Республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлӗнче тӗрлӗ социаллӑ объект уҫма кӑна мар, мухтава тивӗҫ тесе шутлакан ҫынсене те чыслать. Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята ӗнер икӗ ҫынна панӑ.
Муниципалитет шайӗнче палӑртакан чи пысӑк хаклава тивӗҫнисенчен пӗри — Флота аталантарассипе ӗҫлекен пӗтӗм Раҫҫейри халӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн тата Шупашкар хула пухӑвӗн Ваттисен канашӗн пайташӗ Роберт Ильяной. Роберт Анатольевич 1975–1982-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн хирурги чирӗсен кафедрин заведующийӗ Владимир Волков та малашне — Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни. Вӑл — профессор, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ тата СССР АСлӑ Канашӗн X-XI созывӗсенчи депутачӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине Мускавпа тата тепӗр авиакомпани ҫыхӑнтарӗ. Вӑл – «Ҫӗнтерӳ» (Победа) ятлӑскер. Компание «Аэрофлот» акционерсен обществин «ачи» тесе хаклаҫҫӗ.
«Ҫӗнтерӳ» Мускавран ҫӗршывӑн харӑсах темиҫе хулине рейссем уҫма шухӑшласа хунӑ. Раҫҫейӗн тӗп хулинчи «Внуково» аэропортран вӑл Кирова, Краснодара, Назране, Саранска тата Шупашкара илсе ҫӳреме тытӑнӗ.
Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара авиарейса юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫасшӑн. Шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах рейссем пулӗҫ. Мускавран самолет 17 сехет те 50 минутра тапранӗ, Шупашкара 19 сехет те 30 минутра ҫитӗ. Каялла кунтан вӑл 20 сехет те 20 минутра хускалӗ, «Внуковӑна» 22 сехетре ҫитӗ. Билет хакне кассӑра ыйтса пӗлмелле.
Шупашкарта пурӑнакан манахиньӑна шыраҫҫӗ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ.
Татьяна Клщеева 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкартан Екатеринбурга тӗн ҫулҫӳревне кайнӑ та ҫухалнӑ. Вӗсен «Ганина Яма» текен вырӑн патне ҫитмелле пулнӑ.
Тӑванӗсем Татьяна Кощеевӑпа ҫыхӑнаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен ӑна тата хӑйне «блаженная София» текен хӗрарӑма ҫурлан 9-мӗшӗнче Магнитогорскра тата Ӗпхӳре курнӑ.
Волонтерсем халӗ хӗрарӑмсем хӑш мӑнастиртен пулнине палӑртаҫҫӗ. Татьяна Кощеева пысӑках мар, ҫӳҫӗ ҫутӑ, хулпуҫҫи таран. Вӑл манашка тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ.
Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ.
Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ.
Шупашкарта хӗресленекен 5 вырӑна лайӑхлатмашкӑн 35 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халӗ хулара ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать.
Хальхи вӑхӑтра Воробьев композиторсен тата Ярославль урамӗсем хӗресленнӗ ҫула ҫӗнетеҫҫӗ. Хула кунӗччен подрядчиксем ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Коммуникацие тата кабель сечӗсене куҫарнӑ ӗнтӗ.
Халӗ ҫул ӗҫченӗсем 160 тӑваткал метрлӑ тротуара хураҫҫӗ. Унтан 250 тӑваткал метрлӑ асфальт ҫула тума тытӑнӗҫ. Унти ҫула сарлакалатмашкӑн хула хыснинчен 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Калинин кӗперӗ 4 йӗрлӗ. Унта урапа нумай ҫӳрет. «Пӑкӑсем» ан пулччӑр тесе ӗнтӗ ҫула ҫӗнетме шутланӑ. Ҫакнашкал ӗҫе кӑҫал Ленин проспекчӗпе Николаев урамӗ, Элкер урамӗпе М.Горький проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта тума палӑртнӑ. Подряд организацийӗсем паллӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫурлан 17-мӗшӗнче ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Ҫитес ҫул хула администрацийӗ ҫул хӗресленекен 9 вырӑна ҫӗнетме палӑртнӑ.
Шупашкар хула кунӗнче карап ӑстине, ӑсчаха, академика, Пӑрачкав ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов администрацинче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасем килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫав шутра карап тӑвакансемпе ӑсчахсем те, хисепе тивӗслӗ ытти ҫын пулмалла.
Алексей Крылов палӑкне тӗп хуламӑрти Юханшывҫӑсен лапамӗнче вырнаҫтармалла. Виҫӗ метр ытла бронза палӑк авторӗ – Салават Щербаков скульптор. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче I Александр патша, космос ракетисен конструкторӗн Сергей Королевӑн, Валентина Гризодубова летчик палӑкӗсене асӑнаҫҫӗ. Алексей Королев палӑкне Мускавра ӑсталанӑ.
Ҫурлан 15-мӗшӗпе 16-мӗшӗсенче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче сывлӑша парӑнтаракансене пӑхса киленме май килӗ. Киленме кӑна мар, сывлӑша ҫӗкленме те май туса парӗҫ.
«Хула ҫине пӗлӗтрен» фестивале хутшӑнакансем Шупашкар ҫыннисене хӑйсен илемлӗ хусканӑвӗ-вӗҫевӗпе савӑнтарӗҫ, шар ҫинче ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗҫ. Ҫав вӑхӑтра концертсемпе конкурссем, куравсем тата аэростатсен каҫхи шоувӗ пулӗ.
Вӗҫев вӑхӑчӗ — ирхи 5 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен тата 17 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен. Ирхине хулана ҫӳл тӳперен сӑнама май килӗ. Тӳлевсӗр мар, паллах, укҫалла. Шупашкара ҫӳлтен темиҫе минут пӑхса киленме 500 тенкӗ тӳлемелле, сехет хушши ярӑнса ҫӳреме — виҫӗ пинрен кая мар. Хӗвел ансан аэростатсем залив ҫинче ҫӗкленӗҫ.
Ярӑнас текенсене 23-51-86 номерпе ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 36-52-46.
Шупашкарти хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе канашлу иртнӗ. Унта электротранспорт маршручӗсене оптимизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Унта хутшӑнакансем 6, 12, 19 тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене пӑхса тухнӑ. 12-мӗш маршрута ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫити тӑсма пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бальварӗ тӑрӑх Мир проспектне тухса Иван Яковлев проспектне ҫитмелле, унтан хӑйӗн маршручӗпе каймалла. Ҫапла улшӑну та кӗртме пултарӗҫ.
19 тата 20-мӗш троллейбуссене Мир проспекчӗпе хире-хирӗҫ ҫавран яма пултарӗҫ. Кун пирки Шупашкар администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Раҫҫейӗн Геройӗн Леонид Константиновӑн ятне панӑ.
Леонид Константинович Йӗпреҫ районӗнчи Липовка ялӗнче 1961 ҫулта ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ингушетинче вилнӗ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, подполковник ятне илнӗ, 1-мӗш класлӑ ҫар летчикӗ. Сызраньти летчиксен ҫарпа авиацин аслӑ училищине 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Раҫҫейӗн погранслужбин Ҫурҫӗр Кавказ регион управленийӗнче уйрӑм авиаполк эскадрильин командирӗ пулнӑ. Афганистанри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, Ҫурҫӗр Кавказри контртеррористла операцие. 2001 ҫулта вӑл тытса пыракан РФ Патшалӑх Думин депутачӗсемлӗ вертолета боевиксем персе лектернӗ. Юн юхтараканскер хӑрушсӑр вырӑна илсе тухса экипаж пайташӗсене тата пассажирсене ҫӑлса хӑварнӑ. Хоспитале илсе кайнӑ чух сурана пула вилнӗ.
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне тӗрлӗ программӑпа палӑртӗ. Йӑлана кӗнӗ концертсемпе куравсемсӗр пуҫне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мероприятисем кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» йышшисем пурнӑҫа кӗнӗччӗ. Мускаври артистсем килнине те хула ҫыннисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ. Кӑҫалхи уявра джигитовка кӑтартма палӑртнӑ. Вӑл мероприяти ҫурлан 16-мӗшӗнче тӗп хулари Амӑш палӑкӗ умӗнчи лаптӑкра иртмелле. Юланутҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫав кун 16 сехетре паллаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Заимка» турист комплексӗ ҫумӗнчи «Отрадный» лаша спорчӗн клубне ҫӳрекенскерсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Клуб пайташӗсем — 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫул таранчченхи хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫӳрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |