Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Евгений Бондарева лартнӑ. Евгений Бондарев 1982 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ салинче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, «Библиотека-информаци ӗҫӗ-хӗлӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗн дипломӗллӗ пулнӑ. Ӗҫлеме вара 2005 ҫулта тытӑннӑ, вӑл ун чухне республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗн секторӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 2006-2014 ҫулсенче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн директорӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен тытӑмӗн ертӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |