Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑл юханшывӗнче, пӑр ҫинче, ҫамрӑк ҫынсем ярӑннине асӑрханӑ. Хайхискерсем пӑр катӑкӗ ҫине тӑнӑ та ишнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫав икӗ каччӑна асӑрханӑ. Ҫав самантра пӗри тусне патак тӑсса панӑ та вӑл ҫыран хӗррине тухнӑ. Александр Лесников ҫӑлавҫӑ тепӗр ҫамрӑка пулӑшнӑ, ӑна та ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Анчах ҫав каччӑсем камсем пулнине палӑртайман – вӗсем тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма юрамасть. Ку инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
Шупашкар хули хитреленсе, капӑрланса пырать. Кӑҫал тата республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫавна кура та пулӗ Шупашкара чӑвашлӑх сӑнӗ кӑштах пулин те кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Мускав ҫыранӗ хӗрринче чӑваш орнаменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗринче ҫавна хурласа ҫырнӑ.
Чӑваш орнаменчӗсене 5 таран вырнаҫтарнине палӑртнӑ унта. «Вӗсем пурте пӗрех, пӗри ҫеҫ кӑшт пӗчӗкрех курӑнать. Вӗсене пӗр тӗлте ҫавӑн чухлӗ мӗншӗн вырнаҫтарнине ӑнланмастӑп. Атӑл хӗрринчи килӗшӳллӗ-ха. Ҫуртсем умӗнчисем патне тӑрса кам сӑн ӳкерӗнӗ?» — тенӗ унта.
Лакрей паркне, «Дорисс» парка, Кадет паркне пӗрер орнамент вырнаҫтарсан килӗшӳллӗрех пулатчӗ тенӗ.
«ПроГород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх халӑх пасарта кӗрпе туянасшӑн хыпӑнать. Ҫавӑн пекех сахӑр илме пынисем те сахал мар.
«ПроГорода» вырнаҫтарма панӑ видео авторӗ Хевеш пасарӗнче кӗрпе таврашне хӗвӗшсех туянннине виҫҫӗмӗш кун сӑнать. Хӑшӗ-пӗри тавара михӗпех илет.
Коронавирус сарӑлса пынӑҫемӗн халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пуҫланӑ. Кунашкал лару-тӑрӑва пасарсенче кӑна мар, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккисенче те кураҫҫӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1,4 пин ача валли ача пахчисенче вырӑн ҫитмест. Темиҫе ҫултан халь хута каякан шкулта та вырӑн ҫитмӗ. Сӑмах май, вӑл Шупашкарти чи пысӑк шкул пулӗ – 1600 ача валли. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Микрорайонта 9 пин ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ – ачасем.1-7 ҫулсенчи ачасем – 2300 ытла. Унта хальлӗхе 4 ача пахчи хута янӑ, пӗтӗмпе – 810 вырӑнлӑх. Эппин, 1,4 пин ача валли хальлӗхе вырӑн ҫук.
Ҫавна май микрорайонта тата ача пахчисем тӑвасшӑн. Застройщик тепӗр икӗ ача пахчи тӗлӗшпе проект хатӗрлеме палӑртнӑ. Ку кӑна мар, тепӗр шкул валли те проект тӑвӗҫ. Палӑртмалла: халӗ хӑпартакан шкула ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли уҫмалла.
Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта FM-хумсем ҫинче «Радио Книга» (чӑв. «Радио Кӗнеке») радиостанци ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл лицензие 2016 ҫулхи ҫуллах илнӗ.
Радио эфирӗнче кӗске калавсем, кӗнекери сыпӑксене вулаҫҫӗ. Кӗнекесем, авторсем, сӑнарсем, ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртни пирки каласа кӑтартакан кӗске программӑсем те пур.
Радио ӗҫченӗсем итлекенсене кӗнекесемпе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн, кӗнекесем вулани кӑсӑклӑ ӗҫ пулнине кӑтартасшӑн. Эфира тухакан кӑларӑмсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗ.
Шупашкарта коронавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе массӑллӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче афишӑсене пуҫтарса хунӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, палӑртнӑ тӑрӑх, концертсем ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулмӗҫ. Кононавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне те ирттермесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна юпа уйӑхӗ ҫине куҫарнӑ.
Каласа хӑварар: паянхи кун тӗлне Раҫҫейре 114 ҫын ҫак инфекицпе чирленӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет те 45 минутра Тӑвай районӗнче авари пулнӑ. 103-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ шӑпах ҫав ҫулпа утнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Авари вӑхӑтӗнче автобус водителӗ урӑ пулнӑ.
Шупашкарта та ҫав кун ҫынна машина ҫапса кайнӑ. 59 ҫулти арҫын «зебра» урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине «Калина» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Водитель хӑйех арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр хулара причалсем тума палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ӗҫе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче пуҫӑнасшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакӑн пирки Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулусенчен пӗрин вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ӗҫлӗ ирхи апатра пулнӑ. Ӑна никама пӑхӑнман общество организацийӗ — Менеджерсен ассоциацийӗ — йӗркеленӗ.
Олег Николаев Чӑваш Ен хамӑр ҫӗршыври туристсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисене те илӗртессе шанать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Енӗмӗр — тӗлӗнмелле регион, унӑн культури хӑйне евӗр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тата илӗртӳллӗрех пулса тӑрӗ.
«Шупашкарсӑр пуҫне пирӗн интереслӗ вырӑнсем татах пур: Куславка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр. Вӗсем кашниех хайне евӗр. Кӑҫал эпир Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал стенкисем тума пуҫласшӑн», — тенӗ Олег Николаев.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ пулассине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫулталӑка пӗтӗмлетӗвӗ Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртмеллеччӗ. Унта районсемпе хуласенчи шкулсенче, пултарулӑх ҫурчӗсенче, музейсенче, клубсенче, вулавӑшсенче, архивсенче, таврапӗлӳ ӗҫӗпе тимлекен ытти учрежденипе организацире тӑрӑшакансене йыхравланӑччӗ. Анчах вӑл пуху пулмӗ. Ҫакӑн пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева паян Фейсбукра асӑрхаттарнӑ.
«Шупашкарта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ (COVID-19) сарӑлас хӑрушлӑх пуртан Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ каярах иртӗ», — ҫапларах ҫырса хунӑ вӑл хыпарта.
Пухӑва хӑҫан пухӑнассине каярах хыпарлама шантарнӑ.
Ҫитес уйӑхӑн ҫуррисенче пирӗн республикӑра сунар тапхӑрӗ пуҫланӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ. Ҫурхи сунар тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланса ҫав уйӑхӑн 27-мӗшӗччен пырӗ.
Сунара пӑшал ҫакса каяс кӑмӑллисем ятарлӗке халех илме пултараҫҫӗ. Ҫав хутсене ырантан, пуш уйӑхӗн 18-мӗшнчен, Чӑваш Енӗн Чӗрчунсен тӗнчине тата ятарласа сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене упрассипе ӗҫлекен дирекцийӗнче пама пуҫлӗҫ. Асӑннӑ дирекци адресне те пӗлтерер. Вӑл Шупашкарти Мир проспектӗнчи 90-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Сунара кайма ирӗк илме унта 207-мӗш пӳлӗме каймалла.
Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствин сайтӗнче сунар йӗркипе тӗплӗн паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |