Кам епле укҫа тума пултарать, ҫавӑн пек тӑвать. Ҫӑмӑл машинӑллисенчен хӑшӗсем хӑйсен транспорчӗпе ҫын е тавар турттарса тупра тӑваҫҫӗ. Ҫак рынокра саккунлӑ майпа тар тӑкас тесен ятарлӑ ирӗк илмелле-ха. Анчах хӑшӗсем вӑл хутсӑрах ӗҫлени те вӑрттӑнлӑх мар. Ҫапах та саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнакансем те сахал мар.
Чӳкӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата ҫӑмӑл таксипе багаж турттарма ирӗк илме 1616 заявлени панине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна 3 ҫынна ирӗк панӑ.
Камсене ирӗк панипе паллашас тесен маларах асӑннӑ министерствӑн сайтне кӗрсе пӑхмалла. Унта мӗнпур информацие вырнаҫтарнӑ.
Республикӑна ҫак кунсенче Мускавран укҫа килсе ҫитнӗ. «Кӗмӗле» хыснасене шайлаштарма черетлӗ транш куҫарса панӑ. Укҫа виҫи — 185,5 миллион тенкӗ. Асӑннӑ укҫаран 144,1 миллион тенки бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме кайӗ. 41,4 миллионӗ патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинчи полномочийӗсене пайланӑ чух хыснасем тӑкакланнине компенсацилеме уйӑрӗҫ. Кӑткӑс чӗлхепе каланӑ ҫак ӑнлантарӑва чӑвашларах каласан тӳре-шара валли тениех пулать ӗнтӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑна 1 миллиард 324,8 миллион етнкӗ укҫа килнӗ, е ҫулталӑклӑха палӑртнинчен 87,7 процент.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта тӑвакан индустри паркӗн инженери инфраструктурине тума 137,4 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫакӑ вӑл малтанласа кӑҫал уйӑрма палӑртнӑ укҫа пӗтӗмпех килсе ҫитнӗ тенине пӗлтерет.
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ.
Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах.
Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Правительствин юпан 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче ҫӗршывӑн субъекчӗсене 3 миллиард та 484 миллион тенкӗлӗх грант уйӑрма пӑхнине пӗлтернӗ.
Бюджет хушшинчи трансферта ҫӗршывӑн влаҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне кура регионсене ҫитерӗҫ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне пурнӑҫ тӑршшӗне, халӑхӑн тупӑшне, ӗҫсӗрлӗх шайне, вӗренӳ пахалӑхне, ачасем тӑлӑха юласран профилактика ирттернине, ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ хута янине, экономика аталанӑвне уйрӑм ҫынсем укҫа хывнине, хыснана налук тата налук мар тупӑш кӗнине, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанӑвне шута илнӗ. Кунсӑр пуҫне соцыйтӑм кӑтартӑвне те ӑша хывнӑ-мӗн.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен унччен йышӑннӑ 20-мӗш вырӑнтан 14-мӗшне куҫнӑ, республикӑна преми евӗр 165 миллион та 59 пин тенкӗ лекессине асӑнса хӑварнӑ. «Ку премие эпии Шупашкарти микрорайонсенчен пӗринче ача пахчи тӑвӑпӑр. Хула администрацийӗн унӑн вырӑнне палӑртмалла», — тенӗ Элтепер.
Юпан 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫинчен йышӑну проектне Правительство ларӑвне кӑларнӑ.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта унӑн виҫи 6793 тенкӗпе танлашать. Ку вӑл иккӗмӗш кварталтинчен 2,5 процент чакнине пӗлтерет. Укҫа ҫине хурса пӑхсан пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хисепӗ 175 йӳнелнӗ.
Пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе вӑйпиттисемшӗн 7230 тенкӗпе таналшамалла (унчченхи кварталтинчен 2,3 процент сахалтарах), пенсионерсемшӗн — 5577 тенкӗ (2 процент чакнӑ), ачасемшӗн — 6713 тенкӗ (3,8 процент).
Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.
Нумаях пулмасть республикӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Китайри Сычуань провинцийӗн элчисемпе контакт биржи ирттернӗ. Ку вӑл паллашмалла курнӑҫу тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Унта строительство тата ял хуҫалӑх отраслӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин элчисен шутӗнче тӗлпулӑва «Промприбор» корпораци, «Ӑнӑҫу» строительство компанийӗ, «Строитель картишӗ», «Автодорсервис», «СМУ-58» тулли мар яваплӑ обществӑсем, «Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи, ял хуҫалӑхӗпе аппаланакан уйрӑм усламҫӑсем тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хутшӑннӑ.
Енсем килӗштерсе ӗҫлемелли майсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе паллашнӑ.
Чӑваш Ен Шупашкар ГЭСне хӑпартасшӑн. Ку ыйту тавра чылай тавлашрӗҫ. Халӗ черетлӗ проект хатӗр. Ӑна экологсене тӗпчемешкӗн парасшӑн.
Проектра станци тавралӑха сӑтӑр кӳрессипе ҫыхӑннӑ самантсене татса панӑ-мӗн. Халӗ проектировани уйрӑмлӑхӗ пирки тата шыв управӗн строительствипе ҫыхӑннӑ ыйтусен саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.
ЧР Хула строительствин министрӗ Олег Марков ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шыв управне 68 метр таран хӑпартсан чылай ыйту татӑлать: карапсем ҫӳресси, экологи ыйтӑвӗ. Шыв шайӗ хӑпарсан е типӗ ҫанталӑк тӑрсан та халӑх шар курмӗ-мӗн. Халӑха электроэнергипе тивӗҫтермелли тепӗр ҫӑлкуҫ та пулать иккен.
2013 ҫулта ирттернӗ пухура вара Мари Эл ҫыннисем шыв управне хӑпартассине хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика тӗлӗшӗнчен ку тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетмен, экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси те паллӑ мар.
Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать. Килӗштерсе ӗҫлеме палӑртакан регионсен шутӗнче Севастополь хулипе Ставрополь енӗсӗр пуҫне Ямал-Ненецк автономи округӗ те пур.
Маларах асӑннӑ пресс-служба Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче темиҫе предложенипе хыпарланинче асӑннӑ тӑрӑхсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Кун пек ӗмӗт вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Сочи-2014» ятпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери инвестици форумне хутшӑннӑ май ҫуралнӑ темелле пулӗ. Ӗҫлӗ мероприяти паян иртет иккен. Унта Михаил Васильевич та пулӗ. Михаил Игнатьев «Раҫҫей Европӑпа Ази хушшинче, хальхи условири регионсен ҫӗнӗ политики» ларӑва хутшӑнӗ. Унта ҫӗршывӑн Правительствин Ертӳҫи Дмитрий Медведев тухса калаҫмалла.
Чӑваш Енре «Стратеги-2030» ҫирӗплетӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл республикӑн 2020-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен йышӑннӑ стратегин тӑсӑмӗ пулмалла. Ӑна йышӑннӑ чухне «хальхи вӑхӑтри механизмсене» усӑ курма палӑртаҫҫӗ тата, паллах, ҫӗршывӑн правительстви йышӑнакан нормативлӑ актсене тӗпе хурӗҫ.
Регионӑн тӗп тӗллевӗ ҫынсен пурнӑҫ условине тивӗҫлӗ туса парасси, вӗсене этем пек тата карьера енчен аталанма, Чӑваш Ене вара инновацилле экономикӑллӑ хӑтлӑ регион тӑвасси тесе палӑртнӑ.
Ҫынсем те хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма пултараҫҫӗ. Калас тенине economy@cap.ru электрон адреспа «Стратеги-2030» тесе палӑртса ярса памалла. Вӗсене айккинелле сирсе хӑвармасса шантараҫҫӗ. Ҫынсем хускатнӑ ыйту хуравне е ун пирки мӗн шухӑшланине экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарма шантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |