Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Терентьев умӗнче «эпир айӑплӑ, эпир ҫылӑхлӑ»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.10.2015 17:19 | 2236 хут пӑхнӑ
Персона Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе
Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе

Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке.

«Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист.

Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ.

Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине. «Эп ун ҫумӗнче пӗчӗк ҫеҫ лӗпӗш пек пулнӑ», — хушса хунӑ вӑл унтан.

#Ҫамрӑксен театрӗ, #Академи драма театрӗ, #Литература музейӗ, #Шупашкар, #уявсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем