Ҫӗршывра кризис хуҫаланать те пур ҫӗрте те «экономи» пырать. Мускава шапаша ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ каялла пушӑ кӗсьепе таврӑнма тытӑнчӗҫ. Бюджетниксен шалӑвне те «касни» пирки час-часах илтме тӳр килет.
Хайхи кризис ял ҫыннине те пырса тиврӗ. Тен, сӗт хакӗ йӳнелни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ? Анчах сӑмахӑм кун пирки мар-ха. Пур ялта та тенӗ пекех юпасем ҫинче ҫутӑ пур. Пирӗн кӳршӗ ялах илер. Пысӑках мар, пӗр урам ҫеҫ. Анчах чылай юпа ҫинче ҫутӑ пур. 5-е те ҫитнӗ пуль. Ку пӗчӗк ялшӑн нумай. Пирӗн ялта — 130 кил. Каҫсерен хӑш-пӗр урамра — тӗп-тӗттӗм, куҫа йӗппе чиксен те нимӗн те курӑнмасть. Урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси камӑн яваплӑхӗ? Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, (тен, йӑнӑшатӑп та) ҫакна муниципалитетӑн пурнӑҫламалла. Анчах ку енӗпе ӗҫленине хальлӗхе курман. Лампочкӑсем ҫунса каяҫҫӗ — никам та улӑштармасть.
Хӑлхана ҫакнашкал хыпар кӗчӗ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсене ҫутӑпа тивӗҫтермешкӗн пӗлтӗрхи пек 150 пин тенкӗ мар, 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май перекетлеме тивӗ. Ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа ҫинчи ҫутта 23 сехетчен ҫеҫ ӗҫлеттерӗҫ, кайран сӳнтерӗҫ. Ҫӗрле хӑть те мӗн ту — такӑнса ӳксен те темех мар. Ҫулла 22-23 сехетсенче тӗттӗмленет. Тепӗр тесен, 23 сехетчен ҫутӑ кирлӗ те мар. Ун хыҫҫӑн чӑнах та тӗттӗм.
Мӗншӗн апла ялсенче ҫеҫ перекетлеҫҫӗ. Ял ҫынни хуларинчен мӗнпе кая? Йышӑннӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен умӗнче ҫутӑ пулмалла. Пирӗн ялта вара клуб умӗнче те, лавкка патӗнче те каҫсерен тӗттӗм. Ятарлӑ программа пулӑшнипе ялта ҫӗнӗ акушерпа фельдшер пункчӗ уҫрӗҫ. Анчах ун умӗнче те ҫутӑ ҫук, тӗп-тӗттӗм.
Тунмастӑп, хӑшӗ-пӗри килӗ умӗнчи юпа ҫинчи ҫутта кӑнтӑрла та сӳнтермест. Кунӗн-ҫӗрӗн ҫапла ҫунать вӑл. «Манӑн кӗсьери укҫа пӗтмест вӗт куншӑн», — ҫапла шухӑшлаҫҫӗ ахӑртнех вӗсем. Тем тесен те, ялсенче те ҫӗрлесерен ҫутӑ кирлӗ. Ахаль те сахал вӗт унта…