Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ. 14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |