Пӑтӑрмахсем
![]() "У Петровича" кафе Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлӑва ирттернӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра тӳре-шара Раҫҫей кунне епле ирттернине те тишкернӗ. Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑханманнине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑ. Апатлану предприятийӗ унта пырса ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлать иккен Сергей Неяскин министр. Сӑмах май, кафе йӗрке хуралҫисемпе — полицин участокри пункчӗпе — кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Министр ун пек учрежденисен ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер министр каланипе килӗшнӗ май яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑма хушса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |