Чӑвашупрдор ҫул юсакан подрядчик шырать. Лайӑх хыпар: Улатӑр районӗнче икӗ ҫулта 10 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ: «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Алтышево – Энӗш» участока.
Ҫак ҫул чӑннипех те хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине вырӑнти ҫынсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑмӑршӑпа Суйкӑн хушшинче вара вӑрманти ахаль ҫул кӑна, ун тӑрӑх ҫӳреме йывӑр.
Ҫак участок ҫинчи кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, ҫӗннине сарӗҫ. Ҫул унчченхинчен сарлакарах пулӗ. Ку ӗҫе кӑҫал ҫу-ҫурла уйӑхӗсенче тӑвӗҫ, унтан техника тӑхтавӗ пулӗ. 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче каллех ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ хак – 113 969 004 тенкӗ. Аукцион пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.
Agabazar // 4018.19.3516
2019.02.20 23:10 | |
Шăмăршăпа Суйкăн хушшинче çул пачах çук пулсан, мĕнле "асфальта" хăйпăтасси пирки сăмах пулма пултарать. |