Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Кӗрхи уяв — Кӗр сӑри

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.10.2015 17:51 | 8519 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл.

Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ. Унтан хулаш варринчи ҫавра шилӗк ҫине хӑпарса Ҫӑкӑр касрӗҫ, Пичке пуҫларӗҫ, ҫичӗ метр ҫӳллӗш Асӑну юпи лартрӗҫ, вара халӑх юрларӗ-ташларӗ, кашни стан кӗреки умне пухӑнса кӗр-кӗрлесе сӑйланчӗ.

Кунти халӑх хирти ӗҫсене пӗтерсен авалтанпах юпа е чӳк уйӑхӗнче Кӗрсӑри ирттернӗ. Кӗр мӑнтӑрӗпе сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, автан е чӑхӑ пусса, тӑвансене пӗрле пухса канашланнӑ, хӑналаннӑ. Эпӗ ӳснӗ вӑхӑтра кӗрсӑрине «колхоз ӗҫки» тетчӗҫ.

Кӗрсӑри вӑл ӗҫкӗ-ҫикӗ кӑна мар. Вӑл хӗле мӗнле кӗтсе илнине тӗрӗслемелли сӑлтав та. Ун умӗн карта пӑттисем, килйыш пӑттисем тумалла, унтан тин Кӗрсӑрие каймалла, тетчӗҫ. Кил-ҫуртра, хуралтӑ витесенче ҫине тӑрсах «ӑшӑ тытаттӑмӑр» — шӑтӑк-ҫурӑка саплаттӑмӑр, тӑпрас купалаттӑмӑр. Колхозра вара ҫуна-урапана, сарайсемпе витесене, садсемпе утарсене, кӗлетсемпе ампарсене, пӗтӗм хуҫалӑха тӗрӗслесе тӳрлетнӗ.

Тӑван тавралӑха, кил-ҫурта тирпейлесси халӗ те куллен пулса пырать. Ҫапах та, ӗлӗкхи чылай нуша хыҫа юлчӗ. Ӗҫлеме кӑна мар, канма-савӑнма та, ӑс-хакӑлпа пултару ӑсталӑхне туптама та майсем пур ӗнтӗ. Лӳппер чирне сирме, хастартарах пулма вӑй-хал кирлӗ кӑна! «Эй тата! Тупнӑ кӗрсӑри!» текенсем те пулчӗҫ Вӑрман-Ҫӗктер хутлӑхӗн администрацийӗнче мухтарсемпе, депутатсемпе пухӑнса калаҫнӑ чухне. Культура ӗҫченӗсемпе вулавӑшҫӑсем, ял мухтарӗсем нумай вӑй хунӑ уява йӗркелеме. Халлӗхе халӑх ӗҫӗнче шкулсен витӗмӗ курӑнмарӗ-ха. Шкулсем ҫутҫанталӑкран, ял пурнӑҫӗнчен уйрӑлсах кайрӗҫ пулмалла. Ҫак ҫитменлӗхе малашне пӗтересех пулать.

Кахалпа сӳрӗкӗн пӑрӑнмалли пин сӑлтав. Ҫӗктерсем, «Шурӑ карташсем» ял уявӗсене хутшӑнманнине ӑнланма пулать. Вӗсем, Атӑл хӗррине аякран килсе вырнаҫнӑ ҫынсем, пирӗн йӑла-йӗркене пӗлмеҫҫӗ. Хорнсорпа Криккакасси, ойкасси-варпоҫсем темшӗн кар пуҫтарӑнса тухайман, сапаланчӑкӑн килсе ҫитнӗ. Вӗсен станӗсем тӗлне кӳршисем йывӑҫ лартрӗҫ, ялӗсен ячӗпе вилнисене асӑнмалӑх тепрер хуран апат ҫакрӗҫ. Кӳршӗ-кӳршех, тепӗр чухне тӑванран та ҫывӑхрах!

Шилӗк ҫинчи Тӗп Кӗрекене ваттисене, аякран килнӗ хӑнасене хӑпартса чысларӗҫ. Илле Волочи Кӗр карчӗ пулнӑ, Поштальонка Соя вара Кӗр карчӑкӗ иккен. Вӗсем тавра йӑлтӑр-ялтӑр, симӗс те сарӑ, кӗрен те хӗрлӗ тумлӑ Кӗр пике ҫӳрерӗ. Ик авӑрлӑ кӗреке куркисене тытса, кӗрекеҫӗсем тенкелсем ҫинчен ҫӗкленчӗҫ те Кӗреке юррине пуҫласа пачӗҫ, вара пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек янӑратрӗ наци гимнне — «Алран кайми аки-сухине».

Хулаш варринчи сарӑ шилӗк ҫинче 16 ял халӑхӗн ӑстисем мӗн-мӗн юрланине, аякран килнӗ хӑнасем уява мӗнле саламланине халӑх тӑранайми итлесе ҫӗкленчӗ, пӗтӗм ырӑ сунӑма «Ҫапла пултӑр!» — тесе йышӑнчӗ.

Пенсионерсен партийӗн ертӳҫи, Елчӗк чӑвашӗ Валерий Сапожников сцена ҫинче ҫак самантра йӗркеленсе кайнӑ «16 ялӑн пӗрлештернӗ хорне» хӑйӗн юратнӑ юррине («Аненне анне тееҫҫӗ») дирижерласа юрлаттарчӗ. Шашкарсем Тимӗр Тяпкин Станьялӗнчи Ваттисен канашӗн ертӳҫине Чаптай Эльмене тата уяв режиссерне, Патӑрьел чӑвашне Эдуард Бахмисова, ытти ҫынсене хаклӑ парнесем пачӗ. Чӑваш халӑх академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин ҫак уява пӗлсе хатӗрленӗшӗн тата тӑван халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн район пухӑвӗн депутатне, Вӑрман-Ҫӗктер хутлӑхӗн пуҫӗ пулнӑ Николай Хорасева тата хулаш хуҫине, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председательне Сергей Сорокина Академи медалӗсене ҫакса ячӗ. Хулаш ҫине лапка юр ҫурӗ, кӗҫех хӗвел пӑхрӗ, сӑвӑ-юрӑ, ташӑ, шӳт чарӑнмасӑр ҫаврӑнчӗ. Уяври тем тӗрлӗ хаваслӑ мереккене ҫырса та пӗтереймӗп. Пирӗн Хравути пуххине сиктерми хутшӑнакан паттӑр ҫын, Ишек патӗнчи Чаканар маттурӗ Николай Фомиряков Асӑну Юпи умӗнче курайпа «Ункӑ урлӑ хуркайӑк вӗҫет» кӗвве чун-чӗрипе тимлесе каланине ҫывӑхран итлесе пӗр савӑнтӑм, пӗр хурлантӑм. Юпа юррисене тахҫан Кӗр ҫурти каҫӗнче итлесе макӑрнӑччӗ эпӗ. Вӗсене халӗ клубсенче, ларма каҫӗсенче пӗрре ҫамрӑксене итлеттерсе пӑхсан сӑваплӑ пулӗччӗ. Ишлей-Шарпаш ялӗсен «пӗрлештернӗ хорӗ» виръялсен авалхи юррисене ятарласа вӗренсен, халӑх умне турисен тумӗпе тухма пуҫласан республикипе палӑрма пултарӗччӗ. Апла тума, паллах, маттур ертӳҫӗ кирлӗ. Ун пекки халлӗхе Шупашкаркасси культура керменӗнче тупӑнаймасть пулмалла-ха... Хыркассинче, Салапайӗнче, Ункӑпуҫсенче, Ҫӳлтикассинче таврипе паллӑ купӑсҫӑсем, юрӑ ӑстисем пур. Ҫавсене пӗрлештерме райпуху депутатне Леонид Захарова, Хыркасси ял мухтарне, музыка шкулӗн директорне Людмила Горшковӑна е ял хутлӑхӗн депутатне Вячеслав Спиридонова ыйтмалла мар-ши.

Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн Шупашкар районӗнчи кураторӗ, Иккасси патӗнчи Шорккаран ятарласа килнӗ Валерий Виноградов ӑсчахпа хулаш тавра ирхи хатӗрленӳ вӑхӑтӗнчех иккӗ ҫаврӑнтӑмӑр. Пӗри те тепри хӗрсе тӑрӑшать. Ҫӳлтикассисем хӗрлӗ палан пахчине кунта куҫарса килнӗ темелле, Салапайсен капӑр купӑстисем карта ҫумӗнче саркаланса лараҫҫӗ, Вӑрманкассем стан пӳрчӗ умне типӗтнӗ пулӑсене шерепелесе ҫакнӑччӗ, Пӑхӑсӑн, апат-ҫимӗҫе пахалакан комисси ҫитнӗ ҫӗре пӗр пулӑ та юлман! Хӑмлаллӑ лайӑх сӑрапа типӗтнӗ пулӑ пит килӗштереҫҫӗ ҫав. Ҫитес Хравути пуххине вӑрманкассен маттурӗ Олег Ерманов пулӑ-сулӑпа та шыв-шур ҫимӗҫӗпе ӑмӑртӑва тухма палӑртса хучӗ. Ку енӗпе вӗсене варпуҫ-ойкас-криккасем ҫӗнтереес ҫук пулӗ. Ҫавӑнпа Мӑнҫултан кӑнтӑр енчисен вӑрман е хир пулӑхӗнчен, аш-пӑшпа, сӗт-турӑхпан пӗҫернипе ӑмӑртсан тӗрӗсрех пулмӗ-и терӗм.

Кайри Ункӑпуҫсем Кӗрсӑрине йышлӑн тухайман, анчах ял чысне тивӗҫлӗ тытрӗҫ. Вӗсем тӗрӗслевҫӗсен шӑнма пуҫланӑ аллисене вучахран кӑларнӑ кӑмрӑклӑ ҫӗрулмипе пӗҫертрӗҫ те, ҫак кӗтменлӗх пурне те савӑнтарса ячӗ. Ҫитес уява ҫӗрулмирен хатӗрленӗ 42 тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе тата Ункӑпуҫсен рецепчӗпе тухма сӑмах пачӗҫ. Хыркассисем, Атӑлъялсем, Кипечкассисем, Станьялсем, Ҫӳлтикассисем, Салапайсем, Шупашкаркассисем кӗрекисене сӗтел ури авӑнмалӑх ҫиме-ӗҫме кӑларса лартнӑччӗ. Унта мӗн-мӗн пуррине сӑнаса тухсан Шелепин «Ҫӗрпӳ пасарӗ» пек поэма ҫырӑнма пултарать. Талантлӑ та ӗҫчен пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем! Мӗн тӗрлӗ кучченеҫ хатӗрленӗ, ҫӗр ҫывӑрмасӑр вӗретнӗ, кун кунласа пӗҫернӗ. Укҫашӑн мар, мухтавшӑн мар. Тата хӑш халӑх ҫапла тума пӗлет-ши?

Апат-ҫимӗҫ пахалакан жюрие кӗртнӗ пирки эпӗ сайра тӗл пулакан авалхи ҫимӗҫсене сӑнаса пытӑм. Анат-Кӗнерсен «Палан пӑттине», Кипечкассисен «Палан нимӗрне», Атӑлъялсен «Кавӑн тинкӗлине», Хыркассисен «Типӗ шарккуне», Атӑлъялсемпе Салапайсен «Хуран куклисене» палӑртрӑм. Сӗт-турӑх апачӗсенчен чӑкӑт нумайччӗ. Ытти хӑйма-турӑх ҫук. Хыркассисен кӑна уйран пурччӗ. Вӑрӑм сӗтелӗ ҫинче катка пек кавӑнсем, ҫӗлен пек хӑярсем, ямшӑк пек кишӗрсем юмахрилле каттаччи чупатчӗҫ. Таҫтан мурне эпӗ кишӗр кукӑлӗ пирки «вӑрҫӑ вӑхӗтӗнче анне ҫапла пӗҫерсе паратчӗ» тесе каларӑм та, мана ҫур кукӑлне вӑйпах парса ячӗҫ. Вӑл кукӑле килтисем те юратса ҫирӗҫ, кишӗрне мӗнле вӗтетнине, ҫӑмартине, ҫуне мӗн чухлӗ янине сӑнаса пӑхрӗҫ. Иккен, мелне пӗлсен, ӳркенмесен, чӑнах та, ҫӗтӗк ҫӑпатаран та техӗм пӳремечӗ тума пулать иккен!

Кӗрпе-ҫӑнӑхран тунӑ икерчӗ, хӑпарту, кукӑль кашнин сӗтелӗ ҫинчех тупӑнчӗ, анчах кӑвас икерчисем, йӑвачасем, салмасем, ҫӳхӳ, качмӑк, юсман тата ытти пачах курӑнмарӗ.

Аш-какайран пӗҫернисем те пӗр евӗрлӗрех пулчӗҫ. Шӑрттан, чашлама, шӳрпе, кукар, аш апачӗ... Ҫӳрме, тултармӑш, тӗлкӗр, тюнтӗк тенисене шырарӑм — тупаймарӑм. Питтиткассисем поход хуранӗпе аш-пӑшран темӗнле вӑрттӑн апат хатӗрлетчӗҫ, анчах вӑл пиҫсе ҫитейменччӗ-ха...

Ку пуҫламӑшӗ пулчӗ. Ҫитес ҫулхи Хравути пуххине кашни ял суйласа илнӗ пӗр-пӗр ретри апат-ҫимӗҫпе тата хӑйсем шутласа тупнӑ «фирменнӑй» рецептпа тухма килӗшрӗҫ.

Кӗрсӑринче сӑра пахалӑхне хаклама хӗн килчӗ. Мӗн тӗрлӗ сӑра ҫукчӗ унта! Эпӗ аннепе пӗрле сӑра пайтах вӗретнӗ. Лаҫри хуран айӗнче виҫӗ талӑкӗпех йӑмра каски йӑсӑрланса выртатчӗ, чансенчи ӑслана хӗртнӗ чулсем ярса сиктереттӗм, ыраш улӑмӗ, хӑмла ҫырли аври тата ытти сиплӗ курӑк витӗр пӗчӗккӗн юхтарса каткана пылланма лартаттӑм. Урпа е ыраш салачӗпе тунӑ сӑрана эпӗ тӳрех уйӑрса илетӗп. Кипечкассинчи 82 ҫулхи Олимпиада Ивановна Виноградова сӑрине Ылтӑн Диплом панӑ пулӑттӑм. Шупашкаркассисен, Ҫӳлтикассисен, Атӑлъялсен сӑрисем те Пӗрремӗш диплома тивӗҫлӗ. Анчах «на вкус и на цвет товарищей нет» тесе ахальтен каламан. Хула сӑрине ӗҫсе ҫӑвар тутине пӑснисем йӳҫек те шӗвӗ сӑрасене мухтаҫҫӗ. Теприсем, ман шутпа, чӑнласа чӑваш сӑрине ӗҫсе те курман. Хӗрлӗ кӑшмантан вӗретнӗ чӳлмек кӑвасне «пылак сӑра» тесе мухтакан та, ура сыппине тытакан юрай кӑрчамине «сахӑр янӑ сӑра» тесе калскан та тӗл пулчӗ.

Сӑра ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑна Малти Ункӑпуҫ ялӗ тухрӗ. Вӗсем 14 тӑхлачӑ тӗрлӗ рецептпа вӗретнӗ сӑра савӑчӗсене йӗркипе лартса тухнӑ. Кам вӗретнӗ, мӗн йышши сӑра, мӗн-мӗн тата мӗн чухлӗ ярса пӗҫернӗ — йӑлтах ҫырса хунӑ, Ӑмӑртура ҫапла пулмалла та. Максӑма, кӑрчама е симпыл сӑрине ыйтмарӑм. Ытти виҫӗ тӗрлӗ сӑрине сыпса пӑхрӑм – ҫутӑ шевле пек «хӗр сӑри» килӗшрӗ, «пыллантарнӑ салат ҫӑри» ҫӑраччӗ, вӑл ӗмӗртен ҫӑкӑр вырӑннех пулнӑ, «хӑмла витерни» вара чехсен 12 градуслӑ сӑринчен кая мар пулӗ терӗм. Чи хаяррине (18 ӗмӗрти рецептпа вӗретнине) ыйтрӑм (вӗсем икӗ тӗрли пулнӑ-мӗн), анчах эпӗ ҫитнӗ ҫӗре юлман та иккен!

Уяв хытӑ кӗрлерӗ. Шилӗк тулли ташлаканччӗ. Сулланакан ӳсӗр ҫын пӗрре те курмарӑм. Кашни ял станӗнчех, кашни ял кӗрекинчех хаваслӑ халӑх юрлани, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни манӑн ватӑ чуна хавхалатрӗ. «Сирӗн кӗрекӗрсем ҫут хӗвеллӗ, мӗнле капӑрлатма пӗлнӗ-ши? Сирӗн кӑмӑлӑрсем пин телейлӗ, мӗнле сапӑрланса килнӗ-ши? — тесе каларӗҫ Салтаккассисем таврари ялсенчен килнисене. — Ай-хай хӑтаҫӑм та тӑхлачӑҫӑм, Эсир хӑтланӑ Кӗрекене хӑла пылсем тулса юлмӗҫ-ши?» — терӗҫ вӗсем.

«Тӑван кӗреки - мӑн кӗреке. Кӗреки варринче ватӑ ҫынсем... Кӗреки енне тайӑлам-ши? Атте-анне енне тайӑлам-ши?» — ку юррине Чурапаттӑр башни тӑрринчисем юрларӗҫ. Ҫаксем хыҫҫӑнах «Вунулт кӗреке хушшинче вунулт алтӑр вылянать. Вунулт алтӑр ҫитменнипе сарӑ янтал хускалать. Вунулт янтал шерпечӗпе тутлӑ чӗлхе якалать», — тесе такмакларӗҫ Алмуш элтепер башни ҫинче. Атӑл паттӑрпа Купрат хан башнисем ҫинче хӗрсемпе каччӑсем калаҫса тӑратчӗҫ. Эпӗ вӗсене чӑрмантарас темерӗм.

...Тав сана, асӑнупа пӗрлӗх уявӗ — чӗнтӗрлӗ кӗрекесенче кӗрленӗ Кӗрсӑри!

 

Виталий Станъял.

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Питтукасси, #Хыркасси, #Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Шупашкаркасси, #Кипечкасси, #уявсем, #Кӗр сӑри, #чӑвашлӑх, #тӗн, #культура, #Малти Ункӑпуҫ, #Станьял

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем