Чӑвашсем ӗлӗк хӑйсен йӑли-йӗркине тытса пынӑ. Кӗркунне ӗҫсем вӗҫленсен халӑх Кӗр сӑрине уявланӑ. Шел те, ку уява халӗ чылайӑшӗ аса илмест.
Красноармейски районӗнчи Алманчри культура аталанӑвӗн центрӗнче вара ӑна театрализацилесе кӑтартнӑ. Кӗр сӑрине курмашкӑн ваттисем те, ҫамрӑккисем те пухӑннӑ.
Сцена ҫинче культура ҫурчӗн, вулавӑш ӗҫченӗсем, «Мерчен» тата «Алманч кукамайӗсем» фольклор пӗрлешӗвӗсем тухнӑ.
Уява чӑвашсен авалхи «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. Кӗр сӑрине сцена ҫинче кӑтартнӑ, ун хыҫҫӑн артистсем халӑх патне аннӑ. Ҫапла майпа сӑра тата ҫӗнӗ тыр-пул уявне халӑх та хутшӑнма пултарнӑ.
Сӑнсем (16)
Красноярск енӗн 80 ҫулхи юбилейне халалласа вӑл тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Ӑна чӑвашсемпе пӗрлех унта пурӑнакан вырӑссем, белоруссем, тутарсем, украинецсем, поляксем, хакассем, эстонецсем тата ытти халӑх ҫыннисем уявланӑ.
Ҫанталӑк сулхӑннине пӑхмасӑрах уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унта Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗсем Вероника Тимофеева ертӳҫӗпе пырса ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне Кемӗр, Томск облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри, Хакас Республикинчи, Тыва Республикинчи чӑвашсем ҫитнӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла пуҫланнӑ. Наци тумӗсене тӑхӑннӑскерсем вӑйӑ картине тӑнӑ, уява пухӑннисене те йыхравланӑ.
Уява ирттерме Красноярск крайӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн Боев пилленӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, край кӗпӗрнаттӑрӗн общество ҫыхӑнӑвӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рашит Рафиков, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских, Козульски район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Аксентий, Красноярск крайӗн Гражданла ассамблейин канашӗн ертӳҫи Алексей Менщиков, нацисем хушшинчи культура центрӗн пуҫлӑхӗ Валентина Зорина тата ыттисем саламланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче асӑннӑ ятлӑ ялсен уявне йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ уява республикӑри ҫавӑн ятлӑ мӗнпур уява пухасса шанаҫҫӗ. Хальлӗхе унта ҫитейменнисем те пулнӑ иккен-ха. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫавӑн ятлӑ ялсем унта хутшӑнмасӑр юлнӑ. Анчах килес фестивале вӗсем хутшӑнас кӑмӑллине пӗлтернӗ иккен.
Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» таврапӗлӳ словарьне тишкерсен Вӑрманкасси ятлӑ ялсем Чӑвашра — 13. Красноармейски тата Муркаш районӗсенче ҫавӑн ятлисем виҫшер, Шупашкар районӗнче — иккӗ, Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче — пӗрер. Вӑрман тата Вӑрманкас сӑмахпа пуҫланакан ялсем те пур. Вӗсем — тӑватшар.
Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнчи Любимовка ял уявне паллӑ тунӑ. Ял пуҫланса кайнӑранпа 220 ҫул ҫитнӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Е.Лебедев хутшӑннӑ.
Сыреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Аверьянова кӑҫал тунӑ ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Сергей Мухоморов район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тавне тивӗҫнӗ.
Уявра Николай Лоскутовӑн «Повесть о Любимовке и ее людях…» кӗнекине хӑтланӑ. Унта автор 60 ытла очерк ҫырнӑ.
Кун хыҫҫӑн уява концерт тӑснӑ. Сцена ҫине «Шумерлиночка» халӑх ансамблӗ тухнӑ. Вӗсем юрланӑ кӑна мар, сӑвӑсем, юптарусем те вуланӑ.
Сӑнсем (33)
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ кашни ҫул авӑнӑн 26-мӗшӗнче ял кунне уявлать. Ӗлӗк ҫак кун ялӑн чиркӳ уявӗ шутланнӑ. Пӗлтӗр шӗнерпуҫсем кивӗ чиркӳ вырӑнӗнче ҫӗннине хута яма пуҫланӑ.
Уявра 13 сехетре купалама пуҫланӑ чиркӳ умӗнче кӗлӗ иртнӗ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вячеслав Сергеев уява уҫнӑ.
Мероприятие Шӗнерпуҫри тата Ӗсмелти Культура, информаци тата туризм центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑснӑ. Ӗсмелти (Октябрьскинчи) «Ритм» пултарулӑх ушкӑнӗ тата Ҫичӗпӳртри «Кадриль» ташӑ ушкӑнӗ те сцена ҫине тухнӑ.
Уявра чиркӗве хӑпартас ӗҫе хастар хутшӑннӑ ҫынсене хисеп грамотисемпе чысланӑ. Куракансем хӑйсем те сцена ҫине тухса чӑваш ташшине ташлама пултарнӑ. Халӑх пӗрле ларса такмаксем каланӑ, купӑста кукӑлӗпе хӑналаннӑ. Уяв салютпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (30)
Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн.
Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ.
Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Ҫуралнӑ куна ял шӑматкун паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.В. Климкин уҫнӑ. Ял халӑхне саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г. Романов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Романов шучӗпе ку ялӑн мухтанмалӑх сӑлтавӗ пур: унӑн кун-ҫулӗ пуян, ҫыннисем мухтавлӑ. Ял ҫултан ҫул аталанса пырать тесе шухӑшлать иккен район администарцийӗн пуҫлӑхӗ. Чӑн та, унта ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ, 80 вырӑнлӑх ача пахчи туса лартнӑ. Яла хӑтлӑх кӗртнӗ май вӑл сарӑлса пырать иккен.
Ҫак ялти Денис Апраскин ятлӑ тӑлӑхшӑн ялӑн 250 ҫулхи уйрӑмах асра юлӗ. Ӑна ҫӗнӗ хваттер уҫҫи тыттарнӑ.
Уявра концерт, тӗрлӗ чыслав тата ытти те пулнӑ.
Сӑнсем (65)
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ.
«Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ поселокӗ ял уявне пухӑннӑ. Мероприятие «Шуҫӑм» ансамбль уҫнӑ. Концертра Ольга Николаева, Нина Владимирова, Надежда Мартынова, «Вдохновение» ансамбль юррисем янӑранӑ.
Ҫӗнӗ поселок — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Вӑл вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта 34 кил, 85 ҫын пурӑнать. Поселок вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса кайнӑ. 1957 ҫулта кирпӗч заводне хута янӑ. 1968 ҫултанпа Канаш хулинче 9-мӗш класра вӗренекенсем вӑрманта палаткӑсенче пурӑннӑ, кирпӗч цехӗнче практика тухнӑ. Анчах Совет Союзӗ арканма тытӑнсан завод хупӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Александр Макаров халӑха хӑйӗн юррисемпе савӑнтарнӑ. Ташӑ каҫӗ ирччен тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (24)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |