Паян ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнӑ. Унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ.
Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем общежитире пурӑнакансене эвакуациленӗ. Тӗтӗмлӗ подъездран 50 ҫын хӑй тӗллӗнех тухнӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫичӗ ҫынна, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ачасем, тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене пульницӑна леҫнӗ. Халӗ общежитири пӳлӗмре пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмалатаҫҫӗ.
Каласа хӑварар: ӗнер Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче йывӑҫ сарай ҫуннӑ. Ҫулӑм кил хуҫи хӗрарӑмӗн 7-ри ывӑлӗ шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Вӑрмар районӗнче пӗр тӑрӑ айӗнче пулнӑ ҫуллахи ҫурта, мунча тата гараж ҫунса кайнӑ. Шӑмӑршӑра вара ҫӗрле ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. 60 ҫулти кил хуҫи, унӑн хӗрӗпе мӑнукӗсем ун чух ҫывӑрнӑ. Юрать-ха, чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ.
Олег Долгов Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче 1976 ҫулта ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ, Олега ҫавӑнтанах ҫара илнӗ. Служба вӗҫленсен вӑл ҫартах юлма шутланӑ. Шел те, пирӗн ентешӗн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ – вӑл 20 ҫултах вилнӗ.
1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Кизлярта тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларас енӗпе операци иртнӗ. Олег та унта хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ – ӑна снайпер пульли лекнӗ. Ҫав ҫулах Долгова РФ Паттӑрӗн ятне пама йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑра унӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка пӗлтӗрех тума тытӑннӑ. Унӑн авторӗ – Владислав Немцев скульптор. Палӑка нимелле лартнӑ – халӑх ҫур миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Шӑмӑршӑри полицейски 48 ҫулти хӗрарӑма кӳреннӗ. Ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах судах ҫитнӗ.
Пакунлипе хӗрарӑм хушшинчи ӑнланманлӑх кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырӑнти район пульницинче чирлисене йышӑнмалли уйрӑмра сиксе тухнӑ. 48-ти хӗрарӑм хӗрӗнкӗ пулнӑ-мӗн (ҫакна суд та ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет) полицейские усал сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Хӗрарӑм ятланине ытти ҫын та илтнӗ.
Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман.
Хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе айӑпласа 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Полицейскисем Шӑмӑршӑ арҫыннине букмекер конторине ҫаратнӑ тесе тытса чарнӑ. Ку ӗҫ нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Шӑмӑршӑра пӗр арҫын букмекер конторине кӗрсе тӑнӑ та пӑшал евӗр япалапа хӑратса кассӑран 270 пин тенкӗ илсе тухнӑ.
Вӑрра тытас тесе следстви-оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ, Шӑмӑршӑ полицейскийӗсене пулӑшма ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Ҫакна тума пултарнӑ ҫынна клиентсен хушшинчех шыранӑ. Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 43 ҫулти арҫын. Унӑн ҫумра 300 пин тенкӗ ытла пулнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 12 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
Чӑвашупрдор ҫул юсакан подрядчик шырать. Лайӑх хыпар: Улатӑр районӗнче икӗ ҫулта 10 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ: «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Алтышево – Энӗш» участока.
Ҫак ҫул чӑннипех те хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине вырӑнти ҫынсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑмӑршӑпа Суйкӑн хушшинче вара вӑрманти ахаль ҫул кӑна, ун тӑрӑх ҫӳреме йывӑр.
Ҫак участок ҫинчи кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, ҫӗннине сарӗҫ. Ҫул унчченхинчен сарлакарах пулӗ. Ку ӗҫе кӑҫал ҫу-ҫурла уйӑхӗсенче тӑвӗҫ, унтан техника тӑхтавӗ пулӗ. 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче каллех ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ хак – 113 969 004 тенкӗ. Аукцион пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Евгений Бондарева лартнӑ.
Евгений Бондарев 1982 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ салинче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, «Библиотека-информаци ӗҫӗ-хӗлӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗн дипломӗллӗ пулнӑ. Ӗҫлеме вара 2005 ҫулта тытӑннӑ, вӑл ун чухне республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗн секторӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 2006-2014 ҫулсенче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн директорӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен тытӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.
Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ.
Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |