Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Тавар килет, тавар каять. Пӗлтӗрхинчен ҫапах та сахалрах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.04.2014 18:32 | 1586 хут пӑхнӑ
Экономика Пӗтӗм тавар таможня урлӑ килсе каять
Пӗтӗм тавар таможня урлӑ килсе каять

Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 68,4 миллион долларпа танлашнӑ. Ҫав шутран экспорт виҫи 41,4 процент йышӑнать. Тулаш тавар ҫаврӑнӑш пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 36,2 процент чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енне тавар ӑсатасси 6,4 процент чухлӗ хутшӑннӑ.

Тулаш ҫаврӑнӑша илсен экспортӑн 34 процентне, импортӑн 92 процентне инҫет чикӗ леш енчи патшалӑхсемпе суту-илӳ туни кӳнӗ. Ертсе пыракан суту-илӳ партнерӗсен шутне унтан тавар илсе килессипе Китай, Германи, Итали, Аслӑ Британи, Польша кӗреҫҫӗ иккен, хамӑр патран ӑсатассипе — Украина, Азербайждан, Молдави, Словаки, Узбекистан.

Чикӗ леш енне пирӗн патран ӑсатакан тавар хушшинче хими промышленноҫӗн таварӗпе каучук 58,3 процент йышӑнаҫҫӗ, машиностроенин продукцийӗ — 31,1 процент. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗн таварӗ сутӑнасси 662 процент чухлӗ ӳснӗ иккен, машиностроенин 2,3 процент чакнӑ.

Пирӗн пата та хими промышленноҫӗн таварӗпе каучук, машина, оборудовани, транспорт хатӗрӗ (кунта механика хатӗр-хӗтӗрне, электричество машинисене, инструментсемпе аппаратсене тата ыттине те кӗртеҫҫӗ), пир-авӑр килнӗ. Анчах хими продукцине кӳрсе килесси 41 процент чакнӑ, машиностроени продукцийӗн — 2,4 хут, тимӗр-тӑмӑрӑн — 3,9 хут.

Тавар ӑсатакан тӗп предприятисен шутне «Август», «Химпром», Чапаев ячӗллӗ завод, «Акконд», «Текстильмаш» кӗреҫҫӗ. Хамӑр пата илсе килекеннисем те ҫавсенчен иккӗшӗ: «Август» тата «Акконд», ҫавӑн пекех — «ЧЭТА», «Керамика», «Хлопковый край».

#экономика, #экспорт, #импорт, #статистика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем