Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен ҫурчӗсен тӑрӑмӗпе кӑсӑкланмаҫҫӗ иккен. Пурте мар-ха. Чылайӑшӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе потребительсен правине хӳтелес енӗпе ӗҫлекен общество ертӳҫи Олег Ялугин харпӑрлӑхҫисенчен 3 проценчӗ кӑна хастаррине палӑртнӑ. Шупашкар хула админситрацийӗн муниципалитет ҫурт-йӗрне тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫынсем хастар маррине асӑрханӑ.

Тӗрӗссипе вара ҫынсен парвуртарах пулни кирлех. Шупашкарти ҫуртсенчен чылайӑшӗн, акӑ, ҫурт-йӗре тытса тӑма управляющи компание палӑртма вӑхӑт ҫитет. Пиллӗк ҫулта пӗрре ҫакӑн пек йышӑнмалла та, вӑхӑчӗ ҫитет-мӗн.

Маларах асӑннӑ халӑх организацине илсен, ӑна уҫнӑранпа ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа 500 хут ытла йышӑнма тивнӗ. «Кунне 20–30 ҫын килет», — тесе каланӑ организаци ертӳҫи Олег Ялугин. Судра 40 ытла тавӑҫ выртать иккен. Халӑх организацине пыракансем тӗрӗслев органӗсем алран кайтӑр тенӗн хурав панине те калаҫҫӗ-мӗн. Кунта вӗсем прокуратурӑпа Ҫурт-йӗр инспекцине ӳпкелеҫҫӗ иккен.

 

Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти пӗр ашшӗ тӑван тӗпренчӗкӗ умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумай та мар, сахал та мар — 44 пин тенке яхӑн.

Парӑмлӑскере суд приставӗсем чикӗ леш енне кайма чарас тенӗ. Чунӗ сиснӗ тейӗнех вӗсен. Кӗҫех ҫамрӑк ашшӗн инҫе ҫула тухас шухӑш ҫуралнӑ. Анчах парӑм пур та — ҫул та хупӑ. Инҫе ҫӗре каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ-тӑр ҫав ун — алимент парӑмне тӳлеме амӑшне янӑ. Тен, кам пӗлет, асли хӑй пынӑ пуль. Ара, аннемӗрсемшӗн эпир яланах ача мар-и? Алимента тӳлеме арҫыннӑн амӑшӗ хӑй пынӑ. Тӗп парӑма татнисӗр пуҫне унӑн суд приставӗсем ӗҫ тунишӗн илекен тӳлеве те татма тивнӗ. Унӑн виҫи 7 процентпа танлашать. Ҫапла вара кӗсьене 3 пине яхӑн ҫӳхетме лекнӗ.

 

Ҫурла уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче Шупашкарта парашют спорчӗ енӗпе Тӗнче кубокӗ тата Европа чемпионачӗ тата юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна А.В. Ляпидовский ячӗллӗ аэроклубра йӗркелӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне акробатика тата тӗл анса ларас енӗпе кӑтартрӗҫ.

Унта 20 ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен килсе ҫитмелли пирки пӗлтерет республикӑн Спорт министерстви. Чи йышлӑ ушкӑн Китайран килмелле иккен — унтан 20 ҫын хутшӑнмалла. Раҫҫей те кая юласшӑн мар — ӑмӑртӑва 17 парашютист тухмалла.

 

Кашни халӑх хӑнасене хӑйне евӗр хӑналать. Чӑвашсен те авалтан пыракан йӑла-йӗркисем пур. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑра куркипе кӗтсе илес йӑла паянхи кун та тытӑнса пырать.

Шупашкарта чӗретлӗ урапасен салонӗ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн организаци ертӳҫисем чаплӑ хӑнасене — вӗсен шутӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева та — выҫӑлла килелле ярас темен. Пуян сӗтӗл пуҫтарса хаклӑ хӑнасене тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ку ҫеҫ те мар, тен салон ӗҫӗ такӑр ҫулпа кустарса пытӑр тесе ятарласа така тукмакне пӗҫӗрнӗ, кӑсӑклӑ апатпа вара VIP хӑнасене хӑналанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64602
 

Техника аталанӑвӗ пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатса пыннипе никам та тавлашса тӑмӗ. Ак, сӑмахран, хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчисене вырнаҫтарма шутланӑ ашшӗпе-амӑшӗ те техника пахалӑхне туйса илме пултарӗҫ.

Малашне ача пахчине ҫырӑнтарма амӑшсен килтен тухмасӑрах компьтерпа темиҫе пусӑм ҫеҫ тумалла. Патшалӑх тивӗҫтерӗвӗн пӗрлӗхлӗ порталӗнче Шупашкар ҫыннисем валли шкул ҫулне ҫитмен учрежденисен электронла ҫырӑнтарӑвӗ ӗҫлет. Ку ҫеҫ те мар, ҫырӑнтарнӑ хыҫҫӑн ача чӗретре мӗнле вырӑн йышӑннине те ыйтса пӗлме май пулӗ. ПТП порталне ярса панӑ электронлӑ ыйтса ҫырнӑ хут тӳррех Шупашкар хула администрацине лекет. Тивӗҫтерӳсене пурнӑҫлани ҫинчен вара смс-ҫыру урлӑ е электронлӑ почта урлӑ пӗлтерсе тӑрӗҫ.

 

Ҫапла... Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, аталанса та аталанса пырать. Пирӗн республика та хӑйӗн промышленоҫӗсене анлӑлатать. Тахҫан республикӑн ҫул-йӗр паллисене урӑх хуласенче сакасламалла пулнӑ, халӗ вара ун валли сӑлтавӗ ҫук. Мӗншӗн тесен чӑваш организаци хӑй те ҫак ӗҫӗ пуҫарӑннӑ.

Ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисене ОАО «Дорэкс» кӑларма тытӑннӑ. Паяна Шупашкар лаптӑкӗсенче республикӑра «ҫуралнӑ» 250 паллӑ хӑйӗн вырӑнне тупма та ӗлкернӗ. Тӗп хулан администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ ӗҫ валли республика ятарлӑ тимӗр касмалли станоксене, пресс, ятарлӑ штампсем тата касакан плоттер туяннӑ. Пирӗн ҫул-йӗр паллисен чи паха енӗ — унӑн ҫутатакан ҫийӗ пур.

 

Ялсенче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ялта ӗҫ ҫуккипе аптраса хулана «йӑва» ҫавӑрас тӗллевпе ҫул тытаҫҫӗ. Анчах паянхи кунсенче хӑйсен майӗсем ҫине ҫеҫ шанса уйрӑм хваттер туянса ларма пур те пултараймаҫҫӗ. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва вара патшалӑх татса пама тӑрӑшать.

Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ кӑҫал ҫурлан 5-мӗшӗнче йышӑннӑ ятарлӑ 2470-мӗш постановленинче 2013 ҫулхи III кварталӑн пӗтӗмӗшлӗ пурӑнмалли ҫуртӑн 1 тӑваткал метр лаптӑк хакне палӑртнӑ — 28 670,22 тенкӗ. Ку укҫа тӑрӑх социаллӑ тӳллевӗн калӑпӑшне шутласа кӑларӗҫ, ҫурт-йӗр туянма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ чухне усӑ курӗҫ.

 

Шупашкар хула кунӗ ячӗпе авиашоу йӗркелеме палӑртнӑ. Штурвал умне Мускав ҫывӑхӗнчи «Пӗрремӗш вӗҫев» аэроушкӑн пилочӗсем ларӗҫ. Авиашоу Хӗрлӗ лапамра иртмелле.

Сывлӑшра тӗрлӗ хурӑмлӑ майпа вӗҫме пултаракан ӑстасем хушшинче тӗнче тата Раҫҫей чемпионачӗсен призёрӗсем иккен. Йышра ҫӗршыври пӗртен пӗр хӗрарӑм-пилот Ирина Маркова та пуласса шанаҫҫӗ. Сывлӑшра тӗрлӗ ӗлке тума пултаракан ӑстасен клубӗнче «Як» маркӑллӑ самолетсем ытларах-мӗн.

 

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.

Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.

 

Ҫапла палӑртнӑ Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Валерий Котеев. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗ умӗнчи ҫӗре ултӑ усламҫӑна тара панине асӑнса хӑварнӑ. Хайхисенчен пиллӗкӗшӗ лавкка уҫма палӑртнӑ иккен, тепри — карас ҫыхӑнӑвӗн салонне.

Ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑхӑтра е пурте курма пултаракан хаҫатра пичетлеменнине кура ытти усламҫӑ асӑрхамасӑрах юлнӑ-мӗн. Конкуренци пирки калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем судах ҫитнӗ. Кунпа тӳре килӗшнӗ иккен. Монополипе кӗрешекенсем тара пани пирки калакан хутсене пӑрахӑҫлаттарма та суда тавӑҫ ҫырса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 920, 921, 922, 923, 924, 925, 926, 927, 928, 929, [930], 931, 932, 933, 934, 935, 936, 937, 938, 939, 940, ... 994
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын