Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.
Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидорова шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗ, куншӑн ӑна регионсен тата федераци тӳлевӗсем параҫҫӗ.
30 ҫулти спортсменкӑна Раҫҫей Правительстви 2,5 миллион тенкӗ преми парӗ, ҫавӑн чухлех Мускав уйӑрӗ. Тата Чӑваш Ен кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ парӗ. Ҫапла спортсменка пӗтӗмпе 6,2 миллион тенкӗлӗх премие тивӗҫӗ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин Анжелика Сидоровӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи суд 54 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тытарма йышӑннӑ. Ку статьяпа банк счёчӗ ҫинчен укҫа вӑрлакансене айӑплаҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр арҫын хӑйӗн банк карттине паллакан хӗрарӑма упрама тесе тыттарнӑ. Анчах ку вӑл качакана купӑста хураллама хушнӑ пекрех пулса тухнӑ. Лешӗ вӑрланӑшӑн судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Ҫавскер банк карттин пин-кодне пӗлнӗрен банкоматра 5 пин тенкӗ укҫана илнӗ. Хӗрарӑма суд 10 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ.
46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пурӑнакансем чӗрӗк ӗмӗре яхӑн шыв башнисӗр пурӑннӑ. Унччен туни кивелсе ваннӑ та, кайран, самани саккӑрла ҫаптарма тытӑнсан, ун патне никамӑн та ал ҫитмен. Ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑннӑ.
21-мӗш ӗмӗрте сӗм вӑрманти евӗр пурӑнас килмест халӑхӑн. Вӗсем вырӑнти Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Евгений Орловран пулӑшу ыйтнӑ.
Вырӑнти хастар Борис Оньков шухӑшланӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗпех шыв башнине юсама пулӗччӗ, ҫынсем хӑйсемех тӑвӗччӗҫ, анчах техника ҫук.
Тӳре-шара вара самай пысӑк сумма кирлӗ тесе шухӑшлать иккен. Вӗсен шучӗпе, киввине юсаймӑн. Тепӗр тесен, ҫавна хаклама экспертиза ирттермен-ха...
КПРФӑн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫин канашҫи Ирина Филатова Евгений Орловпа ҫыхӑннӑ. Вырӑнти пӗчӗк тӳре-шара пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсем пустуйранах пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсем ҫӑл чавнӑ, ялта та ҫӑл пур.
Ирина Филатовӑна ку хурав тивӗҫтермен. Шывпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва епле татса панине вӑл тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Мускавра Чӑваш Ен полпредствин ҫурчӗ ҫинче пӑхӑр хӑма уҫасшӑн. Ӑна пирӗн ентеше, космоса вӗҫнӗ Андриян Николаева, халаллӗҫ. Ҫавна май тарифсен патшалӑх служби проектировани тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттерет.
Малтанхи хак – 672 пин тенкӗ. Хӑман 90х50 сантиметр калӑпӑшлӑ, А.Г.Николаевӑн портрет барельефӗллӗ пулмалла.
Хӑмана ахальтен унта ҫакмаҫҫӗ. Ҫак ҫуртра Андриян Григорьевич Николаев ӗҫленӗ. Ҫакна палӑртса хӑма ҫине те ҫырӗҫ. Конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ алӑ пуссан хӑмана 3 уйӑхра хатӗрлесе ҫакмалла.
Сӑмах май, ҫурт ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав, Б.Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума укҫа парса пулӑшнӑ. Ӑна вӑл шалуран уйӑрнӑ.
Аса илтерер: чӑваш алфавитне халалласа Чӗмпӗрте палӑк лартасшӑн. Шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн.
Каярах ҫав палӑк валли укҫа пухнине пӗлтерчӗҫ.
Палӑк проекчӗн хакӗ — 1,8 миллион тенкӗ.
«Пирӗн халӑхӑн «ниме» йӑли пур. Палӑк укҫи пӗр ҫыншӑн пысӑк сумма. Анчах пӗрле пулса эпир укҫа пухайӑпӑр. Ҫавӑнпа эпӗ шалӑвӑн пӗр пайне уйӑрса парас терӗм», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Енӗн патшалӑх пурлӑхне ҫитес ҫул приватизацилессипе прогноз планне хатӗрленӗ. Унта пӗр объект кӑна кӗртнӗ. Ку вӑл — «Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗсем. Складсем Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта ҫӗр участокне ҫуртсемпе пӗрле 48 миллион тенкӗпе хакланӑ, ҫав шутран 28 миллионӗ — ҫӗр хакне шута илмесӗр. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, Апат-ҫимӗҫ фончӗн склачӗсемпе аренда хакӗ ытла пысӑккине кура усӑ курмаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ.
29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ.
Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Юрату мӗн патне илсе ҫитерет? Ӑна пула укҫасӑр кӑна мар, акцисемсер те тӑрса юлма пулать.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Мускав хӗрарӑмӗпе кӑрлач уйӑхӗнче паллашнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне питӗ шаннӑ. Вӑл хӗрарӑма пӗрре мар кивҫен панӑ.
Арҫын пӗтӗмпе ӑна 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун валли вӑл пысӑк предприятири акцисене те сутнӑ. Хӗрарӑм Шупашкара таврӑнсан парӑма татма шантарнӑ. Анчах кӗҫех вӑл телефона тытма пӑрахнӑ. Ҫапла арҫын шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |