Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Спорт

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская

ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ.

Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ.

Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ.

 

Хулара
Яндекс. Карт сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс. Карт сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗ хулара общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ҫӗнӗ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫавна май патшалӑх закупкисен сайтӗнче лот уҫнӑ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 8 999 991 тенкӗ.

Хула администрацийӗ алюмини профилӗнчен хатӗрленӗ, 6-8 милимметр хулӑнӑш кантӑклӑ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Унта йывӑҫ сак лартмалӑх вырӑн та пулмалла. Саксем ан нӳрелччӗр тесе ятарлӑ сӑрӑпа сӑрламалла.

Аукцион нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Подрядчике суйласан, килӗшӳ алӑ пуссан павильонсене 25 кунра вырнаҫтармалла.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнчен правасӑр ҫамрӑк водителе тытса чарнӑ.

ҪҪХПИ инспекторӗсем Лакрей вӑрманӗ патӗнче «Хендай» пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине асӑрханӑ. Хайхискере вӗсем чарӑнма ыйтнӑ, анчах лешӗ хӑнк та туман – малалла вӗҫтернӗ. Инспекторсем ӑна хӑвалама пуҫланӑ.

20 ҫулти водитель сехетре 150 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ. Буртас урамне ҫитсен вӑл руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Салонра водительсӗр пуҫне икӗ пассажир пулнӑ. Юрать, нихӑшӗ те аманман.

Машина пӗр пассажирӑн ашшӗн-мӗн. Руль умне вара 20 ҫулти ҫамрӑк правасӑрах ларнӑ, унӑн ку документ пачах пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/62747
 

Политика

Ҫынсен пӗр ушкӑнӗ нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Борис Немцева аса илсе Шупашкарти тӗп урамсем утма палӑртнӑ. Ку ыйтӑва хула администрацине ярса панӑ. Анчах ку ыйтӑва тивӗҫтермен: саккунпа килӗшӳллӗн, Ленин проспектӗнче тата К.Маркс урамӗнче унашкал мероприятисем ирттерме юрамасть.

Тӳре-шара Борис Немцева масар ҫинче, политика репрессийӗсенче вилнӗ ҫынсене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче, (вӑл Б.Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ) ирттерме сӗннӗ. Семен Кочкин хастар кунпа пачах килӗшмест. Вӑл хирӗҫ ҫӑхав ҫырнӑ. Семен Кочкин ӗнентернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче мероприяти пулать, анчах масар ҫинче мар.

Сӑмах май, Борис Немцева 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра вӗлернӗ.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн ятне панӑччӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Халӗ шкул умне МИ-8 вертолет вырнаҫтарма йышӑннӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, вертолета шкул умне ҫулла лартӗҫ. Шкул Кӑкшӑм урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна 1984 ҫулта уҫнӑ.

Палӑртмалла: Николай Гаврилов – пирӗн ентеш. Вӑл 2010 ҫултанпа Раҫҫейри хӑрушсӑрлӑх федераци службин авиаци управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ ачана тупма пулӑшнӑ. Полицейскисем ӑна куншӑн тав тунӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Иван Яковлев проспектӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрачана асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ. Хӗрарӑм иртсе кайман, хӗрача патне пынӑ.

Ҫак хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ шыранӑ-мӗн. Ачана ҫемьене тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма вара ачана ҫемьене таврӑнма пулӑшнӑшӑн полици полковникӗ Марат Михайлов чечек ҫыххи тата парне парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62716
 

Республикӑра
«Лиза Алерт» сайтри сӑн
«Лиза Алерт» сайтри сӑн

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫ хыҫҫӑн киле утнӑ. Хайхискер тӗттӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ. Малтанах пыма хӑранӑ, кайран ҫав ҫын старик пулнине ӑнланнӑ та мӗн пулнипе кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ватӑ ҫын шӑнса кӳтнине палӑртнӑ. Вӑл кам пулнине палӑртайман, ҫавна май ӑна сӑн ӳкерсе «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав ушкӑнне ярса панӑ.

Кӑштахран старик ӑҫта пурӑннине палӑртма май килнӗ. Арӑмӗ упӑшки киле час таврӑнайманшӑн пӑшӑрханнӑ. Арҫын ирхи 10 сехетре уҫӑлма тухнӑ, хулан тепӗр вӗҫне темле майпа ҫитнӗ. Арӑмӗ мӑшӑрне курсан питӗ савӑннӑ.

 

Республикӑра
https://www.instagram.com/ladykov_official/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.instagram.com/ladykov_official/ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫейӗн Геройӗн, герой-авиаторӑн, генерал-лейтенантӑн, Чӑваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин Николай Гавриловӑн ятне панӑ.

Шкул ертӳҫисем ку сӗнӳпе Николай Гаврилов патне ҫитнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен те ҫавӑн пек ыйтнӑ вӗсем.

Асӑннӑ шкулта 5 кадет класӗ. Унта «Кадетские сердца» (чӑв. Кадет чӗрисем) проект пурнӑҫа кӗрет. Малашне шкулта авиаци енӗпе вӗрентме пуҫласа техника дисциплинисене тарӑннӑн ӑша илтерме пуҫласшӑн.

Николай Гаврилов Афганистанра пулнӑ. 2000-е яхӑн ҫар вӗҫевӗнче пулнӑ.

Николай Гаврилов ячӗпе Канаш районӗнчи

Янкӑлч ялӗнчи та шкул хисепленет. Николай Гаврилов ҫав тӑрӑхран, вӑл унта вӗреннӗ.

 

Республикӑра
Александр Доманин. Pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Доманин. Pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Александр Доманина тыттарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Паянах Олег Николаев тепӗр хушу та кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Игорь Воропаева тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, Игорь Воропаев урӑх ӗҫе куҫнӑ.

Александр Доманин — 57 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл лавкка пуҫлӑхӗнче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче финанс тата экономика енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ, «Чувашкредитпромбанкӑн» президенчӗ пулнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ.

Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ.

Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, [398], 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, ... 1040
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
130
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
77
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем