Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм наркотикпе айкашакансене хӑйӗн хваттерне тара ярса пурӑннӑ.
Ун пек сиенлӗ йӑла хӑйӗн пулмасан вӗсемпе, тен, ҫыхланмӗччӗ те, анчах ниҫта та ӗҫлемен пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районти хваттере наркотикпе айкашакансене ярса пурӑннӑ. Хӑйӗн утӑмне хӗрарӑм наркотика «хӑрушлӑхсӑр» хатӗрлеме май туса парас тенипе ӑнлантарнӑ.
Шанчӑксӑр хваттере йӗрке хуралҫисем пырса тӗрӗсленӗ те унта шприцсем, наркотик хатӗрлеме усӑ курнӑ савӑт-сапа, хатӗрсем асӑрханӑ.
Ҫапли-ҫапли пуль те, анчах ун пек «ырӑ кӑмӑл» саккунпа килӗшсе тӑмасть ҫав. Наркотикпе тахҫанах айкашакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗчӗк ачаллӑ ҫав хӗрарӑма тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗ 30 ҫул тултарнине уявланӑ.
Ҫынсене урӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине хӑнӑхтарассишӗн тӑрӑшакансене Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова, Атӑлҫи федераци округӗнчи тӗп нарколог Владимир Карпец, Раҫҫейӗн Сывлӑх Сыхлав министерствин Психиатрипе наркологин медицина тӗпчевӗн федераци центрӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Надеждин, химипе токсиологи диагностики енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Сергей Савчук, Тутарстанри, Мари Элти, Киров облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи наркологсем саламлама пухӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑнасем наркологи диспансерне тата унӑн химипе токсиологи лабораторине лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ. Алла Самойлова министр шучӗпе вара республикӑн наркологи служби сиплессипе тата чире палӑртассипе вӑхӑтпа тан пырать.
Хулара ӗнер пулса иртнӗ пулӑма инкек теме те юрать ӗнтӗ. Телее, унта никам та вилмен, сусӑрланнӑ ҫеҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарти троллейбуссем ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ытлах ҫакланмаҫҫӗ. Ку ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушсӑр транспорт шутланать. Анчах хальхинче пӗр пассажир самаях аманнӑ.
12-мӗш маршрутпа пулса иртнӗ ку. Вӑл пынӑ чухнех унтан пассажир тухса ӳкнӗ. Ку «Эльгер урамӗ» чарӑнура авӑнӑн 3-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбус водителӗ варринчи алӑк хупӑ пулнине пӑхса ӗненмесӗрех транспорта хускатнӑ. Алӑк вара уҫах пулнӑ-мӗн. Ҫавна май 65 ҫулти кинемей тухса ӳкнӗ. Унӑн пуҫне амантнӑ. Троллейбус рулӗ умӗнче 37 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни палӑрман.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ ҫӗре куҫнине уявлама кансӗрлесшӗн. Ку шухӑша «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм «Кӑйкӑр» ҫурт-йӗрпе строительство компанийӗнчи хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Тӗп хулари Королев академик урамӗнчи 15-мӗщш ҫуртӑн харпӑрлӑхҫисене авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хваттер уҫҫи парасшӑн-мӗн. Анчах уява хула администрацийӗ пӑсма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хваттер уҫҫине авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче парассине ахальтен суйласа илмен. Вӑл кун Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗ. Чӑваш «кӑйкӑрӗ» ҫав район пуҫаруҫисенчен пӗри пулнине пӗлтереҫҫӗ. Сакӑр хутлӑ ҫурта тӑвасси пирки Шупашкара хула администрацийӗ строительство организацийӗпе тӑватӑ ҫул хирӗлнӗ-судлашнӑ хыҫҫӑн ҫурта туса пӗтернӗ-пӗтернех.
Хваттер уҫҫине панӑ ҫӗре йӗркелӳҫӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьева чӗннӗ. Вӑл пырасси пирки иккӗленеҫҫӗ пулсан, Мускавран йышлӑ хӑнасем ҫитесси пирки татсах калаҫҫӗ. Ҫав шутра Виктор Горбатко тата Виктор Савин летчик-космонавтсене асӑннӑ.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнакан ҫынсем картишре ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклессине хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа суда та ҫитнӗ.
Халӑх ку ыйтупа «Про Город» хаҫата та ҫитнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсен картишне стройка тумалли техника килсе лартнӑ. Ку вӗсене ҫакна хирӗҫлесе урама тухма хистенӗ.
Унта пурӑнакан Дмитрий каланӑ тӑрӑх, стройка лапамне карта тытнӑ. Унта ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленме пуҫламалла-мӗн. Ку стройка йӗркене пӑсать тесе ҫирӗплетет вӑл. Ара, вӑл ҫуртран аякра пулмӗ-ҫке. Анчах ку ҫурт хӑпартакансене пачах пӑшӑрхантармасть. Ҫавӑнпа халӑх хирӗҫ пулса картише тухнӑ та.
Халӑх хула администрацине ҫитни витӗм кӳнӗ. Халӗ объектри ӗҫсене чарнӑ. Тавӑҫ хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫитес вӑхӑтра район судне ярса парӗҫ, унта ку ыйтӑва татса парӗҫ.
Шупашкар хулинче килти профилактори уҫӑлнӑ. Унӑн тӗллевне тӗп хулан Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӗ ҫулланнисен тата сусӑрсен сывлӑхне тытса тӑрассипе тата ҫирӗплетессипе, вӗсен кун-ҫулне вӑрӑмлатассипе сӑлтавлать. Профилактори вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсене, пӗччен пурӑнакансене пулӑшать.
Килти профилакторие центрӑн ҫынсене кӑнтӑрла пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗнче уҫнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Профилакторие ҫӳрекен ватӑсене сиплев физкультури кӗтет, тренажерпа занятисем, ингаляци, курӑк чейӗ, тӑм терапийӗ, скандинави мелӗпе утасси. Юн пусӑмне те виҫеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ватӑсене сӑваплӑ ҫӑлкуҫсене, музейсене, театрсене, кинотеатрсене илсе кайӗҫ. Тата ҫынпа чухне вӑхӑт та хаваслӑрах иртет.
Сӑнсем (7)
Укҫа нихӑҫан та ытлашши мар та, ӑна налук яма шел тесе шухӑшланӑ-ши Шупашкарти строительство организацийӗн ертӳҫисенчен пӗри?
2011–2013-мӗш ҫулсенче вӑл хӑй ертсе пыракан предприятин хуҫалӑхпа укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ пирки налук декларацийӗсенче суя цифрӑсем тӑратнӑ. Пӗчӗклетерех. Ҫавна пула налукне те унӑн сахалтарах тӳлеме тивнӗ. Виҫӗ ҫулта самай тупӑш кӳнӗ ҫапла суйни: 3 миллион тенкӗ кӗсьере юлнӑ.
Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ те, хайхи этемӗн чееленӗвӗ каярах ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе ҫакна тӗпчевҫӗсемпе суд ҫирӗплетсе паман та, анчах полицейскисем пуҫлӑх хыснана 3 миллион тенкӗ тӳлесе ҫитермен тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулин чи управленийӗн ӗҫченӗсем хутсене тӗрӗсленӗ те тӗрӗс мар кӑтартнине асӑрханӑ. Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Мускаври «Домодедово» аэропорта тӗтӗм ярса илнӗ. Ҫавна пула вуншар рейспа вӗҫме хатӗрленекен пассажирсем вӑхӑтра ҫула тухайман.
Аэропортра тӗтӗм сарӑлни пирки тивӗҫлӗ службӑсене паян ирхи 7 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Кӗҫех тӗтӗм сӑлтавне те палӑртнӑ: аэропортра подряд мелӗпе ӗҫлекен Strabag строительство организацийӗн складӗнче пушар тухнӑ, унти тӗтӗм аэропортра сарӑлнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метра лаптӑка ярса илнӗ. Вентиляци тытӑмне лексе тӗтӗм пассажир терминалӗн ҫуртне кӗнӗ. Ҫынсемпе инкек пуласран пассажирсене хӑвӑртрах треминалтан урама кӑларнӑ.
Тепӗр икӗ сехетрен аэропорт йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкара ирхи 9 сехет те 25 минутра тухмалли самолета 11 сехет те 45 минутра ҫула кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 85 ҫул тултарчӗ. Уява унта ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑсчахсене уявпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
— Ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗре эпир сумлӑ ӗҫсемпе кӗтӗмӗр. Пирӗн наука ӗҫченӗсем ӑслӑлӑх ҫӳпҫине капашсӑр пуянлатрӗҫ, чылай тӗпчев туса ирттерчӗҫ, хӑйсен пӗтӗмлетӗвне тӗрлӗ энциклопедипе кӗнекере ҫырса кӑтартрӗҫ. Пирӗн ӗҫсемпе паллашма ют ҫӗршывсенчен те килсе ҫӳреҫҫӗ, — тенӗ институт ертӳҫи Юрий Исаев.
Ӑсчахсене саламлакансем нумай пулнӑ. Ҫав шутра — тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те. Унта 1969-мӗш ҫултанпа вӑй хуракан, чылай вӑхӑт институт пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ искусствоведени докторне Александр Трофимова тата ытти хастар ӑсчаха, сӑмахран, ЧР Вӗренӳ министерстви чысланӑ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 22-24-мӗшӗнсече театр педагогики енӗпе семинар иртмелле. Маҫтӑр-класа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пухӑнӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, семинарта «театр педагогики» дисциплинӑна хӑнӑхтарӗҫ: шкул ачисене культурӑпа, вӗсене Ҫамрӑксене театрӗн репертуарӗнчи спектакльсемпе кӑсӑклантарас меслетсемпе майсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Театр урокӗсем йӗркелеме вӗрентӗҫ. Семинара шкулсенчи учительсене тата тетартпа кӑсӑкланакан ытти мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
«Ачасем театра ҫӳреме кӑмӑлламаҫҫӗ. Ку ыйтупа ӗҫлемелле. Унпа теартсен тимлемелле. Ачасем театра юратчӑр, ӑнланччӑр, туйччӑр», – тесе шухӑшлать семинарта маҫтӑр-класс ирттерекен Ольга Андрейкина.
Тренинга унччен ҫӗршыври 10 ытла хулара ирттернӗ. Ольга Андрейкина пирки каласан, вӑл искусствоведени кандидачӗ, Театр ӳнерӗн патшалӑх инстиуттне вӗренсе пӗтернӗ. Театр педагогин ӑсталӑхне вӑл Германире те туптанӑ. Семинара ҫавӑн пекех Ольга Шевнина ача-пӑча психологӗ хутшӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |