Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.
Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.
Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.
Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.
Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.
Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ.
Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.
Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмерӗ. Вӑл каярах, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫак кун салют та вӗҫтерӗҫ. Кун пирки РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
Ку кӑна мар, Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ кун Раҫҫейре ӗҫлеттермӗҫ, кантарӗҫ. Ӗҫ укҫи вара ҫаплипех сыхланса юлмалла.
Парад ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Ӑна Мускаври Хӗрлӗ лапамра, Раҫҫейри ытти хулара ирттерӗҫ, унта ҫар техники хутшӑнӗ. 22 сехетре Мускавра тата ытти хулара артиллери салючӗ пулӗ.
Аса илтерер, ҫак кун Чӑваш Еншӗн тепӗр уявпа та паллӑ: ун чухне Республика кунне паллӑ тӑватпӑр.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртет. РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу кун пирки канашлура пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» та пулӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. Ҫак кун Тинӗс ҫар флочӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Владимир Путин президент Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парада ирттерме хатӗрленме хушнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшне ахальтен суйламан-мӗн. 1945 ҫулта ҫак кун Хӗрлӗ лапампа Мускав ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда тата Сталинграда хӳтӗленӗ, Европӑна ирӗке кӑларнӑ салтаксем парада тухнӑ.
Анчах Владимир Путин кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине каланӑ, Шойгуна кун пирки тӗплӗн шутлама хушнӑ.
Парадра куракансем пулӗҫ-и е ҫук-и - хальлӗхе паллӑ мар.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет. Малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Ку саккун ҫӗрле эрех сутакан усламҫӑсене тек иртӗхме памӗ. Лавкка нумайх хваттерлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ 20 тӑваткал метртан пысӑк мар пулсан унта эрех-сӑра сутма юрамасть. Кунашкал «наливайкӑсенче» пачах «ҫуттине» сутма чарас тесен регионсенче кун пек тума май пур.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин килте хамӑр тӗллӗн лармалли вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсни пирки пӗлтернӗ. Владимир Владимирович кӑшӑлвирус ыйтӑвӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм кӗпӗрнаттӑра чӗннӗ.
Президент палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе вирус сарӑлас хӑвӑртлӑха кӑштах чакарма май килнӗ. Анчах чи хӗрӳ самант иртсе кайман-ха. Вӑл ку инфекци ерес тапхӑр хӗрӳленсе пынине каланӑ.
Халӑх ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен килте ларӗ. Ҫу уйӑхӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсем те – ӗҫлемелле мар кунсем, анчах шалу пӗрех тӳлемелле.
Амур облаҫӗнче Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ Инҫет хӗвелтухӑҫ аистӑн пурнӑҫне сӑнама вырнаҫтарнӑ видеокамера тӑрӑх онлайн мелӗпе типӗ курӑк пысӑк лаптӑкра хыпса илнине курма май пулнӑ. Ҫӑмартаран тухмалли чӗпписене вара кайӑксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленӗ.
Типӗ курӑк шӑп та лӑп нумай пулмасть ҫеҫ ҫӑмарта кӑларнӑ йӑва тавра хыпса илнӗ.
Ҫулталӑк маларах ҫакнашкалах пулса иртнӗччӗ. Ун чухне мӑшӑр аист пурӑнакан кивӗ ЛЭП юпи ҫывӑхӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫунма тытӑннӑччӗ, Гильчин айлӑмӗ йӑлтах хыпса илнӗччӗ. Халӗ инкек тепӗр хут сиксе тухнӑ.
Кайӑксем ҫӑмартисене хӑйсен кӗлеткипе хупланӑ. Йӑва ҫӳлте пулнӑран кӑна вӗсен сывлӑхӗ сиенленмен. Шел пулин те, ытти кайӑк-кӗшӗке унашкалах ӑнӑҫмӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен йӑвисене аялта, шурлӑхлӑ вырӑнта ҫавӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек пушарсем вара вӗҫен кайӑксемпе вӗсен чӗпписене ҫулран ҫул сахал мар тӗп тӑваҫҫӗ.
Инҫет хӗвелтухӑҫ аисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑксен шутне кӗреҫҫӗ.
МИХсенче Лев Лещенко коронавируспа чирлени пирки хыпар тухнӑ. Арӑмӗпе вӗсем Мускаври Коммунаркӑра, инфекции пульницинче, выртаҫҫӗ-мӗн. Артист реанимацире выртать имӗш, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
«Суя! Ҫакна кам ҫырать – ҫавӑн коронавирус!» - пӗлтернӗ Лев Лещенкӑн ҫывӑх тусӗ Владимир Винокур. Унӑн коронавирус ҫук тесе ӗнентернӗ, ӳпки шыҫнӑран реанимацире процедурӑсем тӑвать-мӗн.
78 ҫулти Лев Лещенко тата 66-ри мӑшӑрӗ Ирина Коммунаркӑра сипленеҫҫӗ. Иккӗшӗн те ӳпки шыҫнӑ иккен. Палӑртмалла: Лев Лещенко нумаях пулмасть АПШран гастрольтен таврӑннӑ. Анчах тӳрех Мускава вӗҫсе килеймен, Францире тепӗр самолета ларнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна Крым кӗпернӗ тунӑ ҫӗрте хастар ӗҫленӗшӗн чысланӑ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Владимир Путин Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна чысланӑ. Дмитрий Гаврилов электросварщик III степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Александр Акимов монтажнике Хисеп орденне панӑ. Производство енӗпе ӗҫлекен директорӑн ҫумне Николай Горлова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Крым кӗперне тунӑ ҫӗре 15 пин инженерпа рабочи хутшӑннӑ. Кӗпере 2015 ҫулта тума тытӑннӑ, вӑл 19 ҫухрӑм тӑршшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |