Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫын килте ларсах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те ҫур миллионсӑр тӑрса юлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пӑтӑрмахӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа килте ларсах ӗҫлесе илме сӗннӗ-мӗн. Анчах малтан укҫа тӳлесе хумалла имӗш.
Тупӑш нумай тума пулать тени арҫынна илӗртнӗ. Ҫавӑнпа вӑл пӗр шухӑшламасӑрах темиҫе кун ҫав ҫын каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗр кунхине хайхискер тупӑш хӑҫан пулассипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ ҫыннӑн шӑрши-марши те юлман, пач ҫухалнӑ. Унччен вӑл ҫур миллион тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм унран укҫа сӑптӑрса илме тытӑнсан прокуратурӑна кайнӑ. Ара, унӑн нимӗнле парӑм та пулман-ҫке-ха.
Суд приставӗсем унӑн хушаматне тепӗр хӗрарӑмӑннипе пӑтраштарса янӑ-мӗн. Иккӗшӗн те пӗр пек хушамат, ят, ашшӗн ячӗ пулнӑ. Ку кӑна мар, ҫак хӗрарӑмсем пӗр ҫулта, пӗр кунра ҫуралнӑ.
Прокуратура ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӗрарӑмран чӑнах та ним сӑлтавсӑрах укҫа сӑптӑрнӑ. Укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Куншӑн айӑплӑ ҫынна вара явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» Шупашкарти филиалне 82 миллион тенкӗпе сутасшӑн. «Вертэкс» техника бюровӗ» тулли мар яваплӑ общество предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне ҫак хакпа сутма лартнӑ.
Куҫман пурлӑх йышӗнче гараж, стоянка валли лапам, транспорт развязки, автозаправка, икӗ ҫурт, 52,4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тара илмелли право пур.
Сӑмах май, филиала унччен те сутма хӑтланнӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лот 79,4 миллион тенкӗ пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 138,9 миллион тенкӗпе сутма лартнӑ, ҫурла уйӑхӗнче – 99,2 миллион тенкӗпе.
Шӑмӑршӑ районӗнче пушар депоне хута янӑ. Вӗр ҫӗнӗскере нумаях пулмасть уҫнӑ.
Депо Пӑчӑрлӑ Пашьел ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вырӑнти пуҫарулӑх проекчӗпе килӗшуллӗн хута янӑ. Проект 1 млн та 490 пин те 600 тенке кайса ларнӑ. Халӑхран 76900 тенкӗ пухнӑ, республика хыснинчен – 1 млн та 205 пин те 300 тенкӗ, вырӑнти хыснаран 224 пин тенкӗ ҫурӑ уйӑрнӑ.
Депона кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов ытти ял тӑрӑхӗнче те пушар депоне уҫма палӑртнине каланӑ. Вӑл проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑ ял ҫыннисене тав тунӑ.
Шупашкарти ҫӑкӑр комбиначӗсенчен пӗрин техника директорне производствӑра ҫын аманнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. 42-ри хӗрарӑм ҫакӑр пӗҫермелли цехра сылтӑм аллине темиҫе ҫӗртен хуҫнӑ. Ҫапла майпа вӑл сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Пӑтӑрмахшӑн предприятин техника директорӗ айӑплине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Хӗрарӑм шар курнӑ оборудовани хупӑлчасӑр пулнӑ.
Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӗрарӑма кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарнине кура пуҫиле ӗҫе суд чарса лартнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ.
Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ.
Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса укҫа-тенке алла илесшӗн пулнӑ. Анчах унӑн хура ӗҫне чарса лартнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурт туянатӑп тесе суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ. Ҫурт вара пурӑнма та юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна сутакан ҫынпа вӗсем калаҫа татӑлнӑ. Пӳрте сутнӑ пекки туса Амӑшӗн капиталӗн укҫине алла илме тӗллевленнӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Светлана Павловӑшӑн ку чӑн-чӑн асамлӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхинех вӑл лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Светлана Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн киле таврӑннӑ чухне вӑл лотерея билечӗ туяннӑ. Вӑл унта унччен те хутшӑннӑ-ха. Хальхинче вӑл 50 билет туяннӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑл кӑларӑм хыҫҫӑн сайтра билет ҫинчи хисепсене тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ иккен!
Светлана выляса илнӗ укҫапа ипотекӑн пӗр пайне саплаштарӗ.
Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ.
Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |