемпе практика ӗҫӗ йӗркелӗҫ. «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отряда 10 ҫултан аслӑрах ачасем кӗме пултараҫҫӗ. Унта ирӗксӗрлесе кӗртмеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫулти каччӑна 5 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак ҫын ӳсӗр пулнӑ, ентешӗ патӗнче хӑналаннӑ. Хайхискер кил хуҫи пӳртрен тухнипе усӑ курнӑ: 5 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ.
Ҫак хӗрача кӳршӗре пурӑнать, шӑп та лӑп ун чухне вӑл хӑнана каҫнӑ. Каччӑ пӗчӗкскере пусмӑрланине кил хуҫи хӗрарӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ.
2017 ҫулта Шупашкарти 201-мӗш тата 7-мӗш ача пахчисем РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин грантне – пӗтӗмпе 14 миллион тенке яхӑн – ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче 201-мӗш ача пахчин консультаци центрне ҫӗнетнӗ. Ӗнер вара 7-мӗш ача пахчин «Умка» ашшӗ-амӑшӗн консультаци центрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Центр Социализм урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри 2-мӗш корпусра вырнаҫнӑ. Ачана дефектолог, логопед, психолог, педагог пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан унти специалистсем ашшӗ-амӑшне тӳлевсӗрех пулӑшма хатӗр.
Центрта хатлӑ: ачасем вали интерактивлӑ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех пепкене аталантаракан теттесем те пур.
Центра лекес тесе унта пымалла е 22-26-83 номерпе шӑнкӑравласа заявка хӑвармалла. Заявкӑсене cheb-dosh7@mail.ru электронлӑ почтӑпа та йышӑнаҫҫӗ.
СССР летчик-космонавчӗн, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗн, авиаци генерал-майорӗн Андриян Николаевӑн мемориал комплексӗ (вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ) Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн экипажӗпе ҫыхӑнасшӑн. Паллӑ самант ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтика кунӗнче, пулса иртмелле.
Чӑваш Енри ачасем космонавтсемпе пуҫласа 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пупленӗ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗсем Юрий Маленченко космонавтпа калаҫнӑ.
А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ шкулта пулнӑччӗ. Пӗрлешӗвӗн квалификаци комиссийӗн ертӳҫи Тимур Юрьев радиостанци уҫма Раҫҫейӗн радио юратакансен союзӗ укҫа уйӑрса пулӑшассине систернӗччӗ.
Ӗнер Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче Пӗтӗм тӗнчери хӗрлӗ-кӑвак куна палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗ эпилепсипе чирлисен кунӗ шутланать.
Хӑйне евӗр куна 2008 ҫулта Канадӑри тӑхӑр ҫулти Кессиди Меган пуҫарса янӑ. Эпилепсипе чирлекенскертен аслисем те, тантӑшӗсем те тӑрӑхланӑ. Хӗрачан хӑй ыттисенчен нимпе те кая маррине кӑтартас килнӗ. Пӗчӗкшерӗн ҫак акци тӗнче шайне тухнӑ.
Чӑваш Енре 1998 ҫултах Ачасемпе ҫамрӑксен эпилепси центрне йӗркеленӗ. Тухтӑрсем ҫине тӑрса сипленине кура пациентсен 80 проценчӗ сывӑ ҫынсемпе танах пурнӑҫпа киленме пултарать. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав центрӗнчен пӗлтереҫҫӗ. 2004 ҫултанпа пирӗн республикӑра эпилеписпе чирлӗ 2500 яхӑн ачана шута илнӗ. Ку йыша ҫулсерен 230-240 ача хушӑнса пырать.
Етӗрне хулинче 300 вырӑнлӑ пуҫламӑш шкул тума йышӑннӑ. Ӑна хӑпартмашкӑн республика тата район хыснисенчен 173,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Халӗ аукцион пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Пуҫламӑш шкула Хӗрлӗ Ҫар урамӗнче ҫӗклӗҫ. Ӑна строительсен ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Пӗрремӗшӗнче 1-мӗш классем валли виҫӗ вӗренӳ пӳлӗмӗ, апатланмӑш, спорт залӗ, медицина блокӗ, вестибюль, гардероб, пушмак типӗтмелли вырӑн тата хуралҫӑ, завхоз, вӗрентекенсен пӳлӗмӗсем, туалет пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче 2-мӗшпе 3-мӗш классем вӗренӗҫ, ҫывӑрмалли икӗ пӳлӗм, пуху залӗ, артистсен пӳлӗмӗ тата тумсем, декорацисем, музыка инструменчӗсем упрамалли уйрӑм пӳлӗмсем, санузел тӑвӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнче вулавӑш, директор, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, 3-мӗшпе 4-мӗш классем, компьютер класӗ, туалет хӑтлӗҫ.
Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ
Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.
Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.
Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.
Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!
Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.
Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ
Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. «Вперёд21.рф.» веб-сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна тӗрмене хупнӑ.
Ҫӗмӗрле арҫыннин икӗ ача. Арӑмӗ унран алимент шыраса илнӗ. Анчах ҫак арҫын укҫа тӳлемен. 2015-2017 ҫулсенче вӑл алимент тӳлеменшӗн пӗрре мар явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 450 пин тенке ҫитнӗ. Анчах ку та ӑна ӑс кӗртеймен.
Нумаях пулмасть икӗ ача ашшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн юсанмалли колонирен 4 уйӑх лармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |