Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Экономика

Экономика

Тин пӗҫернӗ ҫӑкӑртан сухари туни преступленипе танах тесе шухӑшлать иккен РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Николай Панков.

Сӑмах кунта суту-илӳ предприятийӗсем ҫӑкӑр савучӗсене сутӑнман ҫӑкӑр таврашне самай тавӑрса пани пирки пырать. Вӑтамран 8–10 процент таран таврӑнать иккен. Хӑш-пӗр ҫимӗҫе вара пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ таранах каялла илсе пыраҫҫӗ. Кун пек хӑтланни ҫӑкӑр пӗҫерекенсене ансат мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерет-мӗн. Вӗсем суту-илӳпе аппаланакансен нимӗнле план та, яваплӑх та ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.

Суту-илӳ ӗҫ-хӗлне патшалӑх енчен тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ май ӳлӗмрен лавккасен сутӑнса пӗтмен ҫӑкӑрпа тӗрлӗ булкӑна ҫӑкӑр завочӗсене 5 процентран ытла тавӑрса пама юрамӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Вӑл е ку регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗ еплине Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви хакланӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи тӑрӑма танлаштарса пӑхнӑ та ӑҫта хаксем мӗн чухлӗ ӳснине палӑртнӑ.

Хаксем Курган облаҫӗнче, Ненец тата Ханты-Мансийск автономи округӗсенче тата Чечен Республикинче тата Чӑваш Енре ытти ҫӗртинчен сахалрах ӳснӗ иккен.

Сӑмах май, иртнӗ уйӑха пӗлтӗрхи авӑнпа танлаштарса пӑхсан та пирӗн патра хаксем питӗ хӑпарса кайнӑ тееймӗн — эпир хаксене аван ҫӑварлӑхлакан ҫирӗм регион шутне лекнӗ.

 

Кӑҫалхи кӑрлач–ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри предприятисем 9,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ. Асӑннӑ тапхӑра тупӑшпа вӗҫленисем — 394 организаци. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклисем те ҫук мар паллах. Асӑннисем — 167 предприяти.

Шел те, анчах асӑннӑ тапхӑрта тӑкаклӑ ӗҫленисен шучӗ ӳсни сисӗнет. Процентпа илсен, 6,4 процент нумайланнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, мӗнпур организацие илсен вӗсенечн 30-а яхӑн проценчӗ тупӑш илеймен. Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну сферинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн. Ӑслӑлӑх енчен ҫӗнӗлӗхсем шухӑшласа кӑларакансем вара пурте тенӗ пекех тупӑш курнӑ.

 

Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев шучӗпе регионсене хавхалантарас тытӑма лайӑхлатмалла тесе шухӑшлать. Вырӑна укҫа-тенкӗ илӗртме пултаракан федераци субъекчӗсене ҫӗршыв влаҫӗсен те ытларах пулӑшмалла. Укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илекенсене кӗмӗле сахалтарах пани тӗрӗс мар.

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра конкуренцие аталантармаллин регионти стандартне йӗркелемелле. Регионсене инвестици илӗртме пулӑшма вара ятарлӑ агентство йӗркелемелле. Юлашкинчен асӑнни «пӗр чӳрече» текен тытӑма ҫаврӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/894668.html
 

Ӗнер Япони Элчелӗхӗнче асӑннӑ ҫӗршыв ҫыннисен бизнес-клубӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейре ӗҫлекен Япони компанийӗсен 100 ытла ертӳҫи пынӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн ҫӗршыв Президенчӗ ҫумӗнчи элчи Леонид Волков те хутшӑннӑ. Вӑл пирӗн тӑрӑх инвестици тӗлӗшӗнчен яппунсене епле илӗртме пултарни пирки каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш Ен автотранспорт ҫыхӑнӑвӗ, ҫутҫанталӑк условийӗ енчен, укҫа-тенкӗ хывни право тата экономика тӗлӗшпе шанчӑклӑ тата ытти енпе те илӗртӳллӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Лайӑх енсен шутӗнче республикӑра ӗҫ вӑйӗ йӳнӗ пулнине те асӑннӑ.

Сӑнсем (11)

 

Кун пирки республикӑн Экономика министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса хыпарлать. Кӑҫалхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче халӑхӑн пӗтӗмӗшле тупӑшӗ 125 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе пӑхсан, ку вӑл 16,9 процент пысӑкрах иккен. Кашни ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш тивнине те шутласа пӑхнӑ. Маларах асӑннӑ тапхӑрта ку вӑл вӑтамран 14 пин те 360 тенкӗ те 50 пуспа танлашнӑ иккен. Сӑмах май, ҫак тупӑш та пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхринчен ӳснӗ — 17,3 процент таранах.

 

Шупашкар хула кунне ирттерсе янӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн экономика аталнӑвӗн министерстви тӳрех уявӑн тӑкакӗсемпе тупӑшӗсене шутлама тытӑннӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх уяв кунхине хулари предприятийӗсенчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 20 миллион тенкӗ таран ҫитнӗ.

Суту-илӳ чатӑрӗсем Хӗрлӗ тӳремре, Лакреей вӑрманӗнче, 500 ҫул Шупашкар культурӑпа кану паркӗнче 3 миллион тенкӗ укҫа туса илнӗ.

— Сутӑннӑ сувенирсен йышӗ 2 миллион тенкӗ патне ҫитнӗ, — пӗлтереҫҫӗ министерство пресс-службинче.

Ҫав хушӑрах хула хыснишӗн уяв сисӗнми иртнӗ, мӗншӗн тесен тунӑ тӑкаксене хысна тулашӗнчи укҫаран тунӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑн йышши пысӑк мероприятийӗсене йӗркеленӗ чухне Шупашкара республикӑпа темиҫе ҫул хушши ҫыхӑну тытса пыракан партнерсем пулӑшса тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ уява йӗркеленине «5+» паллӑпа хакланӑ пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64835
 

Кун пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухма пулать ӗнер пирӗн республикӑра йӗркеленнӗ «Ӗҫлӗ Чӑваш Ен» бизнес-клуб тӗллевӗпе паллашнӑ май. Ара, коммерцилле мар ҫак юлташлӑхӑн тӗллевӗсен шутӗнче обществӑра усламҫӑсен витӗмне ӳстересси те пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне бизнес-клуб предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшасшӑн, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене ӗҫ тӑвакан тата саккун йышӑнакан влаҫ умӗнче хӳтӗлесшӗн.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йышӗ 47,9 пинпе танлашать, ҫав шутран 33 пин ытла ҫын уйрӑммӑн ӗҫлет.

Бизнес-клуба йӗркеленӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл ку юлташлӑх Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене лайӑх енчен витӗм кӳрессине палӑртнӑ.

 

Чӑваш Енре уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсен хакне палӑртнӑ. Ун пирки Министрсен Кабинечӗ ҫурлан 12-мӗшӗнче йышӑну тунӑ.

Асӑннӑ категорие кӗрекен пурлӑхӑн кадастр хакне палӑртассипе Новосибирск облаҫӗнчи «Экопрогноз» СНЦ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Унта ҫитмесӗр урӑх тупайман-шим текенсене ҫакна пӗлтерни ытлашши пулас ҫук: халӗ патшалӑх тата муниципалитет органӗсен мӗнпур ӗҫе ирттерекенсене конкурс урлӑ суйламалла-ҫке. Кадастр хакне палӑртассипе «Экопрогноз» ҫӗнтернӗ…

«Экопрогноз» хаклавӗ каярах Кӑнтӑр федераци округӗнчи никама пӑхӑнман хаклавҫӑсен ассоциацийӗн «али» витӗр тухнӑ.

Кадастр хакӗ ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫапла вара уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсене вӑл вӑхӑтран тытӑнса ҫӗнӗ кадастр хакне кура налук хума тытӑнӗҫ.

 

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫурҫулта Чӑваш Енӗн тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 8,8 процент чакнӑ-мӗн. Тавар ҫаврӑнӑша долларпа илсе кӑтартнӑ та, пӗтӗмпе вӑл 210,47 миллион долларпа танлашнӑ-мӗн.

Суту-илӳ балансне илсен, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекен тавар калӑпӑшӗ кунтан каяканнинчен 79,69 миллион долларлӑх нумай иккен. Ҫапах та ют ҫӗршыва каякан продукци калӑпӑшӗ 6,4 процент ӳснине, импорт вара 14,3 процент сахалланнине палӑртмалла. Тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче экспорт 31 процент йышӑнать, ыттине — импорт.

Пирӗн республикӑна продукцин ытларах пайӗ Китайран (37%), Италирен (10%), Германирен (9,7%), Бельгинчен (6,2%), Украинӑран (5,6%) килет иккен. Чӑваш Енри предприятисем вара чылай чухне Украинӑна (46,5%), Словакине (7,6%), Молдавине (5,4%), Швейцарине (5%), Венесуэлӑна (3,7%) ӑсатаҫҫӗ.

Халӗ вара мӗн сутса туяннине тишкерер. Урӑх ҫӗре ӑсатаканни шутӗнче хими промышленноҫӗн таварӗ 70 процента яхӑн йышӑнать, 24,8% — машин тумалли пайсем. Маларах каланин калӑпӑшӗ кӑҫал пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 51 процент таран нумайланнӑ иккен. Сӑмах май, пирӗн пата та хими продукцийӗ самай килет. Ҫав енӗпе пӗтӗмӗшле тавар ҫаврӑнӑшӗнче вӑл 52,3 процент йышӑнать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, [64], 65, 66
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи