Раҫҫей Правительстви регионсене 85 миллиард тенкӗ пайласа парӗ. Ку укҫа сывлӑх сыхлавӗ валли кайӗ. Хушӑва премьер-министр Михаил Мишустин алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ене 742 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫа страхлав медицина пулӑшӑвӗ валли те пулӗ. Пӗр пайӗ кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн кайӗ.
Сӑмах май, кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа Раҫҫей Правительстви регионсене вируспа кӗрешмешкӗн пӗрре мар укҫа уйӑрнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ 4 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл тепӗр 3,5 милллион кредит илсе каллех ултавҫа панӑ. Ҫапла вӑл 7,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Ку ӗненнӗ, часрах банка чупнӑ, 4 млн тенке илнӗ. Банк ӗҫченӗ иккӗленнӗ, хӗрарӑм хӗрӗ валли хваттер илетӗп тесе улталанӑ. Банк ӗҫченӗ пурпӗрех ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ, кун пирки полицие те пӗлтернӗ. Вӗсем унпа калаҫсан та хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кайран вӑл тепӗр 3,5 миллион тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Кашмашри шкулта 108 ача вӗренмелӗх вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Строительство ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ – 147 миллион тенкӗ ытла.
Строительство епле шайра пынине нумаях пулмасть ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тата район администрацийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Пулас вӗренӳ учрежденийӗнче халӗ ҫивиттие витеҫҫӗ, ҫутӑ кӗртеҫҫӗ, шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, алӑксем лартаҫҫӗ, нӳхрепе йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шкул патне Яриков урамӗпе ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Шкул умӗнче стоянка пулӗ, урама ҫутатмалла тӑвӗҫ. Ку ӗҫ валли 11,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗн утти ҫуннӑ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм кӑнтӑрла тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Инкекре 17 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Специалистсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пушар 932 хутчен тухнӑ. Инкекре 57 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 41 ҫын суранланнӑ. Вут-ҫулӑма пула 17 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак тӳснӗ.
Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисене хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ спортсменсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Преми виҫи виҫӗ хутчен ӳснӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Ылтӑн медальшӗн халӗ 1 млн мар, 3 млн тенкӗ параҫҫӗ. Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене 1,2 млн тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Пӑхӑр медальшӗн 900 пин тенкӗ илейӗҫ. Вӗсен тренерӗсене ҫак премисен ҫуррине парӗҫ.
Аса илтерер: Японири Токио хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене Чӑваш Енрен Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова хутшӑнӗҫ.
Тарифсен патшалӑх служби 6 шкул автобусӗ туянас тӗллевпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 21 миллион 360 пин тенкӗ. Кашни автобуса 3,56 миллион тенкӗ лекӗ.
Аукцион утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ организаци килӗшӳ алӑ пуссан автобуссене респубуликӑна 20 кунра илсе ҫитермелле.
М2 категориллӗ автобус пулмалла, унта 20-25 ача вырнаҫмалла. Транспортӑн хӑвачӗ 136 лаша вӑйӗнчен сахалрах пулмалла мар.
Чӑваш Енри пульницӑсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ тухтӑра сӗтев илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӑтӑрмаха Республикӑн наркологи пульницинче психиатр-наркологра тимленӗ ҫын ҫакланнӑ. Сӑмах май, халӗ вӑл унта ӗҫлемест ӗнтӗ.
38 ҫулти тухтӑр тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель прависӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем психиатр-наркологӑн банк картти ҫине 1000-1500-шер тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене автомобиль рулӗ умне ларма чару ҫук тесе справка панӑ, анализ пама та хистемен.
Тӗпчевҫӗсем нарколог пӗчӗк виҫепе сӗтев илнӗ 4 эпизода шута илнӗ. Ҫав тӗслӗхсем 2019 ҫулхи чӳк, 2020 ҫулхи кӑрлач тата пуш уйӑхӗсенче пулса иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл банк карттине ҫухатнӑ.
Ӑна вара тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тупнӑ. Хайхискер тӳрех лавккана кайнӑ, ҫын карточкипе апат-ҫимӗҫ, аялти тум туяннӑ. Ҫапла вӑл 11 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
74 ҫулти хӗрарӑма темиҫе кунран полицие илсе ҫитернӗ. Вӑл лавккара ҫӳренине видеокамера ӳкернӗ. Шӑпах ҫакӑ ӑна тупма пулӑшнӑ та. Полици уйрӑмӗнче вӑл тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Апла пулин те унӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма тивӗ.
Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.
Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.
Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |