Республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи тӑватттӑмӗш кварталта ӗҫсӗррисен хисепӗ пирӗн тӑрӑхра 5,2 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна министерство Чӑвашстат цифрисем ҫине таянса хыпарлать.
Экономика тӗлӗшӗнчен активлӑ ҫынсен (унта 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисем таранах кӗреҫҫӗ) йышне тата вӗсем ӗҫленипе ӗҫлеменнине шутланӑ та, ун пеккисем республикӑра 660,8 пин ҫын иккенне палӑртнӑ. Асӑннӑ хисепрен 626,6 пинӗшӗ ӗҫлет, 34,2 пинӗшӗ — ӗҫсӗр статуслӑ. Ҫапла вара экономика тӗлӗшӗнчен активлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле шучӗ тӑрӑх хакласан ӗҫсӗррисен шучӗ 5,2 процентпа танлашнӑ.
Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн республика Мӑкшӑ, Мари Эл, Чӗмпӗр облаҫӗ хыҫҫӑн эпир тӑваттӑмӗш вырӑнта.
Ҫынна ӗҫе илеҫҫӗ те ӗҫӗшӗн официаллӑ майпа тӳлемеҫҫӗ. Кун пек ӗҫ рынокне сӑрӑ тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те ҫынсене хут тӑрӑх илмесӗр вӑй хуртаракансем пур. Ун пеккисене нумаях пулмасть вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Надзор органӗ Р.Л. Васильева тата В.А. Александрова уйрӑм усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те сутуҫӑсене официаллӑ майпа илмесӗрех ӗҫлеттернине асӑрханӑ. Р.Л. Васильева ятли сутуҫӑ-кассира пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тар тӑктарнӑ. Анчах хайхипе килӗшӳ те туман, ӗҫе илесси пирки приказ та кӑларман.
Икӗ усламҫӑ тӗлӗшпе те РФ Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.27-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васильева усламҫӑна 8 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Александровӑна — 10 пин тенкӗлӗх.
Элӗк районӗнчи шкулсенчен пӗринче вӗренекен 8-мӗш класс ачи 800 килограмм сиплӗ курӑк пухнӑ. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Чӑвашпотребсоюз ертӳҫипе ку хыпара илтессишӗн кӑна курнӑҫман-ха.
Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура республикӑри потребсоюз ӗҫ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх Чӑвашпотребсоюза шанать.
Чӑн та, пӗлтӗр ӗҫ кӑтартӑвне 3 процент ӳстернӗ. Ял халӑхӗ потребсоюза хӑй туса илекен тавара та сутать. Пӗлтӗр ял ҫыннисенчен 658 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗрлӗ эмел курӑкӗ те пухаҫҫӗ. Элӗк районӗнче пурӑнакан 8-мӗш класра вӗренекен 800 кг сиплӗ курӑк пуҫтарнӑ, уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Унти тата тепӗр шкул ачи 300 кг эмел курӑкӗ пухса 9 пин тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Ҫак районтах пурӑнакан ватӑ типӗтнӗ сиплӗ курӑк 1 тонна пухса 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Автомобиль рынокӗнчи сӑнавҫӑсем ку енӗпе кӑҫал ним ырринех те шантармаҫҫӗ.
«Автостат» аналитика агентстви шухӑшланӑ тӑрӑх, урапа сутасси кӑҫал 15-25% чакӗ. Юлашки 15 ҫулта капла лару-тӑру пулман та-мӗн.
Премиум-класс шутланакан урапа кӑларакан компанисем кризис мӗнне уйрӑмах туйса илӗҫ. Кунта Mercedes-Benz, BMW, Audi, Porsche тата Lexus автомобильсем кӗреҫҫӗ. Люкс бренчӗллисене те савӑнмаллиех ҫук. Экономкласлӑ урапа кӑларакансем: АвтоВАЗ тата Корейӑри Hyundai-Kia экономикӑри асар-писер саманапа усӑ курса юлайӗ. АвтоВАЗӑн ҫӗнӗ моделӗсем: йӳнӗ вариантлӑ Vesta седанӗ тата X-Ray «паркетник» тата Lada Priora моделе ультрайӳнӗ йышне кӗртни урапа туянакансене илӗртессе шанаҫҫӗ. Корея концерна илсен, Hyundai Solaris тата Kia Rio лайӑх сутӑнасса шанаҫҫӗ.
Хрантсуссен Peugeot тата Citroen моделӗсене сутасси юлашки виҫӗ ҫулта 6–8 хут чакнӑ, кӑҫал та вӗсен ырри пулас ҫук. Ford моделе сутасси пӗлтӗр пӗчӗкленнӗ.
Chrysler, Jeep, SsangYong, Subaru тата Suzuki брендсем ятарлӑ саккаспа ӗҫлесси ҫине куҫма пултарӗҫ. Маларах ун пек утӑма Раҫҫей рынокӗнче сделали в Honda тунӑ. Mazda, Mitsubishi тата Volvo сутасси те кӑштах чакӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Лидер» тулли мар яваплӑ общество «Чӑвашавтодор» предприятине туянма килӗшменни 20 миллион тенке кайса ларнӑ.
Алексей Лапшин ертсе пыракан ҫав обществӑран Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ 2,1 миллион тенкӗ пени шыраса илмелле тунӑ. Суда тавӑҫпа республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ тухнӑ. А. Лапшин обществи «Чӑвашавтодор» акцине туянмалли обязательствӑна пурнӑҫламан.
Аса илтерер, «Чӑвашавтодора» сутмалли аукционта хайхи «Лидер» ҫӗнтернӗччӗ. Аукцион иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӑхен 21-мӗшӗнче иртнӗччӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑйне евӗр ӑнланманлӑх та сиксе тухнӑччӗ. Аукцион кирлӗ пек иртмен, «Лидера» майлӑ йӗркеленӗ тесе иккӗленекенсем те пулнӑччӗ. «Чӑвашавтодора» сутма черетлӗ хутчен аукцион йӗркелесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
«Лидер» аукциона хутшӑнма сататкӑ тесе 17,9 миллион тенкӗ хывни те обществӑна каялла таврӑнман.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ.
Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ отрасльте тӳлевпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Кӑҫалтан. Кӑрлач уйӑхӗнчен.
Пӗрремӗшӗнчен, хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисене пысӑк пени тӳллетерӗҫ. Иккӗмӗшӗнчен, шыв счетчикӗ лартманнисене те пуҫран шӑлмӗҫ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӗсене валли норматива 3 хут ӳстерсе парасси пирки пӗлтереҫҫӗ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 5 хут. Счетчик лартма техника сӑлтавне пула май ҫуккисене кӑна ун пек норматив пырса тивмӗ.
Счетчика хваттер хуҫисен хӑйсен шучӗпе ларттармалла. Мускавпа Питӗр хулинче 3–6 пине ларӗ, пӗчӗкрех хуласенче, сантехника компанийӗсем йышлӑ маррине кура тӑкак пысӑкрах пулма пултарать теҫҫӗ.
Кунсӑр пусе ӳлӗмрен ҫӳп-ҫап турттарнишӗн хваттер лаптӑкне кура мар, унта миҫен пурӑннине кура тӳлеме тивӗ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 25-мӗшӗнче, «Акконд» кондитер хапрӑкӗнче бисквитпа розница цехӗнче ҫӗнӗ лини уҫни, ҫав ятпа унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсемпе шкул ачисем пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Хапрӑкра пулнӑ чух Элтепер ҫав предприятипе мӑнаҫланнине пӗлтернӗччӗ.
«Акконд»-ра пысӑк пуҫлӑхсем пулни аван-ха. Анчах хӑшпӗр сӑнавҫӑ унта улшӑнусем пулса иртмен-ши тесе пуҫ ватать. Ҫакна Андрей Иванов журналист, сӑмахран, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хапрӑк хӑйӗн йӗркелӳпе право хурмине публикӑлла мар акционерсен обществи тесе ылмаштарнипе сӑлтавлать теме пулать. Ҫакӑн пек хурмӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн харпӑрлӑхҫӑсем кам иккенне кӑтартмасан та юрать. Унччен хапрӑкӑн акцийӗсен 55 проценчӗ «Акконд-Торг» обществӑра шутланнӑ (унӑн хуҫи предприятин гендиреткорӗн хӗрӗ Татьяна-мӗн). Халӗ вара камра мӗн чухлӗ процент акци пулни уҫӑмлӑ мар. Кӗркунне Спарк-Интерфакс тытӑм Росстат пӗлтерни ҫине таянса «Акконд-Торг» тӳпи 20% кӑна тесе хыпарланӑ, компанин 57% Раҫҫей гражданӗсен аллинче тенӗ. Тепӗр тесен, Раҫҫей гражданӗсем хапрӑкӑн тӗп директорӗ Валерий Иванов та, унӑн хӗрӗ Татьяна та пулма пултарать.
Иртнӗ ҫул ҫынсем хаксем пысӑкки тата тупӑш шайӗ пӗчӗкки пирки пӑшӑрханчӗҫ пулсан, кӑҫал та лару-тӑру ырӑ енне улшӑнасси иккӗленӳллӗ. Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 92 проценчӗ пахча-ҫимӗҫ тата улма-ҫырла хакланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, 91 проценчӗ — аш-какайшӑн, 89 — проценчӗ — коммуналлӑ тӳлевшӗн. Раҫҫей ҫыннисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (37 проценчӗ) инфляци пурнӑҫ пахалӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кашни пиллӗкмӗшӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе илме тытӑнса тӑнине пытарман.
«Халӑх шухӑшӗ» фонд тӗпчевӗ те ырринех кӑтартса паман. Пирӗн халӑхӑн ҫуррине яхӑнӗ пурнӑҫ шайӗ япӑхнине палӑртнӑ. 34 проценчӗ Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн хавасланнине пӗлтермен. Мӗншӗн тесен ҫавсем 2016 ҫулта пурнӑҫ тата йывӑрланать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Инфляци тата пурнӑҫ пахалӑхӗ енӗпе 2015 ҫул, чӑн та, ӑнмарӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче кӑна апат-ҫимӗҫ хакӗ 12,1 процент хӑпарнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫейре инфляци 11,4 процент пулнӑ. Ҫынсен ӗҫ укҫин шайӗ чӳк уйӑхӗнче кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан 9,2 процент чакнӑ. Номиналлӑ виҫепе илсен, 5,2 процент чакса 33 пин те 857 тенке ларнӑ.
Иртнӗ ҫулӑн чӳк уйӑхӗнче бензинпа дизель топливин акцизӗсене ӳстермелли пирки Патшалӑх Думи саккун йышӑннӑччӗ. Халь вара ҫакна пула хаксем хӑҫан хӑпарасси паллӑ пулнӑ.
Бензиншӑн тата дизтопливошӑн ытларах пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлемелле пулӗ. Хаксем вӑтамран пӗр литршӑн 2 тенкӗ патнелле ӳсӗҫ. Пуринчен те ытларах хак 4-мӗш класлӑ бензиншӑн хӑпарӗ. Пӗр тоннӑшӑн 3200 тенкӗ ытларах тӳлеме тивӗ. Сӑмах май, ӑна утӑ уйӑхӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн сутма та пӑрахӗҫ-ха. 5-мӗш класлин акциз хакӗ 2 пин таран ӳсӗ. Дизтопливо акцизӗ 4150 тенкӗ таран (пӗр тоннӑшӑн) хӑпарнӑ.
Экспертсен шухӑшӗпе бензин хакӗ ытлашши «ҫыртмӗ». Кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнче хак кӑшт чакма та пултарӗ. Ҫавах та куншӑн хӗпертемелле марри пирки пӗлтереҫҫӗ — ку пӗтӗмпех туянакансем сахал пулнипе ҫыхӑнӗ, апла пулсан экономикӑри лару-тӑру лайӑхах мар. Раҫҫейри топливо пӗрлӗхӗн президенчӗ Евгений Аркуша пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулталӑк тӑршшӗпе топливо хакӗ яланах вылять — кӗркуннепе хӗлле вӑл чакать, ҫуркуннепе ҫулла вара — хӑпарать. Кӑҫал та кун шучӗпе ҫакнашкалах пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |