Елчӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑвне пурнӑҫлас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче районта нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.
Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Красновсен ҫемйине 798 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗн сертификатне тыттарнӑ.
Паянхи кун тӗлне тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илмелли списока 122 ҫемьене кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ илес кӑмӑллисенчен чылайӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Унта — 40 ҫемье. Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнче — 27 ҫемье.
Районта 85 лаптӑка ҫемьесене пама хатӗрленӗ. Хальлӗхе 74 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.