Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗсенчен пӗр лаптӑка — К. Ивановпа Водопровод урамӗ хушшинчи 26 гектар патнелле ҫӗре ҫурлан 14-мӗшӗнче аукциона кӑларӗҫ. 4-мӗш микрорайонти вырӑна аукциона 134 миллион тенкӗпе кӑларнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗн ҫак лаптӑка аталантарма тивӗ.
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурт-йӗр хӑпартаканӗ аукциона выляса илнӗ хыҫҫӑн ҫуртсен проекчӗсене хулан тӗп аталану концепцине тӗпе хурса хатӗрлеме тивӗ. Ҫав шутра Хосе Асебильо испан архитекторӗн шухӑшӗсене те шута илӗҫ. Проект тӑвакансен уйрӑмах хулан историлле пайӗнче ӗҫленине манмалла мар пулӗ.
Ку проекта пурнӑҫлама юрӑхсӑра тухнӑ 3 ҫурта сӳтме тивӗ: Свердлов ур, 57/1; Водопровод ур., 27; К.Иванов ур., 59. Вӗсене «2013–2015 ҫулсенче ЧР лаптӑкӗнчи юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗрти граждансене куҫарасси» программӑн укҫи-тенкипе сӳтӗҫ. Ҫурт-йӗр хӑпартаканӗн ҫавӑн пекех хӑй пурлӑхӗпе Хӗрлӗ ҫар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫыннисене хваттер тупса пама тата салатма тивӗ.
Чӑваш Енре 112 номерпе шӑнкӑравламалли служба тытӑмӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. 2015 ҫулта Шупашкарта ятарлӑ ҫурт хӑпартмалла. Унта шанкӑравсене тӗрӗслӗҫ.
Халӗ 112 номерпе шӑнкӑравлакансем телефон номерне шута илнӗ регионти диспетчер службине лекеҫҫӗ. 2017 ҫул тӗлне шанкӑрава пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫывӑхарах дежурнӑй оператор йышанмалла тӑвасшӑн. Вӑлах пулӑшу кӳме мӗнле специалистсене ямаллине палӑртӗ.
Диспетчерсем халӗ шӑнкӑравлакана ЖКХ, шыв каналӗн, электро тата ӑшӑ сечӗсен ӗҫченӗсемпе, РФ МЧСӗн психологи пулӑшӑвӗ паракан службӑпа ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, 112 номерпе SIM-карттӑ ҫук чухне те, шут ҫинче укҫа ҫук пулсан та шӑнкӑравлама пулать.
Шупашкарти Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх паян хулара ҫумӑрлӑ ҫанталӑк, +17–+19 ӑшӑ пулмалла. Ҫил ҫурҫӗр енчен 7 м/ҫ хӑмӑртлӑхпа вӗрмелле. Тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, ҫавах та вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗвел те пӑхса илӗ.
Ҫавах та ҫумӑр нумай ҫумӗ, пысӑк ҫумӑрсем ытларикунсене килмелле. RP5 портал хыпарланӑ тӑрӑх ун хыҫҫӑн кашни кунах ҫумалла. Ҫил ҫак кунсенче малтан ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, кайран — анӑҫ енчен.
Чӑвашра ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫуман — унтанпа тӑпра самай типме ӗлкӗрнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырма пынӑ май, паллах, типӗ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене самай пулӑшу кӳрет.
Ҫак эрнере Шупашкарти хӑй вӑхӑтӗнчи паллӑ ҫурта — Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑча — пӑсма пуҫланӑ. Ӑна 1961 ҫулта тунӑ. Ӳсӗрсене унта 2011 ҫулччен пуҫтарнӑ. Кайран, урӑлтаркӑчсене хупнӑ хыҫҫӑн, ҫурт темиҫе ҫул пушӑ ларнӑ.
Хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе халӗ унчченхи урӑлтаркӑч ҫуртне пӑсма пуҫӑннӑ. Ҫакӑ Хмельницкийпе Фучик урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ. Тӗп хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене йӗркене кӗртес ыйту тахҫанах ҫивӗчленсе ҫитнӗ-мӗн. Проект урапасем уйрӑмах йышлӑ ҫӳренӗ вӑхӑтри пӑкӑсенчен хӑтӑлма май парасса шанаҫҫӗ иккен.
План тӑрӑх пӗтӗмпе Хмельницкий тата Фучик урамӗсенчи 32 ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗсене тума 2 миллиарда яхӑн тенкӗ тата 27 уйӑх вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Ҫынсене пӑснӑ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарма 800 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен.
Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ.
«Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ.
Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли.
Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Дмитрий Сыров тивӗҫнӗ. Унӑн эскизӗ ытларах сасӑ пухнӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл конкурс шухӑшне лайӑх уҫса панӑ, Шупашкар тематикине ҫутатнӑ.
Конкурса дизайнерсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Суйлавра 11 эскиз пулнӑ. Хула кунӗ умӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине моноблок компьютер парнелӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те Тав ҫырӑвӗпе чыслӗҫ.
Ҫӗнтернӗ эмблема Чӑваш Ен тӗп хулин эмблемисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Автор ӑна вырӑсла кӑна пурнӑҫланӑ-ха та, анчах Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май ҫӗнтернӗ эмблемӑн чӑвашла вариантне те тӑвасса шанас килет.
Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ.
Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те.
Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет.
Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс.
Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ.
«Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар.
Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
2ГИС текен хула справочникӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи чи анлӑ сарӑлнӑ 15 наци кухнисене палӑртнӑ.
Пуринчен ытла Европа кухни тӗл пулать иккен. Ӑна кафесемпе ресторансенчен 38 проценчӗ сӗннине асӑрханӑ. «Европа кухни» тени ресторан пӗр-пӗр ҫӗршывӑн е халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе специализацилеменнине пӗлтерет иккен-ха. Анлӑ сарӑлнисен шутне ҫавӑн пекех Кавказ, Тухӑҫ тата Вӑтаҫӗр тинӗс кухнисене кӗнӗ. Сӑмах май, вӗсенче те ытти апат-ҫимӗҫ те тӗл пулать.
Наци кухнисене кӑна илес тӗк, Шупашкарта паян вырӑссен тата яппунсен кухнисем ытларах сарӑлнӑ. Пӗрремӗш енӗпе мӗнпур заведенисен чӗрӗк пайӗ специализациленет, иккӗмӗш енӗпе — 14,3 проценчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн чӑваш наци кухни пырать. Ӑна хулари кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ сӗнет.
2ГИС аналитикӗсем Шупашкарти кафесемпе ресторансенчи вӑтам чек хакне те тишкернӗ. Паян вӑл 530 тенкӗпе танлашать иккен. Кунта салат, пӗрремӗш тата иккӗмӗш апатпа десерт кӗрет. Чи хаклӑ кухня — итальянсен. Вӗсенче вӑтамран 850 тенкӗпе апатланма пулать. Чи йӳнни — грузинсен. Унта 200 тенкӗпех апатланма май килет. Итальянсен кухни тӗп хулари наци кухнисен танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) улттӑмӗш вырӑн йышӑнать, грузинсен — вунвиҫҫӗмӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |