«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать.
Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн.
Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ.