Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Александр Доманина тыттарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паянах Олег Николаев тепӗр хушу та кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Игорь Воропаева тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, Игорь Воропаев урӑх ӗҫе куҫнӑ.
Александр Доманин — 57 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл лавкка пуҫлӑхӗнче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче финанс тата экономика енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ, «Чувашкредитпромбанкӑн» президенчӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ.
Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ.
Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти икӗ хӗре спайс сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем ӑна пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗрсем Шупашкар хӗрринче 10 пӗчӗк хутаҫа тултарнӑ спайс илнӗ. Пӗтӗмпе – 6 грамм. Наркотике унта вӗсен сообщникӗсем хунӑ. Вӗсемпе хӗрсем электронлӑ майпа ҫырӑннӑ.
Шкул ачисене ҫав кунах полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисем спайса туртса илнӗ. Хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма ярса парӗҫ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш троллейбус расписанине каллех улӑштарнӑ. Рейссен шутне те улшӑнусем кӗртнӗ.
Малашне троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пар керменӗ патӗнчен 6:28, 6:43, 6:58, 7:13, 09:03, 09:23, 09:43, 10:0315:07, 15:34, 15:59, 16:22, 17:48, 18:12, 18:37 тата 19:04сехетсенче тапранса кайӗ.
Шупашкарта «Университет» чарӑнуран троллейбус 7:45, 8:05, 8:28, 8:45, 13:55, 14:20, 14:45, 15:08, 16:24, 16:46, 17:15 тата 17:45 сехетсенче хускалӗ. Пассажирсем транспорт ӑҫта ҫитнине йӗрлеме пултарччӑр тесе маршрута интерактивлӑ карта ҫине кӗртнӗ. «Умный транспорт» (чӑв. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 100-мӗш троллейбус курӑнмасть тӗк ӑна ҫӗнӗрен лартма сӗнеҫҫӗ.
Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ.
«Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ.
Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн.
Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ.
Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти 31-мӗш шкулта Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ертсе пыракан пӗрремӗш кадет класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет.
Ҫак кадет класӗнче вӗренекенсем, 5-мӗш классем, присяга тытнӑ. Тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама, педагогсемпе наставниксем ыйтнине яланах тӳрре кӑларма тупа тунӑ ачасене «Юнармия» юхӑман пайташӗсен удостоверенине панӑ.
Ҫак класра вӗренекенсем 11-мӗш класчен истори, обществознани, правоведени предмечӗсене тарӑннӑн вӗренӗҫ.
Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ.
Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ.
Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пыракан планеркӑра Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв пирки калаҫнӑ. Унта хутшӑнакансем пулӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменне тата «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексне уяв тӗлне юсаса ҫӗнетмелле.
Олег Николаев кун валли укҫа тупмаллине, тӗп хуламӑрти ҫак паллӑ вырӑнсене илем кӗртмеллине палӑртнӑ.
П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне 1965 ҫулта хута янӑ. Ӑна халӗ юсаса ҫӗнетмелле. Ун ҫывӑхӗнчи асӑну комплексне унпа пӗрлех хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.
Раштавӑн 24-мӗшӗнче 23 сехет те 29 минутра Шупашкарти Лумубма урамӗнче «Тойота» водителӗ урӑх водитель унӑн килӗ умӗнче (лешӗ унта пурӑнмасть) машина лартнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Хайхискер тарӑхса кайнипе ӑна тӗксе янӑ, унтан кӗреҫепе кӗрслеттернӗ. Лешӗн кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем юлнӑ. Вӑл полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Анчах участковӑй пуҫиле ӗҫ пуҫарман, ҫапакан ҫынна палӑртайман, унран ыйтса пӗлмен имӗш.
Хур тӳснӗ арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство ку ыйтӑва полицин 2-мӗш уйрӑмне ярса панӑ. Паян полици ку материал тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |