Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.