Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем.
Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ.
Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ.
Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В.А. Иванов хуҫалӑхӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Комсомольски районӗнчи Чурачӑкри Шипатовсен.
