Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет.
Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ.
Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра.
Чӑваш Енри ветерансем валли Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене кашни ветеран килне вырӑнти социаллӑ хӳтӗлев органӗ урлӑ ҫитерӗҫ.
Республикӑра ветерансене профилактика, сиплев, реабилитаци тӗлӗшӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫулсерен поликлиникӑра тата килте ветерансене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсем, ветерансем, тӑлӑх арӑмсем мӗнле условисенче пурӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенчи 101 ветерана сывлӑха ҫирӗплетмелли «Вега» центра (Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ) илсе кайӗҫ. Кӑҫал республика валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫапа 95 ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн черетре 145 ветеран юлӗ. Ҫак ыйтӑва Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле тӗппипех уҫӑмлатма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри уява 500 ытла ветеран хутшӑнӗ. Кашнинпе ҫумӑн социаллӑ ӗҫчен пулӗ, васкавлӑ медпулӑшу машинисем тухӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре вӑрҫӑ инвадличӗсем, ветерансем пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын юлнӑ.
Шупашкар хулинче кимӗсем валли штрафстоянка туса хунӑ. Вӑл вырӑна шывра ишмелли правилӑсене пӑсакан ҫав хатӗрсене лартса тухӗҫ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна тӑратмалла тӑвассине ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн кирлине палӑртаҫҫӗ иккен республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче. Капла йышӑнни вӗсен хуҫисене яваплӑрах пулма хистӗ.
Ун пек стоянка пулманнине кура карапсен хуҫисене туллин явап тыттарма май килмен. 25–30 кимӗ лартмалӑх вырӑн йӗркеленӗ хыҫҫӑн ку ыйту татӑласса шанаҫҫӗ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна илсе каяс йӗрке автомобильсеннипе пӗр пекрехех иккен. Кимӗн хуҫи кам иккенне ҫирӗплетекен тата ишмелли хатӗр тӑрӑмне палӑртакан хутсем ҫук тӑк е кимме тытса пыраканни ӳсӗр пулсан ҫав транспорта ятарлӑ стоянкӑна каяҫҫӗ те лартаҫҫӗ. Унта илсе кайма хӑтланса тӑкакланнишӗн те, унта упранишӗн те кимӗ хуҫине тӳлеттерӗҫ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Паян, Ҫуркуннепе Ӗҫлев уявӗнче, Шупашкарта ӗҫ коллективӗсем утма тухнӑ. Кӑҫал унта 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Уяв колонни яланхи пекех хӑйӗн ҫулне Чапаев скверӗнчен тытӑннӑ, тӗп урампа утса Хӗрлӗ лапама ҫитнӗ. Общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем, предприятисемпе организацисен коллективӗсем, профсоюз представителӗсем, студентсем… — уявра чылайӑн пулнӑ. Чылайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, ялавсем йӑтса ашшӗ-амӑшӗпе юнашар утнӑ. Оркестр, халӑх коллективӗсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.
Колонна ҫулӗ ҫинче интерактивлӑ 8 лапам йӗркеленӗ. Кӑҫал уявра ҫӗнӗлӗх пулнӑ: чи пултаруллӑ колоннӑсен конкурсне йӗркеленӗ. Жюри членӗсем — тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнри тата ӳсӗмри ҫынсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 5–6-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Хӗрлӗ лапамра пурне те ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев уявпа саламланӑ. Халӑх юррисен ансамблӗсем, хор коллективӗсем, рок-ушкӑнсем тата ыттисем концерт кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар «Ача-пӑча радиовӗн» миллион-миллион ҫынран тӑракан аудиторийӗпе пӗрлешӗ. Вӑл Чӑваш Ен тӗп хулинче те ӗҫлеме тытӑнӗ.
«Ача-пӑча радиовӗ» — Раҫҫейре ачасене халалланӑ пӗртен пӗр радио. Ӑна Шупашкарта, ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 103,0 Мгц хумсем ҫинче итлеме май пулӗ.
Радио талӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта ача-пӑча юррисем, спектакльсем, ӑс-тӑна аталантаракан программӑсем, информаци программисем (ашшӗ-амӑшӗ валли те) эфира тухӗҫ.
Аса илтерер: 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Ача-пӑча радиовӗ» РФ Коммуникаци ҫыхӑнӑвӗсен министерствин федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Халӗ ҫак радиова Раҫҫейри 29 хула итлеме пултарать.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен республикӑра «Хурасӑр пуҫне мӗнпур тӗс» ятпа ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Федерацин нарконтролӗн управленийӗ, Культура тата Вӗренӳ министерствисем тата «Ҫӗршывӑн ачисем — тивӗҫлӗ смена» коммерцилле организаци пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурса 6 ҫултан пуҫласа 17-чченхисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 183 ӗҫ тӑратнӑ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Мероприятие наркоконтроль управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков, хаклав председателӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн живопись кафедрин профессорӗ Анатолий Данилов тата ыттисем хутшӑннӑ.
6–10 ҫулхисенчен пӗрремӗш вырӑна Кӳкеҫри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Татьяна Романова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкарти 61-мӗш шкулти Екатерина Капралова тата Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Екатерина Соколова пайланӑ. Вӑтам ушкӑнра, 11–13 ҫулсенчисен хушшинче, Етӗрнери ӳнер шкулӗнчи Руслан Блинов ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Карина Земдиханова, виҫҫӗмӗшӗнче — Муркашри ӳнер шкулӗнчи Арина Еремеева.
Тавар сутакансем хӑйсен таварне ярӑнтарас тесе паллӑ маркӑсем хыҫне пӗркенме хӑтланнӑ тӗслӗхсем пулакалаҫҫӗ-ха. Пӗринче, астӑвасса, пылак пӑр (мороженӑй) тӑвакансем Шупашкарта кӑларнӑҫи пулнӑччӗ. Халӗ, ав, машинӑпа ҫыхса пир-авӑр кӑларакансем чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн хыҫне пытарӑнма шут тытнӑ. Ҫакна вӗсем хӑйсен продукцине халӑхра анлӑрах сарас тӗллевпе тунӑ ӗнтӗ.
«Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна чылайӑшӗ аван пӗлет. Шупашкарти предприяти, хӑй ятне тахҫанах ҫӗнсе илнӗ. Ҫавна унӑн конкуренчӗсенчен пӗри «Трикотаж йӑли-йӗркин суту-илӳ ҫурчӗ» общество хӑйӗн лавккисене маларах асӑннӑ лавкка евӗртерех илемлетсе хунӑ. Тавар паллине те малтан каланӑ хапрӑкӗнни евӗр усӑ курнӑ.
Ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ монополипе кӗрешекенсем патне пулӑшу ыйтса ҫитнӗ. Енсен ӑнланманлӑхне асӑннӑ служба пӑхса тухма тытӑнсан хайхи конкурент чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗпе пӗр чӗлхе тупнӑ, тек унӑн ячӗпе пытарӑнса хӑйӗн таварне сӗнме пӑрахнӑ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем валли Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑша илсе кайса кӑтартнӑ.
«Хӑйне майлӑ кӗнекесен ҫӗршывӗнчи ҫулҫӳрев» ятпа йӗркеленӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасене куҫ начар куракан ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Пӗчӗкскерсене ун пек кӗнекене кӑларма шухӑшласа кӑларнӑ Франци тифлопедагогӗн Луи Брайлӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. 1809 ҫулта ҫуралнӑ ҫын 43 ҫул кӑна пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫсӑррисем валли алӑпа хыпашласа вуламалли шрифт шухӑшласа кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем ачасене вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсене, кӗнекесене кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне «Калаҫакан кӗнеке» пайпа та пӗчӗккисем кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта CD-диск ҫине пухнӑ аудиокӗнекесене, аудиокассетӑсене, флешкарттӑсене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче иртнӗ вырсарникун «Шупашкарти пурте ӳкерӗнекен паллӑ» текен паллӑна вырнаҫтарнӑ. Ӑна икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.
Ҫапла паллӑ вырнаҫтарас шухӑш Артемий Лебедев дизайнер студине пырса ҫапнӑ-мӗн. Туристсен ун пек объекчӗсене маларах Раҫҫейри 47 хулара вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта проекта ҫакӑн пек йӗркеленӗ: макета Лебедев студийӗ хатӗрленӗ, паллӑна — вырӑнти хастарсем.
Икӗ паллӑпа ҫырнӑ объекта вырнаҫтарма уйрӑм ҫынсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен. Паллӑ патӗнче сӑн ӳкерӗнекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.