Шӑмӑршӑри шкулта ӗҫлекен вӗрентекен Константин Кусаинов кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале тата Казахстанӑн кире пуканӗн триатлонӗ енӗпе йӗркеленнӗ пӗрремӗш уҫӑ чемпионатне хутшӑннӑ.
Константин Кусаинов ачасене вӑй-хал культурине вӗрентет. Вӑл 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Кире пуканне тӗртсе ҫур сехетре 385 хутчен ҫӗкленӗ вӑл. Унччен кӑшт маларах вара «Олимпийское троеборье» хусканура мала тухнӑ. Ҫапла майпа Шӑмӑршӑ арҫынни икӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Халӗ Константин Кусаинов кирек пуканӗн триатлонӗ енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑна хатӗрленет. Вӑл Беларуҫри Витебск хулинче иртет.
Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ.
Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ.
Республикӑри триатлонистсем Чӑваш Ен чемпионачӗн медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн Шӑмӑршӑ районӗнче тупӑшнӑ. Унта ытти регионти спортсмӗнсем те килнӗ.
«Шӑмӑршӑри дуатлон» виҫӗ ҫулта тӗнчипе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, Ижевск хулинче пурӑнакан Максим Кузьмин унта килни никама та тӗлӗнтермен.
Максимшӑн ку авӑн уйӑхӗнче Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленнипе танах. Тупӑшу таҫти «шӑтӑкра» иртни ӑна пӗрре те шиклентермест. «Европӑра та стартсем тӗп хуласенче иртмеҫҫӗ», — тенӗ спортсмен. Вӑл «Шӑмӑршӑри дуатлонра» ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан, 9-мӗш класра ӑс пухакан Елена Миюхина та килнӗ. Спортӑн ҫак тӗсӗ уншӑн чун киленӗҫӗ. Вӑл ӑмӑртура 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Финиша чи малтан Алексей Васильев ҫитнӗ. Шӑмӑршӑ районӗн каччи Илья Хлюкин унран юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ.
Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ.
Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем.
Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.
Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать.
Шӑмӑршӑ ялӗнче 32 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ тӗлӗшпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Вӑл киле 100 метр ҫеҫ ҫитеймен.
Пӑтӑрмах умӗн ӑна ӳсӗр курнӑ. Унӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ ялӗ хӗрринче выртнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ. Кӗлетки ҫинче суран таврашӗ пулман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын эрех ӗҫнипе ӗҫменнине те экспертиза ирттерсе палӑртӗ.
Шӑмӑршӑра ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӗпер пур. Ун урлӑ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кулленех каҫса ҫӳреҫҫӗ.
Кӗпер тахҫанхиех, ҫавӑнпа унпа усӑ курма хӑрушӑ. Анчах ҫынсем ҫакна пӑхмасӑрах ун урлӑ кашни кун каҫса ҫӳреҫҫӗ. Ара, тавран кайиччен… Вӑл ҫула кӗскетме май парать-ҫке-ха. Кӗпер урлӑ каҫса шкулпа тата ача пахчине хӑвӑрт ҫитме пулать.
Ку кӗпер Шӑмӑршӑри шкулпа «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа ун урлӑ ачасем те куллен каҫа ҫӳреҫҫӗ. Темиҫе метрта бетон кӗпер пулсан та унпах усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫула кӗскетсе хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Ҫапла палӑртаҫҫӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче. Шӑмӑршӑра, сӑмах май, 5 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ.
Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Шӑмӑршӑра ӗнер ҫулланнӑ ҫынсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм уҫнӑ. Маларах вӗсене ваттисен ҫурчӗсем тетчӗҫ.
Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республика шайӗнче ӗҫлекен тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн шутланакан ваттисемпе сусӑрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче 30 ҫын хӳтлӗх тупайӗ. Икӗ хутлӑскере виҫӗ ҫул каяллах тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуҫарнипе Раҫҫейӗн Пенси фончӗ ӑна туса пӗтерме 13 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтерет РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен те «кӗмӗл» янӑ-мӗн. Сӑмах май, Пенси фончӗ кӑҫал та укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче вӑл 600 пин тенкӗ хушса панӑ.
Ҫуртра икшерӗн пурӑнмалла тунӑ. Кашнинче туалет, умывальник тата душ пур.Маларах районти пӗччен ватӑсемпе сусӑрсем виҫӗ уйрӑмра пурӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |