Артем Абрамов, Шупашкарти тӳрленӳ интернат шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, асла шкула хӑйӗн вӑйӗпе вӗренме кӗнӗ. Малтанлӑха пӑхсан, кунтан ним тӗлӗнмелли те ҫук пек. Анчах Артемӑн куҫӗ япӑх курать, хӑлхи лайӑх илтмест.
Артем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Вӑл авӑнӑн 1-мӗшӗнчи уяв линейкине амӑшӗпе пӗрле хутшӑннӑ. Халӗ Артемӑн ҫак ҫула ас туса юлма тивет.
Артем тӗтре евӗр ҫеҫ курать. Тухтӑрсем ӑна хӑлха енӗпе те ытлах пулӑшайман. Куҫне 9 операци тунин витӗмӗ те питех пулман. Каччӑ ятарлӑ аппаратсӑр питӗ япӑх илтет. Анчах Артем яланах веҫ пӗлсе тӑрать. Ку енӗпе ӑна гаджетсем пулӑшаҫҫӗ.
Артем сенсор экранпа усӑ курать. Вӑл ППЭре вырӑс чӗлхипе 87 балл, историпе 91 балл, обществознанипе 58 балл пухнӑ. Ку кӑтартусем ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Артем юридици факультетне вӗренме кӗнӗ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ачаранпах адвокат пулма ӗмӗтленнӗ.
Каччӑ ҫӑмӑл атлетикӑна юратать. Вӑл Паралимп вӑййисен пьедесталӗ ҫине те хӑпарасшӑн.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ «Лукойл» компани ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернине маларах пӗлтернӗччӗ.
Театр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта унччен те пурнӑҫланине палӑртмалла. Аса илтерер, ӑна пурнӑҫа кӗртме сцена ӑстисем Раҫҫейӗн Культура министерстви йӗркеленӗ «Театр+Халӑх» проекта хутшӑннӑ. Проект сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисӗр юлнисене, сусӑр ҫынсене, ватӑсене сцена ӳнерӗ урлӑ пулӑшас тӗллевлӗ.
«Театрин» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫурлан 25-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӑваш Енӗн Ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗнче пулнӑ, 29-мӗшӗнче — Шупашкарти ача ҫуртӗнче. Унти пӗр арҫын ачана театр ӗҫченӗсем Ачасен театр студине ҫӳреме йыхравланӑ. Ара, вӑл сцена ҫинче пулма питӗ юратать-мӗн.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче Тутарстанри Ешӗлвар (Зеленодольск) хулинче спорт гимнастики енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗн Анастасия Колесниковӑн парнисемшӗн тупӑшнӑ.
Ӑмӑртӑва ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттернӗ. Турнира Раҫҫейри регионсенчи 100 ытла гимнаст хутшӑннӑ. Спортсменсем медальсен 24 комплекчӗшӗн вӑй виҫнӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра иртнӗ турнира Шупашкарти Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лилия Спиридонова та хутшӑннӑ. Вӑл унтан виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Палӑртма хӑвармалла: Лилия Ирина Александрова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет.
Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать.
«Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи.
Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать.
Шупашкарта троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улшӑну кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ылмашу 6-мӗш тата 12-мӗш маршрутсене пырса тивет.
Маршрутсене троллейбуссенне кӑна мар, автобуссенне те улӑштарӗҫ. Вӑл паянтан пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районсене Ленинла Комсомол урамӗпе иртсе виҫӗ кӗпер (Гагарин, Октябрь, Сӑкӑт) урлӑ кайӗ. 2-мӗш маршрута ларакансен вӑл Алькеш поселокӗнчи ҫӗнӗ микрорайона тата аталанса пыракан «Садовый» микрорайона ҫыхӑнтарнине асра тытмалла. 12-мӗш маршрут та урӑхла ҫӳреме тытӑнать. Маларах асӑннӑ «Садовӑй» микрорайонта пурӑнакансем ытйнипе-мӗн вӑл Суворов урамӗпе (унта 12-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ) иртсе Энергетиксен поселокне ҫитӗ. 26-мӗш маршрута «Финн айлӑмӗ» микрорайона ҫитерӗҫ. 8-мӗш маршрута хупса хурӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗ паян Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче пикет ирттерессине пӗлтернӗ. Пӗр ҫынтан тӑракан акцие парти ирхи 7 сехетре пуҫланӑ. Пикет каҫченех пырӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем пӗр кун выҫӑ тытассине пӗлтернӗ. Акцие Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи асӑннӑ парти пайташӗсем те, Шупашкар Хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнисем те хутшӑнассине пӗлтернӗ.
Пикета йӗркелекенсем хӑйсен пуҫарӑвне «административлӑ ресурса» хирӗҫҫипе сӑтавлаҫҫӗ-мӗн. Парти пайташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен волонтерӗсемпе агитаторӗсене машина ҫӑвӗпе сапаҫҫӗ, штендерсене туртса илеҫҫӗ, вӗсене хӗнеҫҫӗ. Пикет ирттерме заявка парсан та администраци ӑна ирттерме ирӗк паман-мӗн. «Чӑваш Ене ертсе пыма кандидат пулса тухнӑ Олег Николаева ялти культура ҫурчӗсене кӗртмеҫҫӗ, суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух ҫутӑ сӳнтерсе лартаҫҫӗ. Ун пек тӗслӗхсем нумай», — тесе ӑнлантарнӑ хӑйсен утӑмне акцие хутшӑнакансенчен пӗри Сергей Муравьев.
Чӑваш музыкинче — пысӑк ҫухату. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Калафати пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анатолий Васильевич 105 ҫула пуснӑччӗ.
Анатолий Калафати 1911 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче Питӗрте паллӑ композитор ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ унтах иртнӗ. Консерватори пӗтерсен джас-оркестра ертсе пынӑ. 1941 ҫулта ӑна фронта илсе кайнӑ.
Анатолий Калафати йывӑр ҫулсенче те кӗвӗ пирки манман. Фронтра вӑл оркестр йӗркеленӗ, вӑл унта сахал мар сӑвӑпа юрӑ ҫырнӑ. Ҫав шутра — «Забайкалье помнится седое» юрӑ. Вӑл каярахпа стрелоксен 65-мӗш дивизийӗн маршӗ пулса тӑнӑ.
Анатолий Калафати Европӑри ҫӗршывсене фашистсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ вӑл Берлинта кӗтсе илнӗ. 1965 ҫулта Анатолий Васильевич Вырӑс драма театрӗ чӗннипе Шупашкара килнӗ. Унта ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концертмейстерта вӑй хунӑ. Унта вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ.
Авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫсан вӗсем савӑнман. Мӗншӗн? Ҫӗнӗ ҫурт та лайӑхах мар-мӗн.
Хальхинче авариллӗ ҫуртрисене Шупашкарти Дементьев урамӗнчи ҫурта куҫарнӑ. Унти лару-тӑру лайӑхах мар иккен. Подъездсен умӗнче чавса пӗтернӗ, вӗри шыв ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ, лифт ӗҫлемест.
Акӑ Галина Матвеева кунта пӗр уйӑх пурӑнать. Вӗсем унта пынӑ чухне подъездсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ вӗсем пушар картлашкипе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗркаҫма хӑраҫҫӗ, дачӑра хальлӗхе пурӑнаҫҫӗ.
Ҫурт аякран ҫеҫ хитре курӑнать. Патнерех пӑхсан стена ҫурӑлнине асӑрхама пулать.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ку ҫурт ҫыннисемпе виҫҫӗмӗш хут тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ ЧР Строительство министерстви кунта тӗрӗслев ирттерет. Подъездсене хӗлле тунӑ-мӗн, ҫуркунне юр ирӗлсен вӑл япӑхланнӑ.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ҫитес вӑхӑтра каллех ҫав ҫурта тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вӗсем ҫитменлӗхсене мӗнле пӗтернине сӑнаса тӑрӗҫ.
Палӑртса хӑварар: юлашки ултӑ ҫулта республикӑра федераци программипе усӑ курса япӑх ҫуртсенчен 12 пин ҫынна куҫарнӑ.
Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ.
Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар.
Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать.
Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултарасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ ӗнтӗ.
Икӗ троллейбус хӑйӗн маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна Шупашкарта комисси ларӑвӗ иртнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Маршрутсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ.
ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус малашне ҫӗнӗ кӑнтӑр районне, 1-мӗш троллейбус пекех, ҫитӗ. 6-мӗш троллейбус вара Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бульварӗпе Мир проспектне тухӗ, унтан Иван Яковлев проспекчӗпе хӑйӗн ҫулӗпе малалла кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |