Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Хайхискер палламан ҫынпа калаҫса 450 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхи юптарма тытӑннӑ: такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илме хӑтланать-мӗн.
Унтан «банк ӗҫченӗ» ку лару-тӑруран мӗнле тухмаллине каланӑ: кредит илмелле те саплаштармалла. Хӗрарӑм 250 пин тенкӗ кредит илнӗ те ӑна банкомат урлӑ телефон номерӗсем ҫине куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 18 операци пурнӑҫланӑ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче лешӗ каллех шӑнкӑравланӑ. Каллех кредит илме хӑтланаҫҫӗ-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе ҫав ӗҫсенех пурнӑҫанӑ. Хальхинче 200 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Канашра нумай хваттерлӗ пӗр ҫурт пушара пула шар курнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм Разин урамӗнчи тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ӗнер ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. «Хӗрлӗ автан» 900 тӑваткал метр лаптӑк ҫивиттие сиенленӗ.
«Ҫурт та хытах сиенленнӗ. Унта газ, шыв тата ҫутӑ сӳнтернӗ», — пӗлтернӗ Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов. Ҫынсене вырӑнти хыснаран 5-шер пин тенкӗ, анчах ҫемьесене 10 пинрен ытла мар парӗҫ.
Ҫуртра пурӑннисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ, хӑшӗсем аванӗсем патӗнче тӗпленнӗ.
Ҫурта юсама республика хыснин резерв фондӗнен укҫа уйӑрӗҫ.
Нигери ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне улталанӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ.
Пӗррехинче ют ҫӗршыв ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне хаклӑ йышши парне ярса паратӑп тесе укҫа куҫарса пама ыйтнӑ – посылкӑна хатӗрленӗшӗн тата илсе ҫитернӗшӗн расхута саплаштарма имӗш. Ку япӑххи пирки шутламасӑрах 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Хӗрарӑм вара вӑл улталанине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ. Арҫынна тупнӑ. Вӑл – Нигери ҫынни, вӑхӑтлӑха Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ.
Кӑҫал санавиаци вӗҫменччӗ. Паян вара республикӑра пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ.
Канашран пациента санитари вертолечӗпе 35 минутра илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланнӑ. Анчах япӑх ҫанталӑка пула вертолета пульница территорийӗнче мар, аэропортра антарса лартма тивнӗ. Унтан пациента васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: санавиаци вертолечӗ Чӑваш Енре раштав вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 100 ытла хутчен вӗҫеве тухма планланӑ. Пӗр сехечӗ 190 пин тенке ларӗ. Килӗшӗве 46 миллион тенкӗлӗх алӑ пуснӑ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарта «Строителям безмолвных рубежей» кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Унта окоп чавнӑ 87 ҫыннӑн асаилӗвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсене кӗртнӗ.
Хӑтлавра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӗнеке тиражне пысӑклатма сӗннӗ. Ун чухне вӑл 300 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Унтанпа 1,5 уйӑх иртсен хушма тираж кӑларма укҫа тупӑннӑ. Хыснаран мар, меценатсем пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче – Николай Николаев, Юрий Попов, Олег Кортунов, Николай Владимиров тата Виктор Горбунов. Вӗсем пулӑшнипе 1 пин кӗнекене шкулсене илсе ҫитерӗҫ. Кун пирки ЧР кульура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа усӑ курайӗҫ. Ҫӗнӗ программӑн условийӗпе каярах паллаштарӗҫ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ. «ДОМ.РФ» акционер обществин генеральнӑй директорӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗлӗх ҫак уйӑх вӗҫӗччен уҫӑмланассине пӗлтернӗ.
Регионти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи валли республика тата «ДОМ.РФ» ҫур миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр иккен. Пӗр ҫулта мар. 2024 ҫулччен. Программӑпа уйрӑм ҫурт-йӗр хӑпартма та усӑ курма май килессине шантараҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑна 6,5 процент ставкипе параҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ «Мегаполис» банка лицензисӗр тӑратса хӑварнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ ссуда саппасӗ сахалланнипе, кредит учрежденийӗ финанс тӑрӑмне лайӑхлатас тесе пурлӑх хакне юри ӳстерсе кӑтартнипе, укҫа-тенкӗ тӑрӑмне пытарма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.
Тӗп банк «Мегаполисӑн» Мускаври филиалӗсем тӗлӗшпе ҫеҫ кӑмӑлсӑрланнӑ, Чӑваш Енри тӗлӗшпе ыйту ҫуралман.
Сӑмах май, «Мегаполис» банк вкладсене страхланӑ. Апла пулсан асӑннӑ банкра укҫа тытакансене 1,4 миллион тенкӗ таран суммӑна ҫӑмӑллӑнах тавӑрса парӗҫ. Укҫана «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ уйӑрӗ.
Шупашкарти Бичурин урамӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын патшалӑх ҫӗрӗпе хуҫаланма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, хула ҫӗрӗпе. Ҫавӑн пирки тӳре-шарана систерекен пулнӑ.
Унтан Шупашкар хула администрацийӗн муниципалитет тӗрӗслевӗн тата Территоире планлакан управлени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, урамӑн мӑшӑрлӑ енӗнчи хӑш-пӗр кил хуҫи хайӗн ҫӗр лаптӑкӗнчен тухса кайнӑ. Ют ҫӗрпе усӑ курнӑ ҫынсен тӗлӗшпе хут ҫырнӑ, ӑна Росреестрӑн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем Бичурин урамӗнче пурӑнакан тӑватӑ ҫынна пурӗ 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 2 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ тепӗр ҫынна сӑмахпа асӑрхаттарнӑ.
Ҫӗре хӑйсем тӗллӗн ярса илнисен тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район судне те тавӑҫ ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви республикӑн Правительствин ӗҫне федераци МИХӗсенче ҫутатасшӑн. Уншӑн хыснаран 3,8 миллион тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Ҫав тупрана тӳлесе 210 заметка ҫыртарасшӑн. Материалсене 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пичетлемелле.
Аукцион ирттерсе виҫӗ килӗшӳ тӑвӗҫ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Пӗр контрактра 70 хыпар пирки сӑмах пырать. Кашни хыпар 700 паллӑран тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр заметка 17,9 пине кайса ларӗ.
Конкурса федераци шайӗнчи информаци хатӗрӗсем хутшӑнайӗҫ. Анчах пурте мар. Сайтсенчи хыпарсем Yandex.ru, Mail.ru, Google.ru тата ытти ҫавӑн йышши сервиссенче индексациленине шута илӗҫ. Сайт пахалӑхӗн индексӗ 18 пинрен кая мар пулмалла, унта талӑкне вӑтамран 900 пин ҫынран кӗрсе пӑхни кирлӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |