Хыпар ятне курсанах хӑшӗсем «Ӑҫтан шухӑшласа кӑлараҫҫӗ тульккӑш», — тесе тарӑхасси пирки иккӗленӳ ҫук. Вӑтам тени мӗнпур ҫыннӑн шалӑвне тӗпе хунипе пухӑнать те тӗлӗнмеллиех ҫук. Кунта, паллӑ ӗнтӗ, пуҫлӑхсен ӗҫ укҫийӗ те, урам шӑлаканӑн та кӗрет. Ҫапла вара Чӑваш Енри уйӑхри шалу вӑтамран 18 пин те 859 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче.
Финанс отраслӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 30 пин тенкӗрен ытларах иккен, патшалӑх управленийӗнче 29 пин тенкӗрен иртнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ яланхиллех пысӑк мар: вӗсем вӑтамран 10-шар пин тенкӗ илнӗ.
Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн патринче пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илекен регионсен шутӗнче Киров тата Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мари Элпа Мӑкшӑ Республики.
Раҫҫей Федерацийӗн тӗп банкӗ рубль элемне йышӑннӑ. Вӑл «Р» саспалли евӗрлӗ, аялтан йӗрпе чӗрнӗскер.
Тӗп банкӑн председателӗ Эльвира Набиуллина каланӑ тӑрӑх рубль элемне вӑйпа усӑ куртармӗҫ. Ҫавах та ҫитес ҫул вӑл хут укҫара ӳкерӗнӗ, тимӗрри ҫинче те ҫапса кӑларӗҫ.
Элем суйлавне раштавӑн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ имӗш. Пурӗ 280 пин ҫын хутшӑннӑ — ытларахӑшӗ (61%) ҫак палла суйланӑ пулать. Пурӗ вара 5 элемшӗн сасӑламалла пулнӑ. 8% ҫынна тӗп банк сӗннӗ нихӑш элем те килӗшмен. Халь суйланӑскере вара, каласа хӑварас пулать, унччен те хӑш-пӗр тетел лавккисем усӑ куратчӗҫ, ӑна Александр Тарбеевпа Владимир Ефимов дизайнерсем ӑсталанӑ. Артемий Лебедев студийӗ сӗннипе ҫак паллӑ самай сарӑлнӑччӗ.
Тӳре-шара йышӑннӑ элеме ҫитес вӑхӑтра пускӑч хӑми ҫине те карас телефонӗсене те кӗртме шантараҫҫӗ.
Ҫынсене сӑнатӑн та, этем тени мӗн чухлӗ пуянрах, ҫавӑн чухлӗ перекетлӗрех. Ара, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухмасӑр мул пухӑнмасть пуль ҫав.
Акӑ, республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви те кашни пуса шутлама пӗлет. Вӑл шутран кӑларнӑ пурлӑха та сутса «кӗмӗл» тӑвать.
Республика харпӑрлӑхӗнчи кивелнӗ пурлӑха шутран кӑларас тата сутас йӗркене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн 2011 ҫулхи ятарлӑ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ.
Шутран кӑларнӑ пурлӑха сутнипе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республика хыснине 810 пин тенкӗ ытларах укҫа кӗнӗ.
Канаш хули монохула тесе федераци хыснинчен укҫа илме ӗмӗтленет. Монохуласенче, аса илтеретпӗр, вӑй питтисенчен чылайӑшӗ пӗр е шутлӑ темиҫе предприятире тӑрӑшать. Тепӗр майлӑ каласан, хыснана укҫа самай кӳрекен предприяти ун йышшисенче пӗр алӑри пӳрнепе шутласа кӑлармалӑх кӑна.
Монохуласене федераци хыснинчен укҫа уйӑркалса пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫавӑн пек шанӑҫпа Канаш хули пурӑнать. Кирлӗ хутсене Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине тӑратнӑ ӗнтӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара асӑннӑ ведомствӑн Ятарлӑ экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен департаменчӗ канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Канашлура эпир маларах асӑннӑ хулан комплекслӑ инвестици планне пӑхса тухнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче тӑкаклӑ предприятисен шучӗ Чӑваш Енре 7,3 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан.
Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну отраслӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен. Вӗсен асӑннӑ отрасльти мӗнпур предприятин 60,5 проценчӗ чухлӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе тата шухӑшласа кӑларассипе ӗҫлекенсем хушшинче тӑкаклисем пӗтӗмпе те 16,7 процент. Ҫапла вара тӑхӑр уйӑхра республикӑри 393 организаци (кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, пӗчӗк предприятисем, банксем, страхлакан организацисем тата хысна учрежеднийӗсем кӗмен) 10,5 миллиард етнкӗ тупӑш илнӗ. 166 предприяти вара 6,3 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Республикӑн шалти ӗҫсен органӗсем 15 усламҫа амнистилесе пуҫиле 9 ӗҫе чарса лартнӑ. «Мӗне кура ҫаплах шелленӗ вара?» — тесе тӗлӗнекенсене пӗлтер: хайхисем экономика амнистине лекнӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн ҫӗршывра кун пирки саккун тухнӑччӗ. Экономика амнистийӗ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗччен пырать.
Амнисти экономика преступленийӗсемпе айӑпланнисене пырса тивет. Саккун шелленипе усӑ курас тесен пӑхӑнмалли условисенчен пӗри айӑпланнисен тӑкака саплаштарасси.
Маларах асӑннӑ 15 ҫын хушшинче автор правине пӑснӑшӑн айӑпланнсием тӑваттӑн иккен, кредит илессипе тата усламҫӑ ӗҫӗнче улталанисем — саккӑрӑн, саккунлӑ мар майпа усламҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе аппаланнисем — виҫҫӗн.
Ҫак кунсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен магистраль тӑвас ыйтупа анлӑ лару иртнӗ. унта Промышленниксен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн элчисемпе федераци тата регионти влаҫ элчисем хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та.
Ларура тухса калаҫнисем магистрале туни экономикӑна витӗм кӳрессе палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра кӑна тӗрлӗ шайри хыснана 174,6 миллирад тенкӗ налук пырса кӗмелле-мӗн. Пуйӑссем чупма тытӑнсан вара 1,53 триллион тенкӗ кӳрессине асӑннӑ. Хушма ӗҫ вырӑнӗ вара 370 пин ытла валли тупӑнмалла. Ҫак цифрӑна строительство ӗҫӗсене тата магистрале тытса тӑнӑ вӑхӑта шута илмесӗр калаҫҫӗ иккен. Пирӗн республика та тупӑш курмалла. Регионта продукци туса илесси 2019–2030 ҫулсенче 271,8 миллиард тенкӗпе танлашасса шанаҫҫӗ. Экономика енчен тупӑш кӳнисӗр пуҫне халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑх енчен витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑх енсен шутӗнче Мускава ҫул хӑвӑртланнине те палӑртнӑ. Халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкартан ҫитме 11–12 сехет таран тухса каять пулсан, «Сапсан» чупма тытӑнсан ҫул ҫинчи вӑхӑт тӑватӑ хут чакмалла.
Республикӑн тӗп финанс документне черетлӗ хут ылмаштараҫҫӗ. Хыснан дефицитне 1 миллирад та 385,5 миллион тенкӗ тарана пӗчӗклетме палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫапла вара дефицит 2 миллиард та 807,2 миллион тенкӗпе танлашмалла. Ку цифрӑсене Чӑваш Ен Правительствин черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Республикӑн Финанс министерстви хысна 367,8 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле тесе палӑртнӑ. Налук тата налук мар тупӑшсен пайӗ 403,3 миллион тенкӗлӗх чакмалла мӗн-ха, анчах тавӑрса памалла мар килекен пулӑшу хисепӗ 771,1 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле иккен. Федераци хыснинчен пӗтӗмпе 880,7 миллион тенкӗ килессе шанаҫҫӗ.
Республика хыснинче тӑкаксене 1017,7 миллион текӗлӗх чакарма шутланӑ.
Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 18 пин те 802 тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсене илсен. Пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан вӑл 14,5 процент ӳснине пӗлтерет иккен. Авӑн уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи вара 20 пине ҫывхарнӑпа пӗрех — 19 пин тенкӗ те 502 тенке ҫитнӗ.
Шалу уйрӑмах аван илекенсем ӑслӑлӑхпа ӗҫлекенсем имӗш. Финансистсем те лайӑх илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх управленийӗнче, ҫар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата социаллӑ страхованипе тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Пуринчен пӗчӗк шалу илекенсем вара — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче, ял хуҫалӑхӗнче, пулӑ тытассинче, хӑна тата ресторан бизнесӗнче тӑрӑшакансем. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ, «конвертри» шалӑва шута илмесӗр. Ара, ӗҫ укҫин калӑпӑшне пытаракансем те ҫук мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне тата вӑтам тенине пуҫлӑх шалӑвӗ те, урай ҫӑваканнӑн та кӗрет.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Раҫҫейре инфляци виҫи 5,3 процентпа танлашмалла. Ҫакна ҫӗршывӑн Статистика служби пӗлтернӗ. Юпан 22–28-мӗшӗсенче инфляци виҫи 0,1 процент пулнӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа вара хаксем 0,5 процент хӑпарнӑ. Пӗлтӗрте те ҫак тапхӑрта япалапа тӗрлӗ пулӑшу ҫавӑн чухлӗ хакланнӑ. Анчах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен вара ун чух 5,7 хӑпарнӑ иккен.
Ку эрнере чӑх ҫӑмарти уйрӑмах хакланнӑ — ӑна туянма халӗ 3,8 процент ытларах кӑларса хумалла. Кӗр ҫитнӗ май сӗт-ҫу таврашӗ те хӑпарать. Хӑйма, тӑпӑрч, сӗт, услам ҫу тата сыр 0,3–0,6 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сахӑр песукӗ 0,6 процент йӳнелнӗ, чӑх какайӗ, тип ҫу тата хуратул — 0,2 процент.
Пахча-ҫимӗҫе илсен, вӗсен хакӗ пӗр пекрех тытӑнса тӑрать темелле. Шӑл суханпа ҫӗрулми кӑна 1,1 тата 1 процент хакланнӑ. Панулми вара 0,4 процент йӳнелнӗ, купӑста — 0,2 процент.
Бензин 0,1 процент хакланнӑ, дизель топливи — 0,7 процент.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |