Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрекен арҫын лотерейӑра укҫа выляса илнӗ. Кун пирки «Столото» пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Шевнин виҫӗ ҫул ӗнтӗ лотерея вылять. Билет туяннӑ чухне яланах ӑна ӑнасса шанать. Хальхинче ӑнӑҫу чӑнах та ун енче пулнӑ. Вӑл лотерейӑра 706 пин те 577 тенкӗ выляса илнӗ.
Дмитрий укҫа выляса илнине пӗлсен питӗ тӗлӗнне, ҫав вӑхӑтрах савӑннӑ. Ара, вӑл ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт.
Дмитрий ку укҫа-тенке хваттер тяннӑ ҫӗре ярасшӑн.
Пирӗн ҫӗршывра, апла пулсан, Чӑваш Енре те ҫурт-йӗр хакӗ кӑҫал каллех ӳсӗ. Ҫакӑ тара пама хваттер туянакансен йышӗ ӳснипе тата строительство материалӗсен хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Наци кредит рейтингӗн агентстви пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлтава пула кредитӑн вӑтам виҫи хӑпарса пырать, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчипе танлаштарсан кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑр тӗлӗнче 29 процент ӳснӗ (Тӗп банк пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,9 миллион тенке ҫитнӗ).
Тишкерӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, банксен вӑтам ставки 8 процентран пуҫласа 9 процент таран хӑпарӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа чи пысӑк ставки виҫи 6,5 процентран 7 процента ҫитет. Тепӗр тӗп ҫӗнӗлӗх — ҫӑмӑллӑхлӑ программӑн чи пысӑк виҫи ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче 3 миллион тенкӗпе танлашасси.
Республикӑри патшалӑх органӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен служба «Тойота камри» машинӑсем илме палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ туянмӗҫ, кун пирки хушу та кӑларнӑ.
Аса илтерер: унччен Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ вӑл. Халӗ ятне улӑштарнӑ. База 12,8 миллион тенкӗлӗх 6 «Тойота камри» туянасси пирки пӗлтернӗ, аукцион ирттерме палӑртнӑ. Кашни машина 2,1 миллион тенке кайса лармаллаччӗ.
База машинӑсем туянмӗ, эппин, аукцион та иртмӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкар районӗнчи Лапсарта регистрациленнӗ «Юрма» кайӑк-кӗшк компанине панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек тавӑпа суда Перекет банкӗ тухнӑ. Кредит учрежденийӗ умӗнче предприяти 2,289 миллиард тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
«Юрма» агрохолдинг комбикорм хатӗрлессипе, кайӑк-кӗшӗк ӳстерессипе, ял хуҫалӑх продукцине тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫленӗ. Предприятин устав капиталӗ – 786,8 миллион тенкӗ.
Сӑнав процедурине асӑннӑ агрохолдингра кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне суд предприятие активсене урӑх ҫӗре куҫарма чарнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ.
Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те мар, кредитсем илнӗ вӑл.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ имӗш вӑл. Ҫак хӗрарӑм ячӗпе такам креди илесшӗн-мӗн, ахӑртнех, ултавҫӑсем. Арҫын операцие пӑрахӑҫлама сӗннӗ.
Вӑл каласа пынипе хӗрарӑм кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Хайхискер укҫана каялла тавӑрса парассине шантарнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫа 1,1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.
Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 6-ри арҫын ачапа 5 ҫулти йӑмӑкӗ аслӑк ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑ ҫунма тытӑннӑ, сарай ҫине куҫнӗ. Ачасем ҫулӑма сӳнтереймен, тухса тарнӑ, кун пирки никама та каламан.
Пушар тухнине амӑшӗ кая юлса курнӑ. Ҫулӑм вите-сарая тӗп тунӑ, кӳршисен хуҫалӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӗсен те ҫунса кайнӑ.
Кӳрши тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ: ачасен амӑшне 1 миллион та 103 пин те 405 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне расхутсемшӗн тӳлемелле: 18 пин.
Шупашкарти «Мегаполис» коммерци банкӗн вӑхӑтлӑх администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ кредит учрежденине ятарласа панкрута кӑларни палӑрнӑ.
Банкӑн лицензине туртса иличченхи виҫӗ ҫулта кредит организацийӗ туса ирттернӗ операцисемпе ытти сделкӑна тишкернӗ. Сӑмахран, пысӑк ликвидлӑ активсенех тавӑрса парас шанчӑк ҫукрах кредитпа ылмаштарнине асӑрханӑ. Ҫапла майпа банк 346 миллион та 904 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Аса илтерер: «Мегаполис» банка кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лицензисӗр хӑварнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрут тесе йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра ача-пӑчаллӑ ҫемьесене патшалӑх пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗн укҫине парас йӑла тахҫанах пурнӑҫа кӗчӗ ӗнтӗ. Халӗ тата ашшӗсене те ҫав укҫана пама йышӑннӑ. Ара, пурнӑҫа пӗлмелле мар-ҫке. Амӑшӗ вилсен тӑлӑха тӑрса юлакан ачасем те пулма пултараҫҫӗ е тата ӗҫке ерсе ачисене амӑшӗ пӑрахнисем. Ун пек лару-тӑрура йӗркеллӗ те яваплӑ ашшӗсем ывӑл-хӗрне хӑйсем тӗллӗн ӳстереҫҫӗ.
Амӑш укҫине парасси ҫинчен калакан сертификата 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачисене пӗччен ӳстерекен е 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн, енчен пепкен амӑшӗ Раҫҫей ҫынни мар тата вӑл вилнӗ е ӑна амӑш правинчен хӑтарнӑ пулсан ашшӗсене параҫҫӗ.
Амӑшӗн капиталӗ халӗ пӗрремӗш ачашӑн 483,8 пин тенкӗпе, иккӗмӗшӗшӗн 639,4 пин тенкӗпе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |