Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Республикӑра саp.ru сайтри сасӑлав
саp.ru сайтри сасӑлав

Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗ ыйтӑма хутшӑнма пултарать. Ҫурлан 11-мӗшне Космос мухтавӗн кунне уявламалла-и? Ыйтӑмра ҫакна уҫӑмлатмалла. Сасӑлав ҫурлан 18-мӗшӗччен пырӗ.

52 ҫул каялла, ҫурлан 11-мӗшӗнче, космоса ушкӑн пӗрремӗш хут вӗҫсе кайнӑ. «Восток-3» карапа пирӗн ентеш Андриян Николаев ертсе пынӑ. «Восток-4» карап ҫинче Украина ҫынни Павел Попович пулнӑ. Икӗ карапа, пӗр-пӗринчен инҫех мар вӗҫекенскерсене, тӗрӗсленӗ. Космонавтсем пӗр пӗринпе радиоҫыхӑнупа калаҫнӑ. Ҫак пулӑма кура республика чиновникӗсем ҫурлан 11-мӗшӗ паллӑ кун пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Cаp.ru сайтра хальлӗхе 600 ытла ҫын сасӑланӑ. Вӗсенчен 160-ше яхӑнӑшӗ Космос мухтавӗн кунне паллӑ тӑвасшӑн. 400 ытларахӑшӗ ҫакна хирӗҫ.

 

Хулара «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗпе паллашма кӑсӑклӑ
«Стрижи» пилотаж ушкӑнӗпе паллашма кӑсӑклӑ

Шупашкар хула кунӗнче чи пысӑк шайри пилотажӑн «Стрижи» авиаушкӑнӗн «МИГ-29» истребительсемпе аквабайк-шоу пулассине эпир пӗлтернӗччӗ. Мускавран 60 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ авиабазӑра вырнаҫнӑ летчиксене тӗнчере те пӗлеҫҫӗ. Авиаушкӑн 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн историйӗпе паллашас, истребительсем пирки тӗплӗнрех пӗлес тата пилотаж ушкӑнӗн пайташӗсемпе курнӑҫас текенсем валли паян Шупашкарта экскурси йӗркеленӗ.

Шупашкарти аэропортра ачасемпе ҫамрӑксем ушкӑнпа паллашма, пӗрле фото ӳкерӗнме пултараҫҫӗ. Ҫар машинисен умне тӑрса сӑн ӳкерӗнме те, кабинӑна хӑпарса пӑхма та чармаҫҫӗ вӗсене.

Кун пек экскурсие Шупашкарти аэропорт тата «Чӑвашавтотранс» пӗрле пулса йӗркеленӗ.

Аса илтеретпӗр, авиашоу ҫак вырсарни кун 13 сехетре Хӗрлӗ лапам ҫинчи тӳпере иртмелле.

Сӑнсем (10)

 

Ял пурнӑҫӗ Атнарсем уява тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ
Атнарсем уява тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи Тӗп тата Шкул ҫумӗнчи урамсем нумаях пулмасть уяв ирттернӗ. Унта пуҫтарӑниччен вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсене тата хӑтлӑх кӳрес тесе тӑрӑшнӑ: урамсенчи курӑка ҫулнӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ, уяв ирттермелли вырӑна хатӗрленӗ.

Уяв кунӗнче ял ҫыннисем унччен хӑйсем хатӗрлесе хунӑ вырӑна чӑвашла кӗпесем тӑхӑнса тухнӑ. Урамра вӗсене хӑйсем унчченех вырнаҫтарса лартнӑ хӑна картишӗ, хӳшӗ кӗтнӗ. Унтах хӑйсен аллипе ӑсталанӑ ҫӑлкуҫ та пулнӑ. Авалхи япаласен куравӗ такам куҫне илӗртме пултарнӑ. Фотокуравра вара ялӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.

Урамсен уявӗ ячӗпе ҫынсене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов саламланӑ.

Сӑнсем (55)

 

Ял пурнӑҫӗ Мулкачкассисен уявӗнче
Мулкачкассисен уявӗнче

Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ.

Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна.

Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ.

Малалла...

 

Хулара

Ҫак канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче Шупашкар ҫуралнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май троллейбуссене ятарлӑ графикпа ҫӳреттерӗҫ.

Ҫурлан 16-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 50 минутчен Хӗрлӗ лапамри 1-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш ҫуртсем патӗнчи территоринче транспорта лартма чарӗҫ. 22 сехет те 20 минутран пуҫласа 22 сехет те 50 минутчен Ярославль урамӗ патӗнчен пуҫласа Константин Иванов урамӗ патне ҫити транспорта ҫӳреттермӗҫ. Асӑннӑ вӑхӑтра унта велочупу иртмелле.

Вырсарникун та транспорт хутлакан вырӑнсенче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Ун чухне ирхи 7-рен тытӑнса 21 сехетчен Ленин проспектӗнче (вӑл Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна таран) машинӑсене чарма ирӗк памӗҫ. 7 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Вооробьев композиторсен урамӗпе тата Хӗрлӗ тӗремпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен тата Хӗрлӗ тӳремре машинӑсене чарма юрамӗ.

Машинӑсем ҫӳрессине вӑхӑтлӑх чарма палӑртни тата пур. Ҫак каҫӑпа пӑхса унпа тӗплӗнрех паллашма май килӗ.

Малалла...

 

Хулара

Хула кунӗнче тата ун умӗн, ҫурлан 16-мӗшӗнче, Шупашкарта эрех-сӑра сутассине чакарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ постановлени йышӑннине пӗлтерет.

Хула кунне халалланӑ массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнта эрех-сӑра сутма пачах чарӗҫ. Ҫак кунсенче хулари чылай лавкка сентрисем ҫинчен алкоголь шӗвекне пуҫтарӗҫ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсем те менюран эрех-сӑрана кӑларӗҫ. Предприяти ертӳҫисене йӗркене пӑссан штраф тӳлеттерӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурлан 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗ уява пухӑннӑ. Ҫынсем культура центрӗ умӗнче ирех хӗвӗшме тытӑннӑ.

Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Э.В.Упракина та килнӗ.

Ялти чи хастар ҫынна Н.В.Чупракова Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Концерта Аксаринти тата Ӗсмелти (Октябрьскинчи) культура центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах юбилярсене, хӑнасене саламланӑ.

Уявра чӑвашсен йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.

 

Культура

Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ.

Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ.

Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ.

Сӑнсем (84)

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ.

Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ.

Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ.

Малалла...

 

Ӳнер

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Ял кунӗн уявӗпе килӗшӳллӗн Кӑшаркасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче ЧР Ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗн Николай Николаевич Николаев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире 50 яхӑн ӳкерчӗк пулнӑ. Вӗсем — натюрмортсем, пейзажсем.

Николай Николаевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.

Сӑнсем (14)

 

Страницӑсем: 1 ... 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, [134], 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, ... 168
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 30

1913
112
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ.
1942
83
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын