Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сидоров Николай Иванович

Сидоров Николай Иванович — чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи. 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗн Йӑнтӑрччӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Чыславӗсем

Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауриачӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ.

1989 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Тӑвайри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетенче ӑс пухнӑ.

Тӑвай район хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

2007 ҫулта «Чӑваш Ен» ПТРК учрежденипе сутлашнӑ — тӳресем автор прависене пӑснӑшӑн телерадиокомпанине 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла тӳлеме хушнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 1986 ҫулта пикеннӗ. Пӗтӗмӗшле 50 яхан пьеса ҫырнӑ.

Унӑн чылай пьесисене республика театрӗсенче лартаҫҫӗ.

Паллӑрах пьесисем:

  • «Шупашкарти савни»;
  • «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ»;
  • «Ҫӑлтӑр сӳннӗ каҫ»;
  • «Ют йӑвари куккук»;
  • ыттисем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-20 23:02:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4632 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org