Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарам онлайн майпа билет туянас тесе укҫи-тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫак хӗрарӑм полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл пӗр сайтра авиабилет туянас тенӗ те унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав ултавҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗше пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестици платформи пирки каланӑ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, унтан ун патне «сайт менеджерӗ» шӑнкӑравланӑ та ку ӗҫпе пулӑшма шантарнӑ.
Ҫав хӗрарӑм каласа пынипе вӑл темиҫе кунра тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Тепӗр эрнерен хайхискер пӑшӑрханса ӳкнӗ те сайтран укҫине кӑларма шутланӑ. Анчах ку ӗҫе вӑл пурнӑҫлайман. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Строительство министерстви саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗтме сӗннӗ. Ку тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пырса тивет. Шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Тӑлӑхсене халӗ хваттерпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ун вырӑнне социаллӑ тӳлев пама сӗннӗ. Анчах условисем пулмалла: 23 ҫултан аслӑрах, судпа айӑпланнӑ пулмалла мар, ӗҫлемелле.
Социаллӑ тӳлев виҫи 33 тӑваткал метрлӑ ҫурт калӑпӑшӗпе танлашать. Хальхи вӑхӑта илес тӗк, ку тӳлев 1 миллион та 303 пин те 38 тенкӗпе танлашмалла.
Тӑлӑхсем ку укҫапа хатӗр ҫурт та, хута каяканнине те туянма пултараҫҫӗ. Анчах авариллӗ ҫуртра, ҫывӑх тӑвансенчен туянма юрамасть.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ.
Федерацин медицина страхованийӗн фончӗн территорири уйрӑмӗ машина туянӗ. Ӑна вӑл 2,4 миллион тенкӗпе туянма палӑртса хунӑ. Медицина страхованийӗн фончӗ «Toyota Camry» автомобиль пирки ӗмӗтленет.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, инҫетрине тата ҫывӑхрине кӑтартакан ҫутӑ диочӗллӗ хунарсем пулмалла, айккинчи кантӑка ӑшӑтмалли тытӑмпа тивӗҫтернине, ларкӑчсене ӑшӑтма май пуррине тата ыттине шута илӗҫ.
Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Машинӑпа фондӑн уйрӑмне ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тивӗҫтермелле.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗрисем банк офисӗнчен тухакан ҫыннӑн укҫине туртса илнӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Шар курнӑ арҫын йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлтах кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ.
Перекет банкӗн Ленин проспектӗнчи 28-мӗш ҫуртӗнчи офисӗнчен (вӑл «Мир Луксор» кинотеатра хирӗҫ вырнаҫнӑ) тухакан арҫыннӑн 42 пин тенкине хӗрарӑмпа арҫын туртса илнӗ те сиккипе тарнӑ. Арҫын хыҫран хӑваланӑ-ха, анчах лешсем 44-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта кӗрсе ларса Николаев чарӑнӑвӗ енне кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм такам унӑн ячӗпе кредит илет тесе ӗненнӗ те шӑнкӑравланӑ палламан ҫын каланине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл ҫур миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫи хӑйӗн мар, кредит илнӗскер пулнӑ.
Палламан ҫын каласа пынӑ операцисене пӗр терминал патӗнче пурнӑҫланӑ, унтан лавккари патне куҫнӑ. Темӗнле номерсем ҫине 25 хутчен куҫарса панӑ хыҫҫӑн лавккари ӗҫченсем ун патне пырса мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Шӑпах вӗсенчен ҫак хӗрарӑм такамсене 595 пин тенкӗ куҫарса панине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн полицие кайса пулӑшасси ҫеҫ юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм та ун ячӗпе кредит илнӗ тесе ултавҫа 550 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви «Volkswagen Phaeton» автомобильсем сутассине пӗлтернӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пуҫланӗ.
Асӑннӑ икӗ машинӑна республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ вӑхӑтра туяннӑ. Ҫӗнӗ чухне пӗр машина хакӗ 8,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ аукционти пуҫламӑш хака 847 пин тенкӗ пулӗ тесе палӑртнӑ.
Аукционта ытти машинӑна та сутӗҫ. Сӑмахран, 2007 ҫулта туса кӑларнӑ «Mersedes-Benz» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ — 852 пин тенкӗ, 2002 ҫулхи «ГАЗ 3102» — 24 пин, 2004 ҫулти «ВАЗ-21099» — 11 пин, «УАЗ 39629» санитари автомобилӗ — 15 пин, 1988 ҫулхи «ГАЗ-САЗ-3507» — 52,1 пин, 1996 ҫулхи «УАЗ-315-12» — 37,3 пин.
Унсӑр пуҫне «Амур-М» катера та сутасшӑн. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 23 пин тенкӗ. Вӑл ҫалавпа шырав службин балансӗ ҫинче тӑнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ тӗлӗшпе Арбитраж судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Арбитраж сучӗн сайтӗнчи документа ӗненес тӗк, пӗр организаци унран сахал мар укҫа шыраса илесшӗн: 19 миллион тенкӗ.
Тавӑҫа «Ҫурт-йӗр строительствин центрӗ» организаци панӑ. Вӑл Чӑваш Енрех регистрациленнӗ. Организаци Шупашкар хула администрацийӗнчен 19 миллион та 620 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Заявление икӗ кун каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, регистрациленӗ.
Тӳре-шара строительство компанийӗпе мӗн пайлайман? Ҫакна кӑтартман.
Чӑваш Ене спортӑн никӗс енӗсене аталантарма 6 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Укҫа-тенке регионти 8 спорт организацине тивӗҫӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищи, хулари олимп резервӗллӗ 1, 2, 3, 7, 8, 10-мӗш спорт шкулӗсем тата футбол енӗпе спорт шкулӗ.
Вӗсенчен кашнине 773-шер пин тенкӗ лекӗ. Вӑл укҫапа спорт организацийӗсем спорт экипировки тата инвентарь туянайӗҫ.
Федераци субсидине «Спорт – пурнӑҫ йӑли» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Вӑл проект вара «Демографи» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |