Паян республикӑри паллӑ журналистпа Валентина Ивановапа сывпуллашаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатас текенсем Шупашкарти Граждански урамри 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ритуал пулӑшӑвӗ» предприятие 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ҫитме пултараҫҫӗ.
79 ҫула кайнӑ Валентина Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 1937 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Стрельна хулинче ҫуралнӑ. Ленинградра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1958–1978 ҫулсенче Чӑваш радиора корреспондент, аслӑ редактор пулса тӑрӑшнӑ. 1978 ҫултанпа ӑна ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ.
Общество ӗҫне те Валентина Иванова хастар хутшӑннӑ. 1988–2004 ҫулсенче республикӑри ача-пӑча фондне ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш созыври депутачӗ те, Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗ те пулнӑ.
Унӑн наградисене асӑнса та пӗтереймӗн. Кӗнекесене вӑл 30 ытла кӑларнӑ.
Чире сиплеме сӗнекеннисемпе пульницӑна вырттараканнисем тухтӑрсем-ха. Хӑш чух ҫак тивӗҫе йӗрке хуралӗ те, кунта сӑмах прокуратура пирки пырать, хӑй ҫине илет. Надзорӑн ҫак органӗнче тухтӑр пӗлӗвӗллисем ӗҫленишӗн мар-ха. Прокуратурӑра юристсемех тӑрӑшаҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан пӗр ҫын туберкулезпа аптӑранӑ. Унӑн ӳпки туберкулезӑн ҫынна ерекен хурмипе чирлӗ пулнӑ. Ыттисене чир ертессине пӗлсе тӑрсан та ҫав этем тухтӑр патӗнче сипленме васкаман. Явапсӑр этеме Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗнче сиплесси пирки Калинин район прокурорӗ асӑннӑ район судне тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре ку ыйтӑва тивӗҫтерме — чирлӗ ҫынна ирӗксӗр сиплеме — йышӑну кӑларнӑ.
Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.
Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.
Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.
Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман.
Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеждерӗ Алексей Ладыков республикӑри паллӑ блогерсенчен пӗрне, Константин Ишутова, хӑратни пирки ҫав каччӑ хӑйӗн блогӗнче вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнине вӑл ҫырса тата ӳкерсе илнӗ, калаҫӑвӑн сыпӑкне тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Ҫырса илнине ӗненсен Алексей Ладыков ирӗклӗ блогера хӑратнӑ пек пулса тухать.
Ӗнер Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта Юрий Пичугин ятлӑ ҫын (вӑл кимӗсене Шупашкарӑн Ҫӗнӗ-Хӗвеланӑҫ районӗнче Атӑл ҫыран хӗрринче ларттарассишӗн тавлашнипе юлашки вӑхӑтра палӑрчӗ) Алексей Ладыков Константин Ишутова чӑннипех хӑратнипе хӑратманни пирки кӑсӑкланнӑ.
– Уншӑн кулянатӑр-им? – ыйту ҫине ыйтупа хуравланӑ хула тӳре-шари.
– Эпӗ хамшӑн кулянатӑп-ха – вырӑнлӑ ыйтусем памасан нимӗн те пулмасть-ши тетӗп те, – ҫухалса кайман кимӗҫӗ.
– Пирӗн хушӑра шӳтлӗ калаҫу пулнӑ. Вӑл (Константин Ишутов. – В.С.) ӑна ҫавӑн пек мӗншӗн ҫавӑрттарса хунине пӗлместӗп. Уншӑн (Константин Ишутовшӑн. – В.С.) нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук. Пире кирек епле, ҫав шутра вырӑнсӑр, ыйту паракансене нимӗн те шиклентермелле мар, – шантарса каланӑ Алексей Ладыков.
Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ӗнер хӗрарӑмсен консультацийӗ уҫнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак учреждени маларах Бичурин урамӗнче вырнаҫнӑ хулари 7-мӗш пульницӑра пулнӑ. Унта акушер-гинекологсем валли ӗҫ вырӑнӗ, хӗрарӑмсене йышӑнмалли пӳлӗмсем хӗсӗк пулнӑ. Хӗрарӑмсен консультацине Магницкий урамӗнчи 2/1 ҫурта куҫарни меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хӗрарӑмсене йышӑнакан тухтӑр ҫуртне пысӑк пуҫлӑхсене пуҫтарсах уҫнӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пырса ҫитнӗ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ юрӑ-ташӑ ӑстисене те йыхравланӑ. Леонид Черкесов Шупашкарти Кӑнтӑр поселокра пурӑнакан хӗрарӑмсем паха медицина пулӑшӑвӗ илме тивӗҫҫине асӑнса хӑварнӑ. Алла Самойлова вара ача-пӑча поликлиникисемпе хӗрарӑмсен консультацийӗсем уҫӑлни уйрӑмах хӗпӗртерттернине палӑртнӑ. «Апла тӑк вӗсем кирлӗ», – мӗншӗн савӑннине уҫӑмлатнӑ министр.
«Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗн экономика тата укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ Яков Федорова ирӗкрен хӑтармалла тунӑ.
Ӑна предприятие пӗр кунлӑх виҫӗ фирма урлӑ 43,6 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ултавлӑ ӗҫе вӑл пӗччен мар, ушкӑнпа пурнӑҫланӑ-мӗн. Асӑннӑ тупрана «Атӑл» М7 федераци трассине тума ямалла пулнӑ.
Асӑннӑ ҫын «Региондормаш» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗпе Азат Басыровпа пӗр каварлӑ пулса ӗҫре усӑ куракан экскаватор куркине пысӑклатса кӑтартнӑ. Ҫавна пула фирма экскаваторӗ «Чӑвашавтодор» валли ытларах ӗҫ пурнӑҫланӑ пек курӑннӑ.
Яков Федорова Шупашкар хулин Ленин район сучӗ малтан 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 800 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ условлӑ мар, чӑннипех хупмалла тунӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ пирки чӑн-чӑн паттӑр теме те юрать пулӗ. Ара, вӑл пӗччен пуҫпа виҫӗ вӑйпиттирен тарса хӑтӑлма пултарнӑ-ҫке. Унччен ӑна хӗненӗ, укҫине туртса илнӗ, карас телефонӗсӗр хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччине усалсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи хваттерте тапӑннӑ. Вӗсем ӑна малтан хӗненӗ, унтан укҫине вӑрланӑ тата карас телефонне. Каччӑна тапӑннӑ виҫӗ арҫын кунпах ҫырлахман — тата укҫа тӳлеме ыйтнӑ, унпа пӗрле вӗсем такси тытса килне кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче каччӑ хӑйне кӳрентерекенсенчен хӑтӑлма пултарнӑ — вӑл урапаран сиксе юлнӑ. Усалсенчен тарса ӳкнӗ каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи оперативниксемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем часах лешсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем каччӑна тытнӑ хваттерте пулнӑ. Виҫҫӗшӗ те — унччен судпа айӑпланнӑскерсем. Хӑйсем — Шупашкартан тата Етӗрнерен.
Шупашкарта сӗт фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ку халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ара, унта кашниех сӗт-юр варне тутанса пӑхма, туянма пултарать-ҫке.
Кӑҫал сӗт фестивалӗ авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртессине пӗлтереҫҫӗ. Хальхинче те фестивале пыракан ҫынсем сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма, туянма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех сӗт фестивалӗнче сӗт темипе ирттернӗ «Селфи» конкурс лауреачӗсемпе ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. Унта ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Йӗркелӳҫӗсем фестивале килекен ачасем пирки те маларах шутласа хунӑ. Сӗт уявӗнче ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ лапамсем ӗҫлӗҫ.
Шупашкарти пӗр ҫуртра пулнӑ ҫак пулӑма пӑтӑрмах та теме пулать пулӗ. Телее, унта никам та вилмен. Анчах ку ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Кадыков урамӗнчи пӗр ҫуртра лифт йӑтӑнса аннӑ. Унта пассажирсем пулнӑ.
18 сехет те 20 минут тӗлне пӗр подъездра 9-мӗш хутран ватӑ мӑшӑр аннӑ. Анчах вӗсем 4-мӗш хута ҫитнӗ те лифт татӑлса аннӑ.
Унта пурӑнакан халӑх каланӑ тӑрӑх, вӗсем лифт япӑх ӗҫлени пирки нумай ҫӑхав панӑ. Анчах ӗҫ вырӑнтан та хускалман.
Ҫав вырӑнта полицейскисем тата васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ. Тухтӑрсем лифтра пулнӑ ҫынсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Пӗрин шӑмӑ хуҫӑлма пултарнӑ.
Шупашкарти А. Фучикпа Геннадий Айхи урамӗсене пӗрлештерекен икӗ сийлӗ ҫул-йӗр тӑваткалне тума пуҫланӑ. Ҫурт-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗпе ӗҫлекен хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров хушнипе ӗҫ икӗ сменӑпа пырӗ. Ҫул-йӗр тӑваткалӗ унталла та кунталла та икӗ йӑрӑмлӑ пулмалла.
Ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫламалли хушӑва Герман Александров авӑнӑн 2-мӗшӗнче иртнӗ ятарлӑ пухура пӗлтернӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин район администрацинчен, Кил-ҫурт хуҫалӑхӗпе комуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени ҫыннисем, Шупашкарӑн ҫурт-йӗр фончӗн управленинчен хутшӑннӑ. Пухура «Суор» ТМЯП-ран, Шупашкарти «Газпром газораспределение» АУО-ран, «Коммуналлӑ технологисем» ТМЯП-ран, «Скайлайн» ТМЯП-ран та пулнӑ. Юлашкисем — ҫурт-йӗр хӑпартакансен ӗҫне тӗрӗслесе тӑракансем.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Герман Александров юлнӑ вӑхӑтпа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки чарӑнса тӑнӑ.
Фучикпа Айхи хӗрӗсленнӗ вырӑнта икӗ сийлӗ ҫул тӑваткалне «Суор» ТМЯП тӑвӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле. Пӗтӗмӗшле ӗҫ хакӗ — 350 млн. тенкӗ. Сӑмах май, ҫул тӑваткалне тӑвиччен пушаннӑ 3 ҫурта ишмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |