Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Статистика

Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал 30 пин ҫынна юханшыв трамвайӗпе турттарнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ.

Пассажирсене турттаракан юханшыв транспорчӗ «Шупашкар – Сосновка поселокӗ» маршрутпа ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшнчен ӗҫлеме тытӑннӑ, «Шупашкар – Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж» маршрутпа — утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен.

Юханшыв портне тӑкаксене саплаштарма Шупашкар хула администрацийӗ 7,9 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, тепӗр 7,8 миллион тенке республика хыснинчен хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ май пулакан тӑкаксем валли уйӑрнӑ.

Йӑлӑма 10 пин ытла пассажир кайнӑ, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляжа — 20 пин ытла.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын нумай хутлӑ хваттер чӳречинчен ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку ӗнер 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 28-мӗш ҫуртӑн 39-мӗш корпусӗнчи 13-мӗш хутран арҫын аялалла персе аннӑ. Вӑл 35 ҫулта пулнӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ.

РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66592
 

Вӗренӳ

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентернине, ҫавна май прокуратура тӗрӗслев пуҫарнине паян эпир пӗлтернӗччӗ.

Шупашкарти 56-мӗш шкулта вӗрентекенте ӗҫлекен хӗрарӑм-учитель 5-мӗш класс ачисене «йӳнӗ» пушмак тӗпӗпе вараланӑшӑн тата апат ҫинӗ чух тирпейсӗр пулнӑшӑн темтепӗр каласа пӗтернӗ. Вӗсене вӑл, сӑмахран, ҫын шучӗпе тӑранса пурӑнакансем тата чухӑнсем тенӗ.

Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗрентекене выговор панӑ. Учитель шкултан кӑларса яма ыйтса хӑй кӑмӑлӗпе заявлени ҫырнӑ.

Ыран вара хулари мӗнпур шкулта канашлусем ирттерӗҫ, педагогсене хӑйсене епле тытмаллине ӑнлантарса парӗҫ.

 

Тӗн

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗпе Савватийпе тӗл пулнӑ.

Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владыка Чӑваш Енре юлашки темиҫе уйӑхра ырӑ улшӑнусем пулса иртнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ене эпӗ нарӑс уйӑхӗнче килнӗччӗ. Унтанпа республика тата ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ», – тенӗ вӑл.

Олег Николаев экономикӑна аталантарассишӗн кунсерен тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнни ҫеҫ мар, вӗсен чунӗнче канлӗх хуҫаланни те пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.

 

Вӗренӳ
journaltdn.ca сӑнӳкерчӗкӗ
journaltdn.ca сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентерсе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах пирки малтан тӗнче тетелӗнче, кайран МИХсенче пӗлтернӗ. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем шкулта вӗрентӳ ҫинчен калакан саккуна епле пӑхӑннине тата педагог хӑйне чӑнахах та килӗшӳсӗр тытнине палӑртӗҫ. Ачасене вырӑс чӗлхипе литературин тӗнчине илсе кӗртекен ҫын вӗренекенсене класри тасамарлӑхшӑн ятланӑ май кӳрентермелле сӑмахсемпе кӑшкӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑл хӑйне шанман, автомобиле суйлама профессионалсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑ. Пӗлтерӗве хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Пулӑшма килӗшекен «ырӑ автоэксперт» кӗҫех тупӑннӑ. Вӑл пулӑшушӑн тата пулас тӑкаксемшӗн 20 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах пулӑшакан ҫын тек сасӑ паман, тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн пӗлтерӗвне хуратнӑ.

Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем шанчӑксӑр ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫарса пама сӗнмеҫҫӗ.

 

Экономика

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларӗ. Ҫакӑн пирки авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикине «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн генкюеральнӑй директорӗ Дмитрий Рогозин килсен калаҫса татӑлнӑ. Ырӑ хыпара корпорацин пресс-служби пӗлтернӗ.

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» заводра пулнӑ чух Дмитрий Рогозин асӑннӑ предприятин хӑватне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май енсем савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларма тытӑнассине тишкернӗ, ӗҫе пуҫӑнма май пуррине палӑртнӑ.

 

Культура

Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова килнӗ. Республикӑна килсе ҫитнӗ каҫхине вӑл Хӗрлӗ лапама кайса курнӑ. Шупашкарта пилӗк ҫул каялла пулнӑранпа хула тӗпрен ылмашнине палӑртнӑ вӑл.

Мускавран килнӗ ҫынна сайра тӗл пулакан реликвариум – уҫӑ тӳпе айӗнчи музей — уйрӑмах тыткӑнланӑ. Вӑл Шупашкар тата тӑван халӑх историйӗпе паллаштарать. Чӑваш халӑхӗн тымарӗсем патне илсе каякан коллекцие урӑх ниҫта та курманнине палӑртнӑ Ярилова. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ.

Паян Ольга Ярилова Шупашкар хулин 550 ҫулне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас енӗпе пуҫарнӑ йӗркелӳ комитечӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне хутшӑннӑ.

 

Тӗн

Чӑваш Ен митрополине Савватий ертсе пырассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл унччен Улан-Удэ тата Буряти митрополине ертсе пынӑ.

Савватий владыка Шупашкара килнӗ ӗнтӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул синче 18 сехет пулнӑ. Чӑваш Ене вӑл ӗнер каҫхине Мускавран «Победа» авиарейспа ҫитнӗ. Мускава вӑл ӗнер ирхине Улан-Удэрен вӗҫсе килнӗ.

Аса илтерер: Савватий Шупашкарта ҫуралнӑ, 2009 ҫулта Бурятире ӗҫленӗ, унти епархие ертсе пынӑ. Кайран тин кӑна йӗркеленӗ Буряти митрополин пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.

Савватий ку шӑматкун 16 сехетре тата вырсарникун ирхи 8 сехетре Веддени кафедра соборӗнче служба ирттерӗ.

 

Культура

Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Ирина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) шоуна хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ кӑларӑма ӗнер кӑтартрӗҫ.

Ирина Сергей Бодров актера вӑл вилнӗ пулсан та юратса пурӑннине пӗлтерчӗ. Маларах хӑй те режиссер пулас тесе театр режиссерӗ пулма вӗреннӗ тесе ӗнентерчӗ. Унсӑр пуҫне илем конкурсӗсемпе кӑсӑкланнӑ, кондитера, видеооператора, визажиста т.ыт.те вӗреннӗ. Кӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Роза Сябитова тӗрлӗ курса ҫӳресе мӗншӗн укҫа тӑкакланинчен тӗлӗнчӗ. Ирина халӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан пулса Мускавра тӑрӑшать.

Кӑларӑма Шупашкар хӗрӗ 26 ҫулти каччӑпа паллашма пынӑ. Удмурт Республикинче ҫуралнӑ, Краснодарта пропискӑра тӑракан, Мускавра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ урӑх хӗре суйларӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, 389, 390, [391], 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, 400, 401, ... 1078
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем