Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Шупашкарти аш-какай комбиначӗ ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.12.2014 20:04 | 1418 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енре чи ватӑ предприятисенчен пӗри — Шупашкарти аш-какай комбиначӗ — ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви комбината республикӑри пӗр усламҫӑ укҫан самай пулӑшнине пӗлтерет.

Виҫӗ уйӑх юсав ӗҫӗсем пынӑ хыҫҫӑн комбинат ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса янӑ. Раштавӑн 25-мӗшӗнче унта продукцин пӗрремӗш партине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине вӑл, ӗлӗкхи рецептпа кӑларнӑскер, лавккасен сентрисем ҫинче выртнӑ.

Малтанлӑха комбинат продукцие пӗчӗк калӑпӑшпа кӑларӗ. Каярахпа конвейерсенчен пӗр сменӑра 50 тонна яхӑн продукци тухмалла. Ертӳлӗх комбината агропромышленноҫ холдингӗ таранах аталантарасшӑн-мӗн.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов предприятие инвесторсем укҫа хывса ӗҫ вырӑнӗсем туса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Малашне ку республика хыснине тупӑш кӳрессе пӗлтернӗ.

Аса илтерер: Шупашкарти аш-какай комбиначӗн ӗҫӗ-хӗлӗ 2012 ҫул вӗҫӗнче чарӑнса ларнӑ. Ҫынсен ӗҫрен кайма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене 14,3 миллион тенкӗ шалу тӳлеменни ҫиеле тухнӑ. Экс-директор тӗлӗшпе виҫӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви предприяти 4 миллион тенкӗ налук тӳлеменнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, панкрута тухасси инҫех марри палӑрсан, директор пӗр кредитора тӳлесе татас тӗллевпе комбинат пурлӑхне панӑ. Пӗтӗмпе — 23,7 миллион тенкӗ.

#хуҫалӑхсем, #экономика, #Шупашкар, #Шупашкарти аш-какай комбиначӗ

 

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.30 20:46
Ял хуçалăх фермисем пĕр 10 таран туса хута ярсан Шупашкар çывăхĕнчи районсенче,кун пек усламçăна та палăк лартма пулать паянхи лару-тăрура!Паян Совет влаçĕ мар çĕршывра-никама та хушаймастăн Кремльтен, усламçă вăл пысăк усламсăр ĕçлесшĕн мар. Ав Дельман Муркашра туса лартнăччĕ ĕне-выльăх ферми. Темлерех ĕçлеть ĕнтĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем