Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ.
Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ.
Шкул столовӑйӗнче апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа шар курнӑччӗ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗччӗ. Ҫакна республика правительствин ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑччӗ. Ун чухнехи сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнине, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмахшӑн айӑплисене Михаил Игнатьев Элтепер явап тыттарма чӗнсе каланӑччӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл шкул столовӑйӗнче производство ертӳҫи пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма епле явап тыттарассине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея муниципалитетри пултаруллӑ шкул ачисене: вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра — палӑрнисене пухнӑ. Вӗсене наградӑлама район хыснинчен ҫулсерен 220-шер пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Вӗренӳре пултаруллисем тесе шкул ачисен ҫӗршыври предмет олимпиадисенче палӑрнисене чысланӑ. Кӑҫал унта Шупашкар районӗнчи 1300-е яхӑн ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 200 ытла ача ҫӗнтернӗ е призер пулса тӑнӑ.
Предмет олимпиадисенче Кӳкеҫри лицейра, Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта, Ишлейри шкулта вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн ҫӗнтернӗ. Районти, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссенче, спорт тата пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернисене, пурӗ 77 ачана (пӗлтӗр — 75 ачана), район администрацийӗн пуҫлӑхӗн премийӗпе чысланӑ.
Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекрӗ. Юлашки уйӑхра кӑна икӗ авари пулчӗ. Паян, раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ. Унта ГАЗель маркӑллӑ шкул автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Хайхи микроавтобусра 11 ҫын пулнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — ачасем.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернипе килӗшӳллӗн, авари хыҫҫӑн ачасене Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницин педиатр тухтӑрӗ тӗрӗсленӗ. Телее, вӗсенчен пӗри те аманман.
Палӑртса хӑвармалла, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Иккӗмӗш пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Улатӑр районӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне шкул автобусӗнче 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ.
Республикӑри чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Кун пирки Регнум информаци агентстви хыпарлать, ЧР Вӗренӳ министерствин даннӑйӗсене илсе кӑтартать.
Ашшӗ-амӑшӗн 83 проценчӗ ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентессине суйланӑ. Кӗҫӗн тата вӑтам классенче чӑваш чӗлхине аслисен 84,3 проценчӗ суйланӑ, аслӑ классенче – 83 процент. Вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе пек ачасен 14,1 тата 10,3 проценчӗ вӗренӗҫ. Кунсӑр пуҫне тутар тата мӑкшӑ чӗлхисене ӑса хывакансем пур.
Аса илтерер: шкулсенче унчченхи пекех «Патшалӑх чӑваш чӗлхи» предмета тата чӑваш литературине вӗренӗҫ. «Тӑван чӗлхе» хушма предмет. Хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ кӑҫал кӗркунне суйланӑ. Чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине су йланӑ.
Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗ патӗнче шкул автобусӗ ҫапӑннӑ. Ку паян ирхи 8 сехет те 58 минутра пулнӑ.
Шкул автобусӗ «Тайотӑпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та шкул автобусӗ ҫине пырса кӗнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн ачасем суранланман, хӑйсене лайӑхах туйнӑ, ҫавӑнпа вӗсене тепӗр автобуспа шкула леҫнӗ.
Автобусри пӗр хӗр ҫеҫ, 16 ҫултискер, пуҫ ҫаврӑннине пӗлтернӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Иномаркӑри икӗ ҫын та кӑштах аманнӑ, вӗсем амбулатори сиплевне ҫӳрӗҫ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тайота» водителӗ руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ. Юлашки самантра вӑл руле пӑрса аварирен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, анчах автобуса пӗрех кӑштах лекнӗ.
Шупашкарти урамсенче питӗ шуҫлак, утма та хӑрушӑ. Чылай ҫӗрте тротуар ҫине хӑй ӑр е ятарлӑ тӑвар сапман. Хӑть коньки тӑхӑн та ҫула тух.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пӗр хӗрарам 4 уйӑхри ачине йӑтса таҫта кайма тухнӑ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм тротуарпа утса пынӑ чухне шуса ӳкнӗ. Амӑшӗ хӑй йӗркеллех, анчах, шел те, пӗчӗк ача хытах ҫапӑннӑ, вӑл вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
«Про Город» хаҫатра ҫак пулӑма ҫынсем хӗрсе сӳтсе явнӑ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, амӑшӗн йӗкӗреш пулнӑ. Тепӗр ачи ашшӗпе килте юлнӑ, кусем кирлӗ ҫӗре кайма тухнӑ.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Ун чухне ҫумра аслисем пулман. Икӗ ҫулти ача йодомаринлӑ 40 эмел ӗҫсе янӑ. Вӑйлах наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Полицейскисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Аслисем асӑрхаман чухне ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх, шел те, тӑтӑшах тӗл пулать. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗн тимлӗрех пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев паян чӑваш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ — вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӗлпулӑва Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ.
Виталий Петрович Станьяла пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхе шутӗнче урӑххине суйланӑ чухне ҫав ачасем чӑваш чӗлхи урокӗнче ахаль ҫапкаланса ҫӳренишӗн пӑшӑрханни пулчӗ. Юрий Николаевич ачасене вӑл вӑхӑтра тӑван ен культурине вӗрентесси пирки пӗлтерчӗ. Ку ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ четвӗртре вӑя кӗресси пирки каларӗ. Виталий Петрович шкул планӗнче акӑлчан чӗлхи урокӗсен йышӗ чӑваш чӗлхинчен нумайрах пулнишӗн пӑшӑрханса каларӗ. Вӗренӳ министрӗ унашкалли ниҫта та ҫукки пирки пӗлтерчӗ, ҫакна шкулсен сайчӗсенче вырнаҫтарнӑ вӗренӳ планӗнче лайӑх курма пултарнине каларӗ. Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫине чӑваш чӗлхи урокӗсенче нимӗнле паллӑ лартманни те канӑҫсӑрлантарать. Юрий Николаевич шантарнӑ тӑрӑх паллӑ лартаҫҫӗ.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» телепроекта иртнӗ вырсарникун, раштав ууйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр ача хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ-ха.
«Ҫӑлтӑрсем тата Галактика пирки вӑл йӑлтах пӗлет. паян вӑл хӑй те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑрӗ. Вӑл планета пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗлет», — ҫапларах паллаштарчӗ Шупашкарти 110-мӗш ача пахчине ҫӳрекен пилӗк ҫулти Максим Казынкинпа кӑларӑм ертӳҫи Максим Галкин.
Планетӑсем юрӑ юрлакан мультфильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ача планетӑсемпе космос ҫинчен мульфильмсем пӑхма, кӗнекесемпе тата карттӑсемпе паллашма пуҫланӑ. Халӗ вӑл ӑслӑлӑх фильмӗсемпе кӑсӑкланать.
Кӑларӑма ачана амӑшӗ Катя тата ашшӗ Сергей илсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |