Кун пирки вӑл ЮТВ телеканал хатӗрленӗ ҫӗнӗ передачӑра каланӑ. «Конгресс тӗпелӗ» ҫӗнӗ кӑларӑмӗн хӑни Валерий Леонидович Клементьев пулнӑ. Унччен вӑл чӑвашлӑх ӗҫӗнче ют ҫын мар пулнӑ. Сарӑту облаҫӗнчи хастар чӑвашсенчен пӗри шутланнӑ, Акатуй уявӗсене те ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ. Геннадий Архипов чӗннипе Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн унта Акатуя урӑх ирттермен имӗш. Анчах ку ҫитменлӗхе кӑҫал пӗтересшӗн — ЧНК пулӑшнипе ҫак пысӑк уява Сарӑту облаҫӗнче ирттересшӗнех.
«Эпӗ Саратовра пурӑннӑ чухне те питӗ пысӑк Акатуйсем тӑваттӑмӑрччӗ. Кӑҫал… Сарӑту облаҫӗнче эп кайнӑранпа пулман унта. Акатуй ирттермен. Кӑҫал вӗсем ирттересшӗн. Паллах, вӗсене пулӑшас пулать», — тенӗ Валерий Клементьев интервьюра.
Ҫавӑн пекех ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Раҫҫейре тӗпленсе пурӑнакан тӑрӑхсенче ҫӗнӗ культурӑпа наци автономийӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра, тӗслӗхрен, унашкаллине Белгород облаҫӗнче туса хумалла. Культурӑпа наци автономийӗсем ҫук тӑрӑхсем тата та пур иккен, вӗсене йӗркелес тӗлӗшпе ЧНК хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе пулӑшать.
Унсӑр пуҫне калаҫура Валерий Клементьевӑн ҫемьи пирки, унӑн бизнесӗ пирки, концертсем ирттересси пирки ыйтусем хускатнӑ.
Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ.
Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур.
Ӗнер наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем хӑйсен 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗ савӑнӑҫлӑ канашлу ирттерчӗ.
Ӑна официаллӑ ирттерчӗҫ пулин те унта пухӑннисем тӳре-шара чӗлхипе калаҫма тӑрӑшмарӗҫ. Чӑваш Республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саккун кӑларакан ҫын пек мар, хӑй калашле, ашшӗ тата «йӗркеллӗ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын евӗр» калаҫрӗ. «Сирӗн служба мар-тӑк пирӗн ҫӗршывра епле лару-тӑру пуласси пирки шухӑшлама та хӑрамалла», — терӗ. Саламланӑ май вара вӑл чӑваш наркополицейскисене карьерӑра ӑнӑҫу сунчӗ, урӑх регионсенче те яваплӑ должноҫ йышӑнма сунчӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова та амӑшӗ евӗр пуплерӗ. «Эпӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ пулнӑ май, сирӗн тытӑма пула эпир хамӑр ачамӑрсемшӗн лӑпкӑ туйнине палӑртасшӑн», — терӗ министерствӑра яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан хӗрарӑм.
Уявра тӗрлӗ шайри наградӑсем те самай пулчӗҫ.
Сӑнсем (13)
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче професси уявне палӑртӗҫ. «Чӑваш Республикин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комплексӗн предприятийӗсен ассоциацийӗ» коммерцилле мар юлташлӑх вырсарникуна кӗтсе тӑрас темен, отрасльти маттур ӗҫченӗсене паянах хисеп паллипе чысланӑ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн» хисеп паллине асӑннӑ ассоциаци хӑй ҫирӗплетнӗ.
Чыслава коммерцилле мар ҫав юлташлӑхӑн сӑнав канашӗн ертӳҫи Валентин Афанасьев, ассоциацин ӗҫ тӑвакан ертӳҫи Валерий Алексеев, Шупашкар хулин ҫурт-йӗр фондне тытса тӑракан управленин (вӑл муниципалитетӑн хысна предприятийӗ шутланать) пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев хутшӑннӑ.
Хисепе республикӑри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри 111 ӗҫчен тивӗҫнӗ. Хиспе паллипе отрасльте 15 ҫул ытла тӑрӑшакансене палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче сантехник та, ҫивитти витекен те, электрик та, рабочи те, газоэлектросварщик та, бухгалтер та пур.
Сӑнсем (21)
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейне хӗрарӑм ҫыравҫӑсем пухӑннӑ. Кунта яланхи пекех вӗсем ҫуркуннене халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
Светлана Гордеева поэт ҫуркунне хавхалану кӳнине, туйӑмсене вӑратнине палӑртнӑ. Уяв каҫне Раиса Сарпи хӗрарӑма халалланӑ гимна вуласа уҫнӑ. Ытти поэтсем те — Альбина Юрату, Лидия Сарине, Валентина Маслова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан — ҫуркуннене, хӗрарӑмсене, юратӑва халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
«Тарават» ансамбль вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ирина Понаморева темиҫе юра юрланӑ. Ҫав шутра Альбина Юрату сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем те пулнӑ.
Ҫав кун «Чечекӗсем — хӗрарӑмсене» курав уҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫыравҫӑсене Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ятӗнчен Андрей Кузнецов, Алексей Московский, Андрей Думилин чӗрӗ тюльпансем парнеленӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Янӑшри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче кунӗпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Унта пурӑнакансем малтан пурте пӗрле пулса ӗҫленӗ, кайран сӗтел хушшине пухӑннӑ.
Ӗҫлемелли хал ҫитекеннисене пурне те ҫитнӗ. Пӗрисем кил хушшинчи юра тасатнӑ вӑхӑтра теприсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма капӑрлатнӑ, теприсем апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрмашнӑ. Кайран ватӑсем те, унта пурӑнакансем те уяв кӗрекине ларнӑ. Пӗрле пухӑннин сӑлтавӗ — иртсе кайнӑ Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата ҫывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ. Уйрӑм ертӳҫи Роза Васильева пурне те саламланӑ: ӗҫтешӗсене те, унта пурӑнакансене те вӑл парнепе савӑнтарнӑ.
Уяв сӗтелӗ хушшинчисем ҫамрӑклӑха аса илнӗ, юрланӑ, унтан-кунтан ыратни пирки манса ташша тухнӑ.
Сӑнсем (4)
Хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Пурнӑҫра мӗн ҫутти тата лайӑххи пур, ҫавӑ веҫех хӗрарӑм сӑнарӗнче палӑрать. Хӳхӗм хӗрупраҫ мӗн авалтанах сӑпайлӑ та тимлӗ, ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ пулнипе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе уйрӑлса тӑрать. Ҫак паха енсем хӗрарӑмсене кил-ҫурта хӑтлӑрах тума, ҫемье вучахӗн ӑшшине сыхласа упрама, ачасене ӑс парса ӳстерме, мӗнпур ӗҫрех ҫитӗнӳ тума пулӑшса пыраҫҫӗ.
Республика Правительстви ачалӑхпа амӑшлӑха пулӑшасси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхать. Ҫамрӑк ача амӑшӗсем ҫурату сертификачӗ, пособисем тата амӑшӗн капиталӗ евӗр паракан укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне илеҫҫӗ, патшалӑх кӳрекен ытти пулӑшу тӗсӗпе усӑ кураҫҫӗ.
Ача амӑшӗпе ача сывлӑхне сыхлакан тытӑмра медицинӑн малта пыракан технологийӗсем хастарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ача сачӗсем тӑвасси кал-кал пурнӑҫланать, ҫакӑ ача амӑшӗсене декрет отпускӗ хыҫҫӑн ӗҫе часрах тухма май парать.
Патшалӑх хӑйсемшӗн ҫавнашкал тӑрӑшни хӗрарӑмсене малашлӑх ҫине ырӑ шанчӑкпа пӑхма хавхалантарать, республикӑра ача ҫуратасси тата нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет.
Хула тӑрӑх ҫӳресен шӑп та лӑп ҫакнашкал ыйту ҫуралать. Ара чарӑнусенче пур вырӑнта та ҫитес уявпа хӗрсемпе хӗрарӑмсене вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашла салам ҫук-тӑк — ку Шупашкар хула администрацийӗ (баннерта вӗсен логотипӗ пурри ҫак ӗҫе вӗсем явӑҫни пирки пӗрре те иккеленме ҫук) вырӑс хӗрӗсемпе хӗрарӑмӗсене кӑна хисепленине кӑтартать мар-и?
Пирӗн шутпа пӗтӗм тӗнче уявлакан уявра ытти халӑхсенни пекех чӑваш хӗрарӑмне те пӗрешкелех хисеплемелле, пӗрешкелех юратмалла.
Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хула администрацийӗнчен тепӗр хут ыйтать — чӑваш чӗлхине хисеплесси хӑҫан пуҫланӗ? Хӑҫан ҫак тӗрӗсмарлӑха пӗтеретӗр?
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑсен кунӗ ҫывхарнӑ май хулара, республикӑри районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Арҫынсемпе каччӑсене Чӑваш наци музейӗ хӑйне евӗр тӗлпулу йӗркелеме сӗнет. Ӑҫта? Паллах, музейра.
Чӑваш наци музейӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе акци ирттерет. Вӑл «Савнине музее илсе кай!» ятлӑ.
Арҫынсен ҫак меллӗ самантпа усӑ курса ҫуркуннехи акцие хутшӑнмаллах ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче, уяв кунӗсенче, Чӑваш наци музейне савнине ҫавӑтса килнӗ арҫын е каччӑ пӗр билет ҫеҫ туянать. Пӗр сӑмахпа, пӗр билетпа иккӗн музей кӗрсе курӗҫ.
Палӑртмалла: Чӑваш наци музейӗ «Савнине музее илсе кай!» акцие пӗр ҫул ҫеҫ ирттермен.
Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грибоедов ячӗллӗ Наци литературин вулавӑшӗнче иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ, аякра пулсан та тӑван чӗлхене манмалла маррине палӑртнӑ.
Уява Эстонире пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫи Дина Гаврилова илем кӳнӗ. Пухӑннисене унӑн хӑйне евӗрлӗ пуян шухӑшлӑ, ҫӑмӑл вуланакан хайлавӗсем питӗ килӗшнӗ иккен. Вулакансем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кӗнекисенче асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ...
Чӑваш Республикинчен тухнӑ тепӗр ентеш Алексей Ильин та хӑйӗн чӑвашла шӑрҫаланӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Пуху вӗҫленнӗ май Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхепе илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланса чей ӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |