
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн7-мӗшӗнче, Вӑрнар поселокӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫутнӑ.
Ҫулӑма ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе кайнӑ Алексей Павлов чӗртнӗ. Вӑл шӑпах халӗ отпуска килнӗ.
Палӑртса хӑварар: Вӑрнарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм республикӑра 16-мӗш пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫулӑма Елчӗкре ҫутнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Улатӑрта тата Сӗнтӗрвӑрринче ҫутма палӑртнӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Елчӗкре Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм йӑлкӑшма пуҫланӑ. Вӑл республикӑра – 14-мӗш ҫулӑм.
Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулӑмӑн пайне Елчӗке Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмран илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Вӑрнарта, Комсомольскинче, Сӗнтӗрвӑрринче тата Улатӑрта йӑлкӑшма тытӑнӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Раҫҫейри 12 регионта ҫутӑлнӑ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм тӑвасшӑн – Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи пеккине.
Мемориала Ҫӗнтерӳ кунӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Вӑл хулари Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче пулӗ. Специалистсем плитан пӗр пайне демонтаж тунӑ ӗнтӗ. Унтан ун патне коммуникацисене илсе ҫитерӗҫ. Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи палӑка анлӑ реконструкци тума палӑртнӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче те реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче вӑхӑтлӑх чарусем пулӗҫ. Ку мерӑсем 6 тоннӑран ытларах таякан йывӑр тиевлӗ машинӑсене пырса тивет.
Ҫав кунран пуҫласа Шупашкарта кунашкал машинӑсене укҫа тӳлесен кӑна кӗртӗҫ – вӗсем ятарлӑ пропуск туянӗҫ. Ку укҫа ҫула юсама кайӗ. Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юр ирӗлнӗ тапхӑрта тата ейӳ вӑхӑтӗнче ҫул тӗпӗ нӳрелет, ҫавна май хӑвӑрт арканать.
Шупашкарта тӗрӗслев пункчӗсем хулана кӗмелли вырӑнсенче пулӗҫ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар ҫулӗсем ҫинче.
Ку чару пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене, юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлакан бригадӑсене транспортне тата экстреннӑй служба машинисене пырса тивмест.

Муниципалитетсенчи хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме укҫа уйӑрӗҫ.
2026 ҫулта ҫав тӗллевпе 69,4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа-тенке тӑхӑр муниципалитета уйӑрса парӗҫ. Анчах ҫуррине вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Укҫапа 48 хваттер туянӗҫ, вӗсенчен 43-шӗ яллӑ вырӑнта пулӗ. Вӑрнарта 15 хваттер туянмалла, Улатӑр тӑрӑхӗнче – 10, Сӗнтӗрвӑррипе Вӑрмар районӗнче – 6 , Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5, Куславккапа Комсомольски тӑрӑхӗсенче — 2-шер, Хӗрлӗ Чутайпа Тӑвай тӑрӑхӗсенче — пӗрер.

Республикӑра юр йывӑрӑшне пула каллех ҫурт тӑрри ишӗлнӗ. Хальхинче – Сӗнтӗрвӑрри хулинче.
Ку паян Курчатов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пулнӑ. Унта пӗтӗмпе – 19 хваттер. Вӗсем сиенленмен.
Халӗ ҫурт тӑрринче юртан тасатаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн юсав ӗҫӗсене пуҫӑнмалла – ҫапла пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратури. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртӗ – ҫурт тӑрринче камӑн тасатмалла пулнине тупса палӑртӗҫ, явап тыттарӗҫ.

Чӑваш Ен ертӳҫисем тата тепӗр икӗ района центрне автобуспа ҫыхӑнтарма шантарнӑ. Аса илтерер: маларах вӗсем Елчӗкрен Патӑрьеле автобуссем ҫӳретме пуҫлас ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Куславккаран Сӗнтӗрваррине автобус ҫӳретме пуҫлас пирки хыпарланӑ.
Кун пек йышӑну тума шантарни районти больницӑсене тепӗр муниципалитетсенчисемпе пӗрлештерес ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ҫине тӑрсах халӑха ӳкӗте кӗртме хӑтланать, ҫыннисем хавхаланас вырӑнне кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больниципе унти медицина центрне, стоматологи поликлиникине тата Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринчи район больницсене пӗрлештересшӗн иккен.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 15-ри каччӑ машинӑпа полицейскисенчен тарса юр купи ҫине пырса кӗнӗ.
Ку Лазо урамӗнче пулнӑ. Ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем «Лада» машина хӑрушӑ маневрсем туса пынине асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ, анчах водитель тарма пуҫланӑ. Анчах та инҫе каяйман – ҫул хӗрринче купаланса выртакан юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: ҫул ҫитмен каччӑн водитель прави ҫук.

Сӗнтӗррвӑринче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ашшӗн машинипе ҫула тухнӑ яша тытса чарнӑ.
16 ҫулти каччӑн водитель прави пулман. Вӑл вырӑнти автозаправкӑна бензин патне пынӑ. Пакунлисем вӑл ҫамрӑккине асӑрханӑ тата вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман пулнӑ.
Каччӑ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ темиҫе кунлӑха Мускава ӗҫпе кайнӑ, яш пӗччен юлнӑ. Вӑхӑта кичем ирттересрен вӑл ашшӗн машинине чӗртсе тухас тенӗ.
Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна илсе кайнӑ.
